Таса шыв ĕçесчĕ

1 Окт, 2015

Çăл шывĕ вĕретнĕ хыççăн улшăнать. Вĕретиччен тăрă пекех курăнаканскере сарăрах тĕс çапать, тĕпне те лĕкĕленсе ларать.

Н.Петрова,

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Çын организмĕ 60-70: шывран тăрать. Çавăнпа мĕнле шыв ĕçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕлĕкренпех çынсем çăл суйланă, апат-çимĕç хатĕрлемешкĕн лайăх çăлтан шыв йăтнă.

Тĕрĕссипе, пĕр ялтах тĕрлĕрен шыв тĕл пулать. Пĕр çăлта шыв хытă, тепĕр çăлта - çемçе. Ку çав шыври тĕрлĕ ирĕлчĕк минералсенчен килет. Тăп-тăрă курăнакан шывра та тĕрлĕ хутăш пур. Çавăнпа апат-çимĕç хатĕрлемелли шыва хими анализĕпе тĕрĕслесен аван. Çын сывлăхĕ мĕнле шыв ĕçнинчен нумай килет.

Куçа курăнакан паллăсенчен тата тутинчен шыв мĕнлереххине палăртма пулать.

  • Вĕретнĕ хыççăн шыв сарă тĕспе лĕкĕленет пулсан унта тимĕрпе марганец виçи нумай.
  • Вĕретнĕ хыççăн шыв шурăхса лĕкĕленет-тĕк унта кальципе магни хутăшĕJ ытлашшипех. Кунашкал шыв çемçелĕхĕпе палăрать.
  • Шывăн тути лайăхах мар-тăк шывра сероводород, хлор пур. Ку шывра тĕрлĕ микроорганизм ĕрченине пĕлтерет.
  • Шыва ăсса виçĕ-тăватă сехет лартсассăн вăл çÿхе пленкăпа витĕнет пулсан унта тимĕрĕн тĕрлĕ окисĕсем, ытти органика япалисем пур.

Апатра усă куракан шывра асăннă тĕслĕхсем палăраççĕ пулсан анализ тутармаллах. Ăна регионти Роспотребнадзор органĕсем тÿлевлĕн пурнăçлаççĕ. Шыв анализне икĕ-виçĕ кунта туса параççĕ. Шыв тытăмне тĕрĕс пĕлни ăна тасатмалли меслете суйлассине çăмăллатать.

Шыва тĕрĕслеттерме илмелли йĕрке.

Литр çурă кĕрекен таса пластик е кĕленче савăт кирлĕ. Газлă напиток е сĕткен пулнă пластик савăт шыв анализне тăратма юрăхсăр. Кунашкал савăтăн стенкине вĕри шывпа çусассăн та напитока хушнă тĕрлĕ хими япалисем юлаççех. Вĕсем анализа тĕрĕс мар палăртма «пулăшаççĕ». Шыв тултармалли савăта вĕри шывпа икĕ хутчен çумалла, анализ тумалли сивĕ шывпа чÿхемелле. Шыва савăта чалăштарса пĕчĕккĕн юхтарса тултармалла. Шăпăртаттарса юхтарнă шыва сывлăш лекет, ытлашши кислород каллех анализа тĕрĕс марлăх кĕртет. Савăта туллиех тултарса таса хупăлчапа хупламалла, хĕвел лекесрен хура тĕслĕ пакета лартмалла.

Шыва лабораторие çав кунах леçме тăрăшмалла. Май килмест-тĕк хура пакетра холодильникра пĕр талăк тытма юрать.

Анализ кăтартăвне пĕлнĕ хыççăн шыва мĕнле меслетпе тасатассине палăртмалла.

Кил-тĕрĕшри ытти тĕллевсемпе усă курнă чухне шыва фильтрлама кирлĕ мар. Апатра усă куракан шыва тасатмалли фильтрсене хуçалăх е ятарлă лавккасенче туянма пулать.

Шыва тасатмалли чи ансат меслет - ăна вĕретни. Вĕретнĕ чухне хăшпĕр хутăшсем лĕкĕленсе савăт тĕпне пуçтарăнаççĕ, хăшпĕр çăмăл хутăшсем пăспа сывлăша çĕкленеççĕ. Вĕретни шыври микроорганизмсене сиенсĕрлетме те пулăшать.

Ĕçмелли шыва пăрлантарса ирĕлтерме сĕнекенсем те пур. Ку вара - уйрăм калаçу.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.