Шавккасем вĕрсен те караван малаллах кайрĕ

29 Сен, 2015

Суйлав вĕçленчĕ, тĕрлĕ парти тата юхăм кĕрешĕвĕ - хыçра. Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмăн пĕтĕмлетĕвĕ паллă.

Халăх республика Ертÿçине тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене чăннипех Чăваш Енре пулса иртекен улшăнусене, пулăмсене ырласа йышăннине тата суйланă çынсене хăй шаннине палăртрĕ. «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе юлашки çулсенче обществăшăн, халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн мĕн тунине хак пачĕ. Çирĕплетсех калар: çак кампани тапхăрĕнче ял-хула çыннин тепĕр енĕ палăрчĕ - паянхи суйлавçă ĕнерхи пек кивĕ ăнлавсемпе аташмасть, унăн шухăшлавĕ - урăх, тавракурăмĕ - тарăн, панă сăмаха пурнăçлаканпа хывăх вĕçтерекен хушшинчи уйрăмлăха уççăн курса тăрать. Халăхăн ăс-хакăлне, кăмăл-туйăмне çĕнĕ варкăш кĕчĕ тейĕн. Çакна Красноармейски район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕн, йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕн Аркадий Лебедевăн /суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче вăл территори суйлав комиссийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçларĕ/ сăмахĕсемпе çирĕплетес килет: «Юлашки 5-6 çулта ял çыннин те ăнланулăхпа шухăшлав шайĕ палăрмаллах ÿсни, вăл пурнăçри пулăмсене тĕрĕс хак пама, чăнлăха суяпа ултавран уйăрма пултарни хальхи суйлавра курăмлă палăрчĕ. Çын чунĕнче çĕнĕ ĕненÿ вăранчĕ тата халăхшăн ĕçлес çĕнĕ туйăм вăй илчĕ. «Çĕнĕ» сăмаха эпĕ уйрăммăн палăртса калатăп. Малашлăха пысăк шанăçпа пăхма пуçларăмăр эпир...»

Суйлав иртрĕ: кашнинех хăйĕн шухăш-кăмăлне ирĕклĕн тата уççăн, пуласлăхĕшĕн шикленмесĕр палăртрĕ - Чăваш Ен Михаил Игнатьевшăн, вăл тытса пыракан политикăшăн, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕшĕн сасăларĕ. Михаил Васильевич суйлав участокне çитсе сасăлав бюллетеньне урнăна янă чухне каланă сăмахсем /«Пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕ - республикăра пурăнакансемшĕн пысăк уяв, мĕншĕн тесен кашни гражданинăн малашлăх çул-йĕрне палăртмашкăн ирĕк пур. Çав вăхăтрах вăл - яваплă кун та. Мĕншĕн тесен паянхи сасăлавсен пĕтĕмлетĕвĕ тăван республикăмăрăн тата муниципалитет районĕсенчи çĕнĕ влаç тытăмĕн тата депутачĕсен йышĕсем йĕркеленеççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси пулмалла, çавăншăн тăрăшмалла. Патшалăх влаç органĕсен çынсен ырлăх-тивлечĕшĕн, ачасен телейлĕ пуласлăхĕшĕн, республикăн ăнăçлă аталанăвĕшĕн мĕн кирлине йăлтах тумалла...»/ тăван республикăмăр çитĕнÿ çулĕпе малалла талпăннине, унта пурăнакан халăх хавхалануллă кăмăл-туйăмпа тăрăшуллă ĕçленине, промышленноç предприятийĕсемпе ялхуçалăх отраслĕн хăвачĕ ÿснине, пурнăç шайĕ чăннипех лайăхланса пынине тепĕр хут çирĕплетмеççĕ-и-ха? Халăх çакна курать: «Йывăрлăхсене, чăрмавсене сирсе-çĕнтерсе тăван Чăваш Енĕмĕр аталану çулĕ çинче çирĕп тăчĕ, малашлăха талпăнуллăн утать...»

Çак самантра чăваш çырулăхĕн ылтăн фондĕнчи «Хурçă карап» сăвăри йĕркесем аса килчĕç. Тăван республикăмăрăн паянхи пурнăçĕ çинчен каланă пекех унта: катрамсене сире-сире ăнтăлакан карап вăл Чăваш Ен. Суйлавăн агитаци тапхăрĕнче хăшпĕр кандидатăн пиар роликĕсем, манăн шухăшпа, питĕ айванла та кулăшла курăнатчĕç. Чăваш Енĕн кăтартăвĕсем федерацин Атăлçи регионĕнче чи пĕчĕккисен, кайрисен шутĕнче иккен. Çавăнпа та ертÿçĕне хăвăртрах улăштармалла имĕш, унсăрăн çаплипех «шурлăхран» тухаймăпăр. Çав кандидатран халĕ те пулин ыйтас килет: «Нивушлĕ хăвăр каланине хăвăр ĕненнĕ, нивушлĕ республикăн ÿсĕмĕсене курмастăр?»

«Катрам» сăмах та ахальтен аса килмерĕ. Сахал мар пулчĕ вăл хальхи суйлавра: хăшĕ-пĕрин /хăш партин «элчисем» çапла хăтланнине хамăр курса ĕнентĕмĕр/ влаç тытăмне кĕме, депутат мандатне кирек мĕнле пулсан та илме тĕллев тытнă кандидачĕсем çынлăхăн таса енĕсене «чатăрпа» хупласа ĕмĕтленнине чăнлăха çавăрма тăрăшрĕç. Çав тĕллеве пурнăçлас тесе хура «сăрă» та, укçа-тенкĕ те, чунри вĕчĕлĕхне те шеллемерĕç. Юлашки ытларах та пулчĕ, ахăртнех. Хаçатра суйлав темине тытса пынăран çакна çирĕплетсех калатăп. Пĕчĕк тĕслĕх кăна. Сумлă учреждени-организаци логотипĕпе усă курса, хăйсем калашле, «тĕрĕсленĕ çăлкуçсенчен пĕлтернисемпе, пĕр хутчен çеç мар тишкернĕ фактсемпе, вĕсене ăнлантарнине тĕпе хурса» листовкăсем, ытти пичет кăларăмĕ тĕркемĕ-тĕркемĕпе суйлавçăсене «сĕнчĕç». Республикăри пулăмсене, унăн пурнăçĕнчи ĕç-пуçа пачах тÿнтерле çавăрса хурса «чăнлăхпа паллаштарма» хăтланчĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн халăхра анлă сарăлакан пичет кăларăмĕнчи пĕр статьяпа çавăн пек усă курма хăтланчĕç - таса, чыслă кĕрешÿре çĕнтереймессе пĕлсе тăрса килпетсĕр мелсемпе усă курчĕç. Ун çинчен тĕплĕнрех - «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн сентябрĕн 19-мĕшĕнчи номерте «Ятсăр статья» хайлавра. Оппонентсене хурлас, вĕсен ырă ятне варалас тесе таса мар суйлав политтехнологийĕсене пурнăçа кĕртекенсем тупăнчĕç. Анчах вĕсен киревсĕр ĕмĕчĕ путланчĕ.

Каллех «хывăх», «сăсăл» сăмахсем аса килеççĕ. Вĕсене вĕçтерекенсен шухăшĕпе, паянхи вăхăтлăх йывăрлăхсемшĕн /тĕнчери лару-тăрăва шута илме ăс çитмест-ши?/ влаçрисем айăплă. Хăйсен çеç нимĕнле айăп çук. Халăх хăйсене мандат шанса парсан пире тепĕр куннех ытлă-çитлĕ пурнăç туса парĕччĕç-ши хăйсем? Ыттисем те хăйсем пекех айван тесе шухăшлаççĕ-ши? Сăсăл вĕçтернипех юмахри сарă кун çĕршывĕнчи пек пурнăç пулассине хăйсем ĕненеççĕ-ши? Паллах, çук. Çавăнпа та çакăн пек кандидатсен «хастарлăхĕ» пуш параппана тÿнклеттернипех пăсланса тухать.

Апла-и, капла-и - оппозици «хура пиарщиксен» пулăшăвĕпе усă курма тăрăшни хăйсемшĕнех япăх килсе тухрĕ. Шавккасем вĕрчĕç-вĕрчĕç - караван малаллах кайрĕ.

Умра - пĕтĕмлетĕвĕн кĕске тапхăрĕ. Çук, вăл туса çитерейменнин сăлтавĕсене такамра шырани пулмĕ. Тишкермелли, шута илмелли, палăртмалли, паян тумалли ĕçсен кун йĕркине кĕртмелли вара сахал мар. Республика ертÿçи çакна туять, пĕлет, ăнланать: «Суйлав кампанийĕн тапхăрĕнче çĕкленĕ çивĕч ыйтусене влаç, должноçри çынсем шута илĕç. Вĕсем - сиплев, вĕренÿ, спорт, культура, кану учрежденийĕсем тăвасси, çулсем хывасси, çурт-йĕр çĕклесси, тырпул тухăçне ÿстересси, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ ытларах хатĕрлесси, пулăшу ĕçĕсен пахалăхне çĕклесси... тата ытти те, тата ытти те». Тĕллевсен пурнăçланассин гарантийĕ - ăрусен, ырă ĕçсен çыхăнăвĕ, аталану, пĕрле тăрăшса вăй хуни. Халăх çакна ăнланчĕ. Ку - чи пахи.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.