«Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăра куравсем çĕнелсех тăраççĕ

2 Окт, 2015

Наци библиотекинчи «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăра авăнăн 9-мĕ­шĕнче Олег Польдяев художникăн «Пахча тулли чечек» /Там, где цветы заполнили сад/ куравĕ уçăлнăччĕ. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн сайтĕнче Олег Николаевича художник-романтик тесе палăртнă пулсан, Тимĕр Акташ журналист ăна франци импрессионисчĕсен тата постимпрессионисчĕсен сулăмĕпе вăй илнĕ хальхи чи ăста художниксенчен пĕри тесе хаклать. Чăнах та, Олег Польдяев картинисенче асамлăх хуçаланать: унти тĕп сăнарсем - ачасем, илĕртÿллĕ хĕрарăмсем. Художникăн пейзажĕсемпе натюрморчĕсем хăйнеевĕрлĕхпе асра юлаççĕ.

Выставкăпа паллашма ĕлкĕрейменнисем кая юлман-ха, Наци библиотекинчи «Пахча тулли чечеке» вĕсем октябрĕн 5-мĕшĕчченех çитсе курма пултараççĕ. Октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче вара кунта çĕнĕ курав уçăлать - Киров облаçĕнчи Яранск хулинче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи пленэр пĕтĕмлетĕвĕ. Вятка тăрăхĕнчи сăваплă вырăнсене ÿкерме кăçал Атăлçи, Урал, Çĕпĕр тата Раççейри ытти тăрăхран пурĕ 24 художник пухăннă. Шăпах вĕсен чи ăнăçлă ĕçĕсемпе паллашма май пулĕ те. Курава Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Андрей Анохин уçать. Хăнана Тутарстан тата Самарпа Тольятти хулисенчи художниксене те чĕннĕ. Выставка 16 сехет­ре уçăлать.

Рубрика: