Çут çанталăка юратса
Çут çанталăка юратни Шупашкарти 49-мĕш шкулта 2 класра ăс пухакан Аня Федоровăпа Настя Ананьевăна нарăс уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта регионсен хушшинче иртнĕ "Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану" /"Наука. Творчество. Развитие"/ XVII ăслăлăх конференцийĕнчи "Çут çанталăк /флора/" секцине хутшăнма май панă.
Малтанах вĕсен "Чечеклен, тăван шкул!" ĕçĕ шкулта иртнĕ тупăшура çĕнтерсе "Чи лайăх проект" ята çĕнсе илнĕ. Хастарсем шкулта иртекен пур мероприятире те пуçаруллă. Вĕренÿре - малтисен ретĕнче. Уроксем хыççăн ачасен тата çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центра "Колибри" студине спорт ташшисен ăсталăхне туптама çÿреççĕ хĕр пĕрчисем.
Хăйсен тĕпчев ĕçĕнче тăрăшуллăскерсем шкулти пахчана ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе епле майпа илемлетме тата тирпейлеме пултарнине çутатса панă. Компьютерпа усă курса презентаци хатĕрлени, пурнăçланă ĕçе слайдсем урлă кăтартни те усăллă пулнă. Пĕрле тăрăшса шкул ачисем тĕрлĕ чечек лартнă. Вĕсене çу тăршшĕпех тирпейлесе, вăхăтра шăварса, çĕре кăпкалатса тăнă. Унсăр пуçне илемлĕ, хăйне евĕр клумбăсем ăсталаса асамат кĕперĕнни пек тĕрлĕ тĕспе сăрласа капăрлатнă. Пĕтĕм класс пĕр шухăшлăн хавхаланса ĕçленине пула шкул картишĕ самай хитреленни çамрăк тĕпчевçĕсен ĕçĕнче яр уççăн курăнать. Проект лартнă тĕллевсене сÿтсе явма, пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетме вĕрентни те курăмлă. Паллах, юратнă вĕрентекенĕ - М.В.Кузьмина ырă сĕнÿсем пани, йывăр самантра тĕрĕс канашпа пулăшни хĕр пĕрчисене тĕпчев ĕçне ăнăçлă хÿтĕлеме пулăшнă.
Çамрăк тĕпчевçĕсемпе пултаруллă шкул ачисем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарма Чăваш Республикинчи тĕрлĕ хула-районтан кăна мар, Раççейри тĕрлĕ субъектран çитнĕ.
Конференцие хутшăнакансен ĕçĕсене И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ преподавателĕсем хакланă. Çĕнтерÿçĕсене диплом тата парнесем парса савăнтарнă. Малашне те тăван çут çанталăкпа çыхăннă ыйту тавра ĕçлеме ăнăçу суннă.
Мал ĕмĕтлĕ, яланах çĕнни патне ăнтăлаканскерсем валли тĕрлĕ çул уçă, анчах чуна чи çывăххине суйласа илме пĕлмелле.
Кристина Александрова
Комментировать