Пÿрне йĕрĕсенчен пуçласа ĕлĕкхи "Маузер" таран

4 Мар, 2014

Киллерсем килĕштерекен ТТ пистолет, "Вальтер", "Кольт", Югославире туса кăларнă "Зауер"... Ку вара - революци вăхăтĕнченех упранса юлнă "Маузер". Кусем - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фашистсен арсеналĕнче пулнă "Браунингсем", пĕрин çинче хăçан туса кăларнине палăртни те пур - 1936 çул... Вĕсене заводсенче серипе кăларнă, анчах юнашарах - вăрттăн ăсталанă хĕç-пăшал: пĕчĕк кăна, ал лаппи çине вырнаçакан илемлĕ револьверсем, нимĕçсен автоматне аса илтерекен икĕ пистолет-пулемет - пусаркăçĕсем /глушителĕсем/ те пур...

Илтĕм алла... "Браунинг"

Хĕç-пăшалăн пуян çак пуххипе хаçат корреспондентне ЧР Шалти ĕçсен министерствин экспертизăпа криминалистика центрĕнче паллаштарчĕç. Çак подразделени ертÿçи Александр Шешнев пуçлăх пуканне йышăниччен шăпах хĕç-пăшал енĕпе нумай çул ĕçленĕ, взрывотехника тата баллистика енĕпе кăткăс та хăрушă çĕр-çĕр экспертиза ирттернĕ. Çавна май перекен-сирпĕнекен хатĕрсем пирки нумай каласа пама пултарать. Çак "коллекцире" упранакан хĕç-пăшал - тĕрлĕ вăхăтра преступниксенчен туртса илнĕ, кунта экспертиза тунă револьверсемпе пистолетсем. Кашнине тенĕ пекех тытса пăхрăм - интереслĕ-çке! Александр Анатольевич палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче хĕç-пăшала тĕпчеме панă тĕслĕхсем сайрарах. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çĕр-шывра, çав шутра республикăра криминал иртĕхнĕ вăхăтра, чылай ытларах пулнă. Кунта упранакан хатĕрсен пысăк пайĕ - шăпах "шавлă" çав çулсен еткерĕ.

Кашни пистолетăн е револьверăн - хăйĕн историйĕ. Ак çак пистолет-пулеметсенех илер. Вĕсене вăрттăн ăсталанă. Малтан пĕрне туртса илнĕ. Ăна кам тата ăçта хатĕрленине палăртайман-ха. Вăхăт иртнĕ май тепри те йĕркелĕх хуралçисен аллине лекнĕ. Экспертиза малтан тата кайран туртса илнĕ икĕ пистолета пĕр çынах туса хатĕрленине палăртнă. Çакă вĕсене сутма ăсталанăскерĕн йĕрĕ çине ÿкме пулăшнă. Ун патĕнче ухтару ирттернĕ май хĕç-пăшал пайĕсене татах тупнă. Пур çав ăстасем: лайăх ĕçлекен, меллĕ пистолетсем... Çавнашкал çынсен пултарулăхне тÿрĕ çулпа ярасчĕ те...

Паллах, хĕç-пăшал экспертизи - ЭКЦ ĕçĕн пĕр енĕ кăна. Экспертизăпа криминалистика центрĕн тытăмĕнче аттестациленĕ 91 сотрудник ĕçлет. Пĕр пайĕ - районсенче, "филиалсем" Çĕрпÿре, Канашра, Çĕмĕрлере, ытти çĕрте пур. Пĕлтĕр подразделени эксперчĕсем 7,6 пин ытла экспертиза ирттернĕ. Вĕсен арсеналĕнче - экспертизăсен йăлана кĕнĕ 7 тата ятарлă 12 тĕсĕ. Пурин пирки те каласа пама хаçатăн ытла та пысăк лаптăкĕ кирлĕ пулĕччĕ. Çапах ĕçĕн хăш-пĕр енĕпе паллаштарни вырăнлă.

Наукăпа туслă экспертиза

Ĕлĕкхипе, калăпăр, преступлени пулнă вырăнти пÿрне йĕрĕсене илме графит çăнăхĕпе усă курнă вăхăтрипе, танлаштарсан паян ЭКЦ нумай мала кайнă. Техника революцийĕ кÿнĕ майсемпе специалистсем чăннипех анлăн усă кураççĕ. Тем тĕрлĕ приборпа комплекс та пур. Куçса çÿрекен икĕ криминалистика лабораторийĕ, взрывотехника лабораторийĕ, физикăпа хими тĕпчевĕн приборĕсем, газ хромотографĕсем, документсене тĕпчемелли видеоспектр компараторĕсем тата ыт.те. "Папилон М" комплекс мĕне тăрать! Чăматанра пÿрне йĕрĕсене илме, вĕсене танлаштарма, "хуçине" тупса палăртма кирли пĕтĕмпех пур.

Дмитрий Поздняков эксперт çак комплекса ĕçлеттерсе те кăтартрĕ. Пÿрнисене ятарлă вырăна тытрĕ те - вĕсен йĕрĕсем тÿрех экран çине тухрĕç. Тепĕр самант - экран çинче экспертăн хăйĕн сăнĕ, ячĕ-шывĕ те курăнса кайрĕç. Акă мĕнешкел хăвăртлăхпа ĕçлет "Папилон". Сăмах май интереслентĕмĕр: çыннăн пÿрне йĕрĕсем çулсем иртнĕ май улшăнаççĕ-и, преступник хăйне шыраса тупасран сыхланса вĕсене пĕтерме е улăштарма пултарать-и? Улшăнмаççĕ-мĕн - "пÿрнесене касса пăрахсан кăна..." Ахальтен мар ĕнтĕ çынна вĕлернĕ хăш-пĕр тĕслĕхре преступниксем унăн аллине те çапса ватма тăрăшаççĕ - пÿрне йĕрĕсем ан юлччăр, вилнĕскер кам пулнине ан палăртайччăр... Юрĕ, пирĕн статья тĕрлĕ усал-тĕселшĕн вĕренÿ пособийĕ вырăнне ан пултăр - пĕтĕмпех çырар мар. Тепĕр тесен, йышăнаççĕ экспертсем, пÿрне йĕрĕ çийĕнсе пĕтнĕ, çавна май ăна илме май çук тĕслĕхсем ахаль çынсемпе те пулаççĕ-мĕн. Сăмахран, вĕçĕмсĕр мĕн те пулин çăвакан хĕрарăмăн çухалать. Е - строительсен: пĕрмаях кирпĕчпе-растворпа ĕçле-ха - пÿрне çийĕнет. Анчах вăхăт иртнĕ май пÿрне çинчи эреш пур пĕр каялла таврăнать-мĕн.

Тепĕр пÿлĕмре - цианакрилат камери. Тĕрĕссипе, вăл Следстви комитечĕн республикăри управленине килнĕ, анчах унпа çыхăннă ĕç ШĔМшĕн кăтартуллăрах та - шăпах кунта вырнаçтарнă. Ĕçре чăннипех пысăк пулăшу кÿрет-мĕн. Унăн вăрттăнлăхне те уçса пачĕç. Преступлени пулнă вырăнта пĕр-пĕр япала çинче преступникăн пÿрне йĕрĕсем юлнă тейĕпĕр. Анчах пахалăхĕ япăх - ахаль приборсемпе вĕсене йĕркеллĕ курма çук. Кун пек чух шăпах хайхи камера меллĕ. Сăмахран, пÿрне ÿкерчĕкĕ юлнă кĕленчене çак камерăна хураççĕ. Унта полимер хутăшĕллĕ пăс яраççĕ. Хайхи пÿрне йĕрĕ, тĕрĕссипе, çын аллинчен юлнă тарпа çу йĕрĕ. Ун çине полимер ларать, хытать, çирĕп, лайăх курăнакан ÿкерчĕк пулать - питĕ меллĕ.

Кÿршĕ пÿлĕмре Павел Яковлев эксперт ĕçлет. Вăл - пуç купташки тăрăх çыннăн пурăннă чухнехи сăнне тавăракан эксперт. Унашкал специалистсем Раççейре те сайра, республикăра вара - пĕртен пĕрре. Павел Германович та хăйĕн ĕç вăрттăнлăхĕсемпе тĕслĕхпе усă курса паллаштарчĕ. Тĕслĕхĕ вара - çыннăн пуç купташки. "Пăхăр, сăмса тĕлĕнчи шăмми сиенленнĕ - вăл çын чĕрĕ чухнех арканнă. Купташкан хыçал енче шăмă сиенленни вара кайран пулнă - виле ăшă трассин вĕри пăрăхне лексе выртнă та, шăмă çавăнпа тĕпреннĕ", - купташкана енчен енне çавăркаласа каласа парать эксперт. Çăвар тулли - кĕмĕл шăлсем, çакă та, паллах, вилле паллама пулăшать. П.Яковлев çын миçе çултине те, вăл хĕрарăм е арçын пулнине те палăртать. Купташка тытăмне кура çын сăнне ÿкерет. Малалли вара - техника ĕçĕ...

5 тенкĕ кăна - вăл та суя!

Укçа-тенкĕ чăнлăхне тĕрĕслекенсен те ĕç калăпăшĕ пысăк. Пай пуçлăхĕ Сергей Прокопьев 5 пин тенкĕлĕх икĕ купюрăна кăтартать. Пĕри - чăн укçа, тепри - суя, анчах вĕсене çиелтен пăхсан уйăраймăн та. Çавăнпа ятарлă приборсем пур. Суя укçа çапакансен ăсталăхĕ паян чăннипех пысăк: ультрафиолет хÿтлĕхне те, шыв паллисене те тума пултараççĕ. Акă мĕншĕн купюрăсене тĕпченĕ чух мĕн пур элемента сăнамалла.

Ахаль çыннăн вара суйине чăннинчен мĕнле уйăрмалла тет? Капла улталанасси те часах-çке. Экспертсен тивĕçлĕ сĕнÿсем пур. Суя укçана тытса пăхсах уйăрма пулать - чăнни пек кушăрка мар. Çутă çине тытса пăхсан уйрăмлăхсем пушшех курăмлă. Ултавçăсем купюра çинчи питех те вĕтĕ шрифтсене уçăмлă тăваймаççĕ. Тепĕр самант: суя укçана хутлатсан унăн хуçлатнă вырăнти сăрри каять - принтерпа кăна пичетлеççĕ вĕт. Çакна та палăртмалла: хăш чухне чăнни те суя пек курăнать. Калăпăр, купюра тумтир кĕсйинче пулнă, ăна тумтирпе пĕрле çунă - кун пек чухне йĕркеллĕ банкнот та тĕссĕрленет, хăйĕн хăш-пĕр пахалăхне çухатать, унашкаллине ятарлă приборсем те суя укçа вырăнне йышăнма пултараççĕ.

Суя укçа тупнă тĕслĕхсем юлашки вăхăтра чылай. Асăрхаттараççĕ: енчен те унашкалли сирĕн алла лекрĕ тĕк - унпа усă курасси пирки ан шухăшлăр. Ку - преступлени. Тÿрех полиципе çыхăнмалла, çак купюра сирĕн алла мĕнле майпа е ăçтан лекнине аса илме тăрăшмалла. 1 пин тата 5 пин тенкĕлĕх суя купюрăсем ытларах тĕл пулаççĕ, эрнере темиçе купюра илсе килсе параççех. Çак кунсенче экспертсен аллине 100 долларлăх ют укçасем те лекнĕ - эппин, республикăра унашкаллисене саракансем те çук мар. Тен, çынсем суйине хăйсем пĕлмесĕрех ютран илсе килнĕ пуль - следстви пĕтĕмпех уçăмлатма тивĕç. Тĕлĕнмелле те, анчах суя вак укçа та пулать иккен. Унашкаллине хатĕрленин мĕн усси - калама хĕн. Тупăшĕ чăннипех пуслăх кăна-çке.

