Самана ыйтнинчен юлмастпăр
Республикăри вĕренÿ тытăмĕн 9 уйăхри аталанăвĕ пирки коллегире уççăн калаçас тени ăнсăртран мар: бюджета йышăннă чухне шăпах ведомствăн çак тапхăрĕнчи ĕç-хĕлне пăхса тухаççĕ. Пĕтĕмлетÿсем тума вĕренÿ çулĕ пуçланнăранпа хатĕрлесе çитернĕ документсем те май параççĕ. Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче ЧР Вĕренÿ министерстви коллегин анлă ларăвне ирттерчĕ, унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Лару пуçламăшĕнчех Михаил Васильевич çакна палăртрĕ: хальхи саманара вĕренÿ патшалăх аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине кура бюджет укçин 30 проценчĕ шăпах çак тытăм тăкакĕсене саплаштарма каять. Нухрат самай пысăк тăкакланăвĕн усси пуррине ырă чылай улшăнупа çирĕплетсе пачĕ: шкул ÿсĕмне çитмен ачасем валли çĕнĕ объектсем хута яни, шкулсене модернизацилени, вĕрентекенсемпе воспитательсен шалăвне ÿстерни т. ыт. те. Михаил Васильевич калаçăвĕн малалли тăсăмĕ вĕренÿ министрĕ тунă анлă доклад пулчĕ. Çивĕч мĕнле ыйтусене палăртрĕ-ха республикăн «тĕп вĕрентÿçи»? Тĕп вырăнта вĕренÿ ĕçне йĕркелесси пулчĕ.
Республикăн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри - шкулчченхи пĕлĕве илме майсем туса парасси. Ку енĕпе кăçалхи 9 уйăхра чылай ырă улшăну пулнă. Чи пĕлтерĕшли - 3 çула çитнĕ пур ачана та тенĕ пекех вĕренÿ учрежденине вырнаçтарни. Çак тĕллеве 19 муниципалитет пурнăçланă. Министр çирĕппĕн ыйтрĕ: килес çул асăннă ÿсĕме çитнисен садик черетĕнче пулмалла мар. Сăмах май, пĕчĕккисене пĕлÿпе воспитани паракан организацие варнаçтарас ыйтăва халĕччен ĕçленĕ объектсен туллин усă курăнман лаптăкĕсене хута янипе, ушкăнсене пысăклатнипе те çăмăллатма май килнĕ. Çапла 3337 вырăн йĕркеленĕ. Уйрăмах çакăн пек мел Шупашкар хулинче ăнăçлă иртнĕ: хушма 2700 вырăн тупма пултарнă. Асăннă ÿсĕмрисем валли кăçал республикипе çĕнĕ 11 объект хута яма палăртнă. Пысăк пахалăхпа тата хăвăрт Елчĕк тата Каçал тăрăхĕнче ĕçленине палăртрĕ министр. Строительство ĕçĕсене вăраха янисем - Çĕмĕрле, Куславкка хулисем, Муркашпа Йĕпреç районĕнчи Буинск. Кăçал тума пикеннĕ çуртсене /ун пекки - 8/ килес çул вăхăтра хута ярас тесен проект-смета документацийĕ халех хатĕр пулмалла.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен тĕлĕшпе те ÿсĕмсем пур. Юлашки виçĕ çулта кăна Чăваш Ен вĕсене çĕнетме-юсама 5 млрд тенкĕ тăкакланă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне çĕнĕ икĕ шкул хута янă. Хальхи вăхăтра республикăри никĕс шкул столовăйĕсене хальхи йышши оборудованипе, сĕтел-пуканпа тивĕçтерессипе лайăх ĕçлеççĕ. Çĕнетнĕ апатланмăшсенче меню та пуянрах пулмаллине республика Пуçлăхĕ хытарсах палăртнăран лару-тăру лайăх енне улшăнатех.
Владимир Николаевич коллегире вĕренÿ содержанийĕпе пахалăхĕ çинчен нумаях чарăнса тăмарĕ пулин те хăш-пĕр саманта асăнмасăр хăвармарĕ. Кăсăклă çивĕч ыйтусенчен пĕри - ял шкулĕсенче вырăс чĕлхипе пĕлÿ памалли программăсене çул пама пăхни. Наци программипе ĕçлес текенсен йышĕ чакма пуçланă иккен. Çакнашкал сулăм пирĕн республикăн ертÿлĕхне чыс кÿмест. Глобализаци тапхăрне кĕрсе пынине ахаль те туятпăр пулин те шкул сакки çинчех ачасене хамăрăн тăван чĕлхерен писме памалла мар. Лару-тăрăва çирĕп сăнаса тăма министр муниципалитетсен ертÿçисене ыйтрĕ.
Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем шкул ачин пĕлÿ шайне хакламалли тĕп хатĕр пулса тăнине хăнăхрăмăр. Унăн юлашки çулсенчи кăтартăвĕсем республикăра чăннипех çÿллĕ шайра пулчĕç. Куншăн пĕр енчен хĕпĕртемелле. Анчах министр палăртнă тăрăх - халĕ Чăваш Ене уйрăмах çирĕп тĕрĕслеме пуçăннă. Пирĕн тăрăхра ППЭ-«туристсем» чылай пулни те /экзамен тытма урăх регион çыннисем чылайăн килеççĕ имĕш/ Раççей вĕренÿ тытăмĕнчи пуçлăхсене сисчĕвлентерет.
Çивĕч тепĕр ыйту - социаллă тăлăхсен тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлесси. Пурте ăнланатпăр: ача çуртĕнче пур енлĕ аталаннă, обществăра çухалса кайман çынна çитĕнтерме кăткăс. Пепкен çемьере ÿссе пурнăç опытне пухмалла. Çавăнпах патшалăх тытăмĕсем сывă-чĕрĕ ашшĕ-амăшĕ пур чухнех ача вĕсенчен уйрăм ÿснине хирĕç.
Ача çурчĕсене майĕпен пĕтерсе пымалла. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене пăхманнисенчен хăтăлаймасан та çул çитменнисене çемьесене вырнаçтармалла», - çирĕппĕн палăртрĕ министр.
Коллегире республикăри педагогсемпе воспитательсен ĕç укçин шайĕ ÿсни пирки танлаштаруллă отчет пулчĕ. Шкулсене çамрăк специалистсене ытларах явăçтармалли майсене те сÿтсе яврĕç. Ку енĕпе витĕмлĕ пулăшу шутне тин ĕçлеме пуçăнакан педагогăн шалăвĕн коэффициенчĕ 50 процентран кая мар пулмаллине çирĕплетнине кĕртмелле. Владимир Иванов шкулсенче арçын вĕрентекенсен йышĕ кăшт ÿснине хавхаланса палăртрĕ. Кирек мĕнле пулсан та этемлĕхĕн вăйлă çурри пур чухне воспитани çирĕпрех пуласса шаннине пĕлтерчĕ.
Ларăва пухăннисем министр доклачĕ хыççăн çапла палăртрĕç: республикăра вĕренÿ тытăмне аталантарас ĕç витĕмлĕ пулса пырать, пĕр вырăнта тăпăртатса тăмасть. Районсемпе хула тăрăхĕсен администраци пуçлăхĕсене шкулчченхи, пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлÿ парас ĕç тытăмне модернизацилес енĕпе пурнăçламалли тĕллевсен тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнма сĕнчĕç.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать