Куславкка «Хыпар» турнирне хатĕрленет

29 Сен, 2015

Йăлана кĕнĕ ХХХII турнир октябрĕн 24-25-мĕшĕсенче "Атăл" физкультурăпа сиплев комплексĕнче иртет

Тăван енре - Куславкка тăрăхĕнче - çулталăкне темиçе хут та пулатăп. Унта кайса курма тепĕр сăлтав тупăннăшăн та хĕпĕртерĕм. Çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри кире пуканĕ йăтакансен федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов, «Хыпар» Издательство çурчĕн коммерци директорĕ, турнирăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ Михаил Арланов, РФ физкультурăпа спорт отличникĕ, турнир пуçаруçисенчен пĕри Петр Сидоров тата çак йĕркесен авторĕ Куславккана çитсе килтĕмĕр.

Чи малтан эпир Куславкка районĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе, вăлах вырăнти спорт шкулĕн директорĕ, Юрий Петровпа райадминистрацийĕнче курнăçрăмăр. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем ăмăрту положенийĕпе, программипе паллашрĕç, ĕç планне тишкерчĕç. Унтан ĕçлĕ ушкăн «Атăл» физкультурăпа сиплев комплексне çул тытрĕ. Аякранах илемлĕн курăнса ларакан, кашни иртен-çÿрене илĕртекен чаплă кермене кĕрсе тухмасăр никам та чăтса тăраймĕ. Кермен тавра хитрен ешерекен чечексем те хăй патне илĕртеççĕ, кунта пĕр-пĕр оранжерейăри пекех. Ĕçлекенсем юратса тăрăшни, хăйсен ĕçне чунтан туни куçкĕрет. «Спорт çуртĕнче хăтлă та тирпейлĕ. Кунашкаллине нихăш ФСКра та курман», - терĕç хăнасем.

Юрий Петров директор чунтан тăрăшса ĕçлени те сисĕнет. Сăмах май, вăл Хусан патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, 28 çул Тĕмшер вăтам шкулĕнче ачасене пĕлÿ панă. 2008 çултанпа - ФСК директорĕ. Ăна çирĕп ыйтакан ертÿçĕ теççĕ. Нумаях пулмасть ăна район пуçлăхне уйăрса лартни те çакна çирĕплетет. Малашне вăл район аталанăвĕшĕн пĕтĕм вăйран тăрăшасса шанас килет. «Хыпар» турнирне вара пысăк шайра ирттерме, хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума сăмах пани пирĕн кăмăла çавăрчĕ.

ФСКсен тĕп мухтавĕ - спортзал, хăнасене йышăнмалли тĕп вырăн. «Кунта никама та кĕртместĕр-им? - тĕлĕнтĕмĕр эпир. - Урайĕ тикĕс те çĕнĕ». «Тирпейлĕ тытатпăр ку «пуянлăха», - терĕ Юрий Александрович. Чăн та, физкультурăпа сиплев комплексĕнче услови лайăх - ăмăрту йĕркелеме те, тренировка ирттерме те, шăм-шака çирĕплетме те… ЧР Спорт министерстви ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе кăçал учреждени чи лайăх керменсен йышне кĕнĕ.

Спорт шкулĕ йăлана кĕнĕ йĕркепе ĕçлесе пырать. Яланхи пекех çынсем тренажер залне, фитнес-аэробика пÿлĕмне юратса çÿреççĕ. Ачасем бассейнра шыва кĕме кăмăллаççĕ, спортзалта волейболла, баскетболла, футболла выляççĕ. «Кунне вун-вун çын çÿрет пирĕн пата - шкул ачисем, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсем, хисеплĕ ветерансем. Ялсенчен те килме ÿркенмеççĕ», - пĕлтерчĕ Юрий Александрович.

Спорт шкулĕнче ишекенсен, çăмăл атлетика, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен, футбол, хоккей, волейбол, баскетбол уйрăмĕсем ĕçлеççĕ. Пире кăсăклантараканни - тимĕр вăййине юратакансен секцийĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Бронислав Чернов пуçарнипе йĕркеленнĕ кире пуканçăсен шкулĕ паянхи кун та ура çинче çирĕп тăрать. Куславкка тăрăхĕнчен паллă спортсмен сахал мар тухнă. Вĕсенчен пĕри - тĕнче чемпионĕ тата рекордсменĕ, çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Сергей Кириллов. Сăмах май, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерне тата тренерне «Хыпар» турнирĕн тĕп судйи пулма çирĕплетнĕ. Ăна çунат сарма пулăшаканĕ тата паянхи çамрăксене тимĕр вăййипе туслаштараканĕ - ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Краснов. Унăн хальхи вĕренекенĕсем те пултаруллă. Тĕслĕхрен, Куславккари 3-мĕш вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухнă Дима Константинов нумаях пулмасть Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ. Чăваш Ен чемпионĕ тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен çĕнтерÿçи хальхи вăхăтра çар училищинче пĕлĕвне ÿстерет. Иван Николаевич патĕнче ăсталăха туптакансен хушшинче хĕрсем те пур. Калăпăр, Кристина Шевлякова лайăх кăтартусемпе савăнтарать, «Хыпар» турнирĕнче те пĕрре мар палăрнă вăл.

Куславккари кире пуканçă­семшĕн кăçалхи ăмăрту уйрăмах яваплă: ăна пысăк шайра йĕркелесе ирттермелле тата спортсменсен лайăх хатĕрленсе район ятне чыслăн хÿтĕлемелле. Çак тĕллеве пурнăçламашкăн вĕсене ăнăçу сунар эппин.

Андрей ПЕТРОВ

Рубрика: