Сад-пахча канaва каять
Кăçал сентябрь ытарайми илемлĕхĕпе тыткăнларĕ. Ара, август та сентябрĕн иккĕмĕш çурри пек ăшă пулмарĕ, июль те шăрăхĕпе тĕлĕнтереймерĕ. Çавна пулах кăçал помидор тухăçĕпе савăнакан та йышлах мар-тăр. Сентябрĕн варринчен вара чăн çăтмах пуçланчĕ тейĕн: йĕри-тавра сарă-хĕрлĕ-симĕс тумлă йывăçсем тÿлеккĕн çулçă тăкаççĕ, 20 градусран ытла ăшă çуллахилле тумланма хистет. Анчах та кĕркуннен иккĕмĕш уйăхĕ çитсе тăчĕ ума. Эппин, сивĕ те çывăхрах. Кун та самаях кĕскелчĕ, каçсерен çапакан уçă сĕм те кĕркунне юнашарах сывланине астутарать. Ăшă вăхăтпа пахчасенче тирпей-илем кÿрсе хăварма шăпах меллĕ.
Кĕркуннехи ăшăпа вăйлă ашкăрма пуçланă çум курăка тасатмалла. Вăрă тăкăнса юлсан тепĕр çул хамăрăнах ытларах тар тăкмалла пулать. Сентябрь вĕçĕнче е октябрь пуçламăшĕнче хĕл валли упрамалăх хăварнă кавăн-кабачока пуçтармалла, кишĕре, кăшмана кăларса пĕтермелле. Пукрав тĕлнелле кĕрхи купăстана пуçтарса кĕртмелле. Пхчаçимĕçе йăлтах пуçтарнă хыççăн йăрансем пулнă лаптăка пĕтĕмĕшле чавса тухсан аван. Кĕркунне чавнă чухне тăпрана мăклашкаллă хăвармалла. Тăпрара тĕрлĕ хурт-кăпшанкă, вĕсен çăмартисем хĕл каçаççĕ. Мăклашкаллă тăпра витĕр шăннипе сиенлĕ хурт-кăпшанкă таврашĕ вилет.
Йывăç-тĕме хĕле кĕмешкĕн хатĕрлемелле. Октябрьте çулçă тăкăнать. Чирлĕ, хăрăк, ытлашши йăвăланса кайнă туратсене çĕр шăниччен касмалла. Йывăçа формăлассине сывлăш температури нуль градуса çити анакан пулсассăн вĕçлемелле.
Октябрь çурринелле гладиолус, георгина, бегони тымарĕсене кăларса тирпейлемелле, тасатса хĕл каçармалли вырăна хумалла. Октябрь вĕçĕнче хĕл каçма тăпрара юлакан суханлă чечексене /тюльпан, нарцисс, гиацинт, колхикум/ хÿтĕлеме тислĕкпе е çулçăпа хупламалла. Нумай çул ÿсекен ытти ÿсен-тăрана та тимлĕх кирлĕ. Хăрса ларнă çеçкене пуçтарса компоста /тислĕк купине/ хумалла. Тăпра пулăхлăхне лайăхлатма кăпкалатса çĕрнĕ тислĕк сапмалла е минераллă удобрени хывмалла. Кĕркунне кали, фосфор удобренийĕсем мая килеççĕ, азот удобренийĕпе вара усă курмалла мар: ÿсен-тăрана ÿсме пулăшакан апат вăл. Кĕркунне йывăç-курăкăн канăва хатĕрленмелле.
Астра, календула, утмăлтурат вăррине хура кĕркунне акмалла - çĕр каçсерен шăнма пуçласан. Маларах аксан вăрă шăтма пуçлать те хĕлле путланать. Çуркунне чи малтан акма палăртнă йăрансене кĕркуннех хатĕрлесе хурсан аван. Тăпрана чавмалла, çумкурăк тымарĕсене пуçтарса йăрана тикĕслемелле.
Петрушка, салат, укроп, кишĕр, пекин купăсти вăррине те çуркунне хăвăртрах тухăç илес тĕллевпе кĕркунне акма юрать. Вĕсене çĕр шăнас умĕн акмалла. Сухана /севока та / ешĕлле çиме лартмалла. Хытă шăнтиччен йăрансене çулçăпа е тислĕкпе хупламалла, çуркунне юр ирĕлсе пĕтсенех витнĕ сийе пуçтарса илмелле.
Кĕлчечек /роза/ - ăшша юратакан ÿсен-тăран: пирĕн тăрăхра хупламасассăн хĕл каçаймасть. Сивĕсем киличчен тĕм тавра çĕрнĕ тислĕк сапса тăпрана кăпкалатмалла, кĕлчечек турачĕсене çекĕлпе çĕр çумне авса çирĕплетмелле, чăрăш турачĕсемпе витмелле. Чăрăш лăсси кĕлчечеке сивĕрен хÿтĕлет, çав вăхăтрах сывлама май парать.
Кĕрхи пахчана кăшлакан чĕрчунсенчен сыхламаллине те манма юрамасть. Çÿп-çап, улăм купи - шăшисен юратнă вырăнĕ. Унта вĕсем йăва çавăрса лайăх ĕрчеççĕ. Хĕлле юр айĕпе çул туса çÿреççĕ, çамрăк йывăçсене кăшласа сиенлеме пултараççĕ. Çÿп-çапа, пахчаçимĕç çулçи-çеçкине тÿрех пуçтарса тислĕк купине хывмалла.
Тĕрĕс йĕреклесе хĕле кĕнĕ сад-пахча тепĕр çул тухăçпа савăнтарас шанчăк пысăкрах. Кĕркунне, ĕççи пĕтнĕ хыççăн, пахчана тĕплĕн хĕле хатĕрлеме ансатрах. Чылай чухне çуркунне вăхăт çитменнипе хăшкăлатпăр. Кĕркунне пахчана лайăх хатĕрлени çуркуннехи ĕçсене çăмăллатать.
Комментировать