Шкулта - пĕрлĕхлĕ хăрушсăрлăх кунĕ

1 Окт, 2015

24-мĕш шкулта Пĕрлĕхлĕ хăрушсăрлăх кунĕ иртрĕ. Унта хутшăнма вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те лайăх хатĕрленчĕç. Ачасене çул-йĕр правилисемпе инспектор паллаштарчĕ, кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем çемйисемпе ăмăртрĕç. Пурте тивĕçлипех кăтартрĕç хăйсене, çавăнпа та туслăх çĕнтерчĕ.

Пиллĕкмĕш тата çиччĕмĕш класс ачисен команди те хастар тупăшрĕ. Вĕсем ребуссен, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Ваттисен сăмахĕсемпе çул-йĕр правилисене пĕлнине те кăтартрĕç. Унта çиччĕмĕш «в», улттăмĕш «а» класс командисем палăрчĕç.

Пуçламăш класра ăс пухакансем çул-йĕр правили тематикипе тунă ÿкерчĕксемпе, хăйсен аллисемпе ăсталанă макетсемпе савăнтарчĕç.

Çакăн пек мероприятисем ирттерни ачасене çул çинче тимлĕрех те асăрхануллăрах пулма вĕрентет.

Светлана ФЕДОТОВА,

вĕрентекен.

Шупашкар,

24-мĕш шкул.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.