Каçарма пĕлмелле

26 Сен, 2015

Пурнăçра хĕрарăм пысăк вырăн йышăнать. Арçыншăн - уйрăмах. Юратупа, пĕр-пĕрне ăнланнипе, килĕштерсе пурăннипе, çемьене тытса пынипе хаклă вăл. Арçынсене хÿтĕлеместĕп. Эпир вăйлă пулсассăн - хĕрарăм чеерех те ăслăрах.

Хальхи вăхăтра çемьесем нумай арканаççĕ. Пĕрлешме те ĕлкĕреймеççĕ - эрнеренех хирĕçеççĕ. Çамрăксен хушшинче çеç мар, аслисен йышĕнче те уйрăлакан сахал мар. Мĕншĕн çапла пулса пырать-ши? Мĕншĕн аташма пуçларăмăр? Мĕн хистет пире?

Пĕрремĕшĕнчен, паян чăн-чăн юратупа çыхăнса пĕрлешекен сахал пек туйăнать. Ытларах мĕнле пурăннине, ашшĕ-амăшĕ кам иккенне пăхаççĕ.

Нумай çамрăк ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхет. Ку та - çемьене аркатакан сăлтав.

Вăхăт хăвăрт шуни те витĕм кÿрет пулĕ тетĕп. Кун кĕскелнине ăсчахсем те калаççĕ, хам та туятăп, Çĕр чăмăрĕ халĕ хăвăртрах çаврăнать теççĕ. Çакă та таçта васкаттарать пире, шухăшсене пăтратать. Çутçанталăк улшăнни çынсене те витĕм кÿрет. Арçынсем - хĕрарăмланаççĕ. Хĕрарăмсем вара вăйланса çирĕпленеççĕ, çиеле тухаççĕ.

Çакна та палăртмалла: ытларах 35-45 çултисем уйрăлаççĕ. Шăпах çак вăхăтра организм улшăнать. Арçыннăн та, ан кÿренĕр те, хĕрарăмсен - уйрăмах. Çакă та çынсене аташтаракан самант. Арçынсем çак вăхăтра кăшт халсăрланаççĕ пулсан, хĕрарăмăн вăйĕ хушăнать кăна. Çак самантра вăл, тен, юратăвне те ытларах кĕтет-тĕр. Эпир, чăваш арçыннисем, вăхăтра мухтама, ырă сăмах калама пĕлместпĕр. Ăшă та çепĕç сăмах каласси те йывăр пирĕншĕн, те вĕрентмен пире çакна? Ăшра пур-ха вăл пирĕн, анчах ытлашши пулассăн, ĕненмессĕн, кулассăн туйăнать. Хĕрарăмсем çакна кĕтсе илеймеççĕ. Çитменнине вара айккинче шырама тытăнатпăр. Аташсах каятпăр. Йăнăша вăхăт иртсен çеç - кая юлсан - ăнланатпăр.

Арçынсем чупкăн теместĕп, анчах пирте темскер пурах. Çутçанталăк çапла тунă. Айккинчи хĕрарăмсене пăхни тепĕр чухне арăма ытларах юратма çеç пулăшать. Пĕтĕмпех танлаштарура уçăмланать-çке. Анчах ку айăккине чупмаллине пĕлтермест. Çак вăхăтра каллех хĕрарăмăн ăслăрах пулмалла. Хăйĕн чеелĕхĕпе, юратăвĕпе çемьене сыхласа хăварма пултармалла. Илтнине - илтмĕш, курнине - курмăш тумалла. Анчах эпир харкашма, чăркăшма тытăнатпăр, çапла пĕр-пĕринчен сивĕнетпĕр. Малтанхи туйăмсем те таçта кайса çухалаççĕ. Тĕрĕссипе - пытанаççĕ çеç.

Арçынран та нумай килет те, анчах çемье тени тем тесен те хĕрарăм çинче ытларах тытăнса тăрать. Пĕр-пĕрне каçарма пĕлнинче. Çăмăл мар, паллах, анчах пĕр-пĕрне юратнинчен, хисепленинчен хакли нимĕн те çук.

 

Стас ВЛАДИМИРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.