Киремет кĕнеки. Николай ИШЕНТЕЙ
Вырăс, тутар тата чăваш - виççĕн пĕрле ăнăçу шыраса тĕнче тăрăх çÿренĕ тет. Çÿресен-çÿресен виççĕшĕ те çав тери ывăнса çитнĕ. Каç та пулнă. Çул хĕрринчи çăка пÿрте çĕр каçма кĕнĕ хайхисем.
Çĕрле текам алăкран шакканипе пурте шарт сиксе вăраннă.
- Ăнăçу шыракансем, пĕлÿ илме васкăр! - илтĕннĕ алăк хыçĕнчен.
Вырăс вăр-вар тумланнă, аттине йăкăш-якăш тăхăннă та вирхĕнсе тухнă. Такам, куçа курăнманскер, ăна кĕнеке тыттарнă. Тутар та вырăсран юлман. Пушмакне тăхăнса тухнă - каллех кĕнекеллĕ пулнă. Чăваш вара çăпата сырса хаклă вăхăта çухатнă. Çитменнине алăкран тухнă чухне çăпата кантри уратаран çакланнă та, хайхискер такăнса ÿкнĕ. Чăваш йăраланса тăнă-ха, анчах ăна никам та нимĕн те паман. Чĕнекенĕ Аслă Турă пулин те мĕшĕлтие кĕтес çук.
Çапах та чăваш шанчăка çухатман-ха, шăпа парнине шырама пикеннĕ. "Ах, киремет, мана аташтарасшăн-ши, вăрман çулĕпе кайнă-ши/" - текелесе йывăçлăха кĕнĕ.
- Кĕнеке ăçта?! - кăшкăрнă вăл мĕнур вăйран.
- Таçта-а!.. Хыçра-а!.. У-унта!.. Ку-унта!.. - тăватă енчен тăватă тĕрлĕн илтĕннĕ ахрăм сасă. Чăваш темĕнччен шыранă - нимĕн те тупайман. Чăтăмлăскер хăйĕн кĕнеки вăрмантах упранать-ха тесе çирĕппĕн ĕненсе пурăннă.
Çавăнтанпа чăваш халăхĕ вăрманпа çывăх туслашнă тет. Вăрман уншăн хÿтлĕх те, тăрантаракан та, вĕрентекен те пулса тăнă. Йывăçа асла хурса пуççапмах пуçланă çак халăх. Вăрман ашшĕ, Киремет йывăççи тенĕ тет вăрман кăмăлне чунтан хисеплесе.
Нимĕнле ĕçрен те хăраман чăвашсем пур йывăрлăха çĕнтерсе пурнăçа ăнтарма та май тупнă. Çакă ытти халăх çыннисене хытах тĕлĕнтернĕ: "Епле-ха кĕнекесĕр халăх кĕнекеллисенчен юлмасть". Чăвашсем пуççапакан йывăç пирки те тавлашу çĕкленнĕ.
- Киремет ытла хаяр - çывăха ан пырăр, ылхан ярать! - асăрхаттарнă пĕрисем.
- Шуйттан пурнать хăвăлĕнче! - сисчĕвленнĕ теприсем.
- Эппин ăна татмалла, çурса вутă тумалла, хуран айне хумалла, шаркку пиçтĕр хăвăртрах! - тенĕ виççĕмĕшсем хаярланса.
- Унран кĕнеке тăвас - ăс çумне ăс хушас! - йышăну тунă чи-чи ăслисем. Нумай вăхăт иртнĕ-и, сахал-и, ăслă техника пулăшнипе шурă хут чĕркемĕ çаврăнса тухнă. Кĕçех кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетленме пуçланă. Хайхи-майхи ккиремет йывăççи кĕнекене çаврăнса тĕнче тăрăх саланнă вара.
Ĕмĕрсем хушши сыпăран сыппа, йăхран йăха куçса пынипе кĕнеке тăвас ăсталăх çынсене чылай ăслăлантарнă. Тавлаштарнă та. Ахальтен мар кĕнекесем те тĕрлĕрен: пĕрисем ырра вĕрентеççĕ, теприсем - аплах мар... Чăваш Турри те çавнашкалах - тавлаштарать чылайăшне. Пĕрисем ăна ырă теççĕ, теприсем - хаяр. "Киремет тени шăпа парни мар - хăй парне ыйтать куллен", - текенсем те тупăннă. Çутçанталăкăн çав парнине хаклама пĕлекенсем вара ыр-хаяртанах пил-тупра илсе пурнăçа ăнтарма май тупаççĕ.
Сăмахăма шанăç кÿрекен çак нотăпа вĕçлес тенĕччĕ, кĕтмент çĕртен: "Кĕнеке кĕçех экзотикăна куçать!" - текен хыпар илтĕм Интернетран. Урăм-сурăм тĕнчере "киремет" хучĕ çинче шăрçаланă ăспуххи хăйĕн электронлă варианчĕпе ылмашăнса пырать иккен. Чим-ха, эппин çÿлерех асăннă йывăç хăвăлĕнче те шуйттан мар, электрон миххи упраннă-тăр. Куçа хупса иличчен тĕнче улшăнать иккен. Ну, кăсăклă çак улшăну пирки урăх чухне калаçăпăр.
Николай ИШЕНТЕЙ
А. Плеханов ÿкерчĕкĕсем
Комментировать