Апла-и, капла-и - экспертсем 5 тенкĕлĕх металл укçасен самай пысăк коллекцине пухма ĕлкĕрнĕ. Чăн та, вĕсем хальхисем мар, темиçе çул каялла çаврăнăшран туртса илнĕскерсем. Малтанхи тĕслĕхсене çемçе металран хатĕрленĕ-мĕн - тăхланран. С.Прокопьев вĕсене авсах кăтартрĕ. Чăннинчен уйăрма йывăр мар - сĕтел çине ÿкерсен сасси ян каймасть. Каярах тапхăрти тĕслĕхсем вара чылай пахарах. Вĕсене пăхăр хутăштарнă шăранчăкран тунă - çирĕпрех, сасси те чăн укçанни пекех. Анчах вĕсен те çитменлĕхĕ пур - укçа çаврашкин айккинчи йĕрĕсем çук, якалса кайнă пек.

Кунтах алкоголь изделийĕсен акциз маркисен чăнлăхне те тĕрĕслеççĕ. Саккунсăр эрех паян сутлăхра питĕ нумай, çавна май экспертсем те пушă лармаççĕ. Пĕр-пĕр кĕленчере "çутти", тен, йĕркеллех пуль, анчах акцизĕ - суяскер. Акциза пысăк укçа тÿлесе туянмалла-çке, вăт, перекетлес тĕллевпе хăшĕсем суя маркăсем çыпăçтараççĕ те. Тепĕр тесен эрехĕн хăйĕн пахалăхне те тĕрĕслеççĕ. А.Шешневăн ĕç пÿлĕмĕнчи шкап кантăкĕ хыçĕнче авă хаклă йышши "Хеннесси" коньяк кĕленчи ларать. Çак йĕркесен авторĕ унталла тинкернине /çук, апла-капла шухăшпа мар!/ асăрхарĕ пулас та - Александр Анатольевич кулса ячĕ: "Тус-пĕлĕш кĕрсен те çав кĕленчене тÿрех курать. "Мĕншĕн хăналамастăн?" - тесе ыйтакансем те пур. Вăл паха эрех мар çав - саккунсăрскер, экспертизăна илсе килсе панăскер. Ячĕ кăна - "Хеннесси", чăннипе вара - суррогат, таçта Кавказра вăрттăн-хĕрттĕн хатĕрлесе кунта сутлăха кăларнăскер. Çавăнпа та, каçарăр, хăналама пултараймастăп".

Хăналама вара, тĕрĕссипе, сăлтавĕ пурччĕ. 1919 çулхи нарăсра НКВД тытăмĕнчи Центррозыск çумĕнче пирвайхи наука-техника подразделенине - суд экспертизин пÿлĕмне - туса хунă. Тĕллевĕсем анлă пулнă: вырăнсенче наука экспертизине çул парасси, уголовлă шырав агенчĕсене преступленисене тĕпченĕ чух наука мелĕсемпе, дактилоскопипе усă курма, преступлени пулнă вырăна тĕпчеме вĕрентесси. Çапла вара экспертизăпа криминалистика служби çак кунсенче 95 çул тултарчĕ. Ăна криминал тĕнчипе кĕрешессин фрончĕн курăнман салтакĕсем /преступленисене уçса парас ĕçре эксперт-криминалистсен тÿпи чăннипех пысăк, анчах вĕсем яланах сцена хыçĕнче - курăнмаççĕ/ иртнĕ шăмат кун, пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче, паллă турĕç. Уяв ячĕпе!


Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.