Пĕр татăк çăкăр шăршипех тăраннă

26 Сен, 2015

- Вăрçă пуçланнă куна питĕ лайăх астăватăп. Ир-ирех тăрса уя ыраш çумлама кайнăччĕ. Яла хĕвел анаспа кăна таврăнтăмăр. Çитрĕмĕр те - пурте пуçĕсене уснă, хурлăхлă, «вăрçă пуçланнă» тесе йĕреççĕ çынсем. Пирĕн те куççуль юхса анчĕ. Каçхине вăййа тухасси те пĕтрĕ. Ялта хăрушла шăплăх хуçаланма пуçларĕ, - каласа кăтартать 91 çулти Нина аппа.

Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Кĕçĕн Шĕнерпуçран вăрçă хирне 77 çынна илсе кайнă. «Эпир каялла килеес çук, пире юлашки хут курса юлăр, пуçа ют çĕрте хуратпăр, асран ан кăларăр», - тесе çула тухрĕç çамрăк каччăсем», - куççульне шăлать Нина Никитична.

Куçĕ курманран Нинăн ашшĕн вăрçа кайма ят тухман. Пилĕк çултах амăшĕсĕр тăрса юлнă хĕрачана çăмăл пулман. Çывăх çыннине кăшт çеç астăвать вăл. Ашшĕ пĕччен пурăнас темен, тепĕр хутчен авланнă. «Амаçури анне питĕ лайăхчĕ, шăллăмпа иксĕмĕре нихăçан та кÿрентермен. Хамăр та мĕн хушнине итленĕ, эпир мĕн утма пуçласанах ĕçлеме тытăннă», - ача чухнехине куçĕ умне кăларать Нина аппа. Халĕ те пĕр вырăнта лараймасть вăл, чăх-чĕп усрать, пахчаçимĕç çитĕнтерет. Яла «кăвак çулăм» çитсен ыттисем пек кăмакине пăстарман кинеми. Чуста хурса халĕ те унта ĕлĕкхиллех хăпарту, кукăль-пÿремеч пĕçерет.

- Пирĕн çамрăклăх пулмарĕ, ăна хаяр вăрçă аркатрĕ. Ялти мĕнпур йывăр ĕç хĕрсемпе хĕрарăмсем çине тиенчĕ. Çапах та шăпана ÿпкелеместĕп. Ĕçре йăпаннă эпир, хуйхи-суйхине çавăнта хăварнă. Темĕн те куртăмăр, темĕн те чăтрăмăр, çапах халĕ те пурăнатпăр-ха, - сăмах çăмхине сÿтет Нина аппа. Вунçичĕ çулти Нинăна малтан Улатăр районне вăрман касма, кайран çак тăрăхри Акшике окоп чавма янă. «Халĕ те куç умĕнчех: уйра сип-симĕс калчаччĕ, ыраша шелле-шеллех кăклаттăмăр. Мĕн тăвăн, тăшман пирĕн паталла та çитме пултарать тесех тăратчĕç те, окопсем хатĕрлесе хумалла пулнă», - аса илет выçăллă-тутăллă çав çулсене кинеми. Ыттисемпе пĕрле кашни кун тылра ырми-канми ĕçленĕ, çапăçу хирĕнчисене çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă Нина Никитична. Пĕр татăк çăкăр шăршипех тăраннă, çĕнĕ çăпаташăн та тем пекех хĕпĕртенĕ асаплă çав çулсенче кун кунланисем.

Пĕчченех пурăнать халĕ Нина аппа. Ашшĕне пăхма тивнĕрен качча та кайман вăл. Юрать, шăллĕн Мишăн ывăлĕ Анатолий хуларан тăтăшах килсе çÿрет. Хуçалăхра пăта çапакан пурришĕн хĕпĕртет ватă.

Пахча тулли иçĕм çырли ÿстерет Нина Никитична. Хăй те юратать пылак çак çимĕçе. «Никама та чăрмантармасть, карта айккипе явăнса ÿсет ав», - çĕрелле усăнакан тураттисене майлаштарса хурать Нина аппа. Кăçал та ăнса пулнă çырли, хулана витри-витрипех татса парса янă. Кичемленсе лармасть вăл, пушă вăхăт тупăнсанах аллине «Чăваш хĕрарăмĕ» тытать. Ăна нумай-нумай çул пĕр сиктерми çырăнса илет, кашни шăматкуна чăтăмсăррăн кĕтет. Хаçатра ĕçлекенсен ячĕсене пĕр арпаштармасăр асăнса тухрĕ.

«Чăваш хĕрарăмне» вуламасан чун чăтмасть ман, телевизор та кирлĕ мар. Çуллахи вăхăтра пĕрин хыççăн тепри çухалкаласа илтĕр, отпускра пултăр-и?» - кăсăкланчĕ йăлтах пĕлсе тăраканскер. «Чăваш хĕрарăмне» çитес çурçуллăх валли тахçанах çырăннă Нина Никитична. Почтальона та кĕтмен, виçĕ çухрăмра вырнаçнă Шуршăлти почта уйрăмне хăех çитсе килнĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.