Патшалăхăн ĕçлев службинче - коллектив пухăвĕ

29 Сен, 2015

Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче коллектив пухăвĕ иртнĕ, унта патшалăх граждан служащийĕсене пырса тивекен ыйтусене сÿтсе явнă, уйрăммăн илсен Чăваш Республикин патшалăх граждан службинче усă курма чарнине тата чикĕленине пăхăнманшăн явап тытасси пирки калаçнă.

Правăпа тивĕçтерекен тата кадр политикин пайĕн пуçлăхĕ Надежда Михалукова хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - федераци саккунĕсем /тĕслĕхрен, патшалăх граждан служби, коррупципе кĕрешесси çинчен йышăннисем/ граждан службине вырнаçассипе тата ăна малалла тăсассипе çыхăннă чылай чарупа чикĕлеве палăртаççĕ.

Чикĕлев - çынна патшалăх службине вырнаçма чăрмантаракан услови, чару - служба вăхăтĕнче пурнăçлама юраман ĕç-хĕл.

Тĕслĕхрен, суд йышăнăвĕ тăрăх харпăр хăй ĕçĕшĕн явап тытайманнине туллин е уйрăм енĕпе палăртни, ăна айăпласа хупни, судпа айăпланине сирмелли вăхăт тухманни е иртменни, патшалăх вăрттăнлăхĕ шутланакан кăтартусемпе усă курмашкăн ирĕк паракан процедура витĕр тухма килĕшменни, патшалăх службине вырнаçмашкăн кансĕрлекен чир тупни, граждан службинче хăй пăхăнса тăмалли çынпа е пĕри теприне контрольлесе тăмалла чухне тăванлăхра шутланни, Раççей Федерацийĕн гражданлăхĕнчен тухни е тепĕр патшалăх гражданлăхне йышăнни, патшалăх службине вырнаçмашкăн чăнлăхпа пĕр килмен е пĕлсе тăрсах суя кăтарту тăратни, тупăша, пуянлăха тата пурлăхпа çыхăннă обязательствăна çирĕплетекен кăтартусене паманни е пĕлсе тăрсах чăнлăхпа килĕшсе тăманнисене çитерни, патшалăх служащийĕ тĕлĕшпе ăна ĕçе илнĕ çын шанăçа çухатни чикĕлев пулса тăраççĕ.

Граждан службинче тăраканăн хăйне вырăнти хăйтытăмлăх органĕн суйланă должноçне лартсан, професси союзĕн органĕнче тÿлевлĕ должноçа суйлансан /çав шутра патшалăх органĕнче йĕркеленнĕ професси организацийĕн пуçламăш органĕнче/ икĕ должноçа пĕр харăс туса пыма* предпринимательлĕхре хăйĕн тата шаннă çынсем урлă ĕçлеме, тупăш кÿрекен хаклă хутсем туянма, хăй граждан службинче должноç йышăнакан патшалăх органĕнче виççĕмĕш çыннăн ĕçĕ тĕлĕшпе шаннă çын е представитель пулма* должноçпа çыхăннă тивĕçе пурнăçланăшăн уйрăм çыннăн тата юридици сăпатĕнче тăраканран парне, укçа, ссуда, пулăшу, киленÿсен, кану, транспорт тăкакĕсен саплаштарăвне тата ытти хавхалантарăва илме* тивĕçсене пурнăçланипе çыхăнтарса Раççей Федерацийĕн тулашне уйрăм çыннăн тата юридици сăпатĕнче тăракан шучĕпе кайма* служба тивĕçĕсене пурнăçлассипе çыхăнман чухне патшалăхăн пурлăхпа техника хатĕрĕсемпе усă курма, çавăн пекех вĕсене ытти çынсене памашкăн* хăйĕн должноçри обязательствине пурнăçланă вăхăтра пĕлме пултарнă конфиденциллĕ кăтартусене е служба информацине граждан службипе çыхăнман чухне сарма* хăй граждан службин должноçĕнче тăракан патшалăх влаçĕн, унăн ертÿçисен ĕçĕ-хĕлĕ тĕлĕшпе халăх умĕнче калаçса çÿреме, МИХсенче вĕсем пирки хăй мĕн шухăшланине пĕлтерме* çырса ирĕк памасăр ют патшалăхсен, пĕтĕм тĕнчери организацисен, çавăн пекех политика партийĕсен наградин, хисеплĕ тата ятарлă ячĕсен нанимательне /ăслăлăхпа çыхăннисемсĕр пуçне/ йышăнма* суйлав умĕнхи агитацире должноçри положенин мелĕпе усă курма* патшалăх органĕнче политика партийĕсен, обществăн ытти организацийĕн тытăмне /професси союзĕсемсĕр, ветерансемпе обществăн хăй тĕллĕн ĕçлекен ытти пĕрлĕхĕсĕр пуçне/ йĕркелеме е вĕсене туса хумашкăн пулăшма* службăри тавлашăва йĕркелесе тăрас тĕллевпе должноç обязанноçĕсене пурнăçлассине пăрахăçлама* ют çĕршывсен правительствăн шутланман коммерциллĕ мар организацийĕсен управлени, попечитель тата сăнав канашĕсен, ытти органĕсен йышне кĕме* ют патшалăхсен, пĕтĕм тĕнчери тата чикĕ леш енчи çĕршывсен, вĕсенчи уйрăм çыннăн укçипе тытăнса тăракан ĕç-хĕле наниматель представителĕ çырса ирĕк памасăр хутшăнма юрамасть.

Чикĕлевпе чарăва пăхăнманшăн патшалăх служащийĕ тĕлĕшпе саккунпа килĕшÿллĕн яваплăхăн мĕнпур мерине йышăнма пултараççĕ: дисциплинарлă /ĕçрен кăларса ярасси таранах/, гражданла право яваплăхĕ /йĕркене пăсса кÿнĕ сиеншĕн шыраса илеççĕ/, йĕркене пăхăнманни РФ административлă право йĕркине пăснин тата уголовлă Кодекссенче палăртнипе пĕр килсен административлă тата уголовлă яваплăх хураççĕ. Хăйсен служба тивĕçĕсене пурнăçламаннипе е кирлĕ пек туманнипе çыхăннă право йĕркине пăснă тĕслĕхсемшĕн патшалăх служащийĕсене должноçри çынсем пек административлă явап тыттараççĕ.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Рубрика: