Куçа-куçăн: йывăр ыйтусемпе уçăмлă хуравсем

29 Сен, 2015

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çуллахи кану хыççăн хăйсен ĕçне пысăк хастарлăхпа тытăнчĕç. Паян, акă, черетлĕ 32-мĕш сессийĕ уçăлать. Унăн кун йĕркине хальлĕхе 29 ыйту кĕртнĕ. Кашниех - республика пуласлăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, унăн аталанăвĕпе çыхăннăскерсем. Сăмахран, Чăваш Республикин Пуçлăхне Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне Иван Моторин кандидатурине çирĕплетме ирĕк парасси, Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2015 çул тата планпа палăртнă 2016 тата 2017 çулсем валли республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен», «Чăваш Республикин промышленноç политики çинчен» тата ытти саккун проекчĕ. Куратăр ĕнтĕ, кашни пĕр-пĕринпе тата республикăн нумай енлĕJ пурнăçĕпе тачă çыхăннă. «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» е «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккун проекчĕсенех илер. Вĕсем те тăван республикăмăрăн историйĕшĕн, чĕлхе культуришĕн пĕлтерĕшлĕ...

Парламент ĕçĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă май Патшалăх Канашĕн ертÿлĕхĕ республикăри электрон тата пичет информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли брифинг ирттерчĕ. Хаçат тата телекурав ĕçченĕсен ыйтăвĕсене Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, унăн заместителĕ - Экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков, Бюджет, финанс тата налуксен комитетне ертсе пыракан Игорь Кушевпа Социаллă политикăпа национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн пуçлăхĕ Петр Краснов хуравларĕç.

Юрий Попов спикер брифинга уçнă май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тытăмне йĕркелеме, хула, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата ял тăрăхĕсен депутачĕсене суйлама хутшăннă суйлавçăсене тепĕр хут тав сăмахĕ каларĕ, вĕсем кашниех хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланине, алла бюллетень илекенĕн ăнланăвĕ те, шухăшлавĕ те, пĕтĕмлетĕвĕ те çĕнелнине-анлăланнине палăртрĕ.

Журналистсене темĕн те пĕр кăсăклантарчĕ: министерствăсемпе ведомствăсен çĕнĕ тытăмĕ мĕнле йĕркеленесси, хăш министрăн ĕçĕ тивĕçтерменни, орфографи правилисене çĕнетесси, бюджет укçи-тенкине мĕн тĕллевпе хывасси, хула тата район администрацийĕсен ертÿçисен ĕçĕсен хаклавĕ, тарифсен ыйтăвĕ тата ытти те. Тÿрех палăртса хăварар: журналистсем кашни ыйту çине тулли те уçăмлă хурав илчĕç.

Юрий ЛИСТОПАД

Рубрика: