Куçран çеç эс пăхсам, сана ăнланăп...

26 Сен, 2015

Пĕр ялта çуралса ÿснĕ вĕсем, пĕр класра вĕреннĕ. Мăшăрланса 61 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ 9-мĕш теçетке çулĕсене парăнтараканскерсем - Муркаш районĕнчи Катькасра пурăнакан Геннадипе Мария Кузьминсем.

- Пурнăçра упăшкана юрамалли те, каçармалли те пулать. Килĕштернĕ çĕртех вăрçăнмалли те тупăнать. Шăпа тикĕс килмест. Анчах пирĕн паянхи мăшăрсем пек уйрăласси пирки шухăшлама вăхăт та пулман. Тăрăшуллă та тухăçлă ĕçлес, ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тĕллеве мала хунă, - тет пилĕк ача çуратнă Мария Анисимовна.

Шел, халĕ виçĕ хĕрĕ çеç пурăнать. Ывăлĕпе хĕрне вăхăтсăр пытарма тивнĕ. Паян ватăсем иккĕшех пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшне хĕрĕсем: Кÿкеçре тĕпленнĕ Альăпа Атăльялта пурăнакан Надя - пулăшса тăраççĕ. Тепĕр пепки Крымрах çирĕпленнĕ.

Аркă айĕнчи кĕнеке

- Кашни кун колхоза ĕçе утнă эпир. Пурнăçа пачах ÿпкелемен. Ача япалисене те каçхине çеç çăваттăм, - тет ĕмĕрĕпе бригадăра тăрăшнă ырă кăмăллă кинемей.

Çапла, вăл вăхăтра пурте çак йĕркепе пурăннă: куллен ĕçе утнă, юратнă çĕршыва çирĕплетессишĕн, тăван колхоза малтисен йышне кĕртессишĕн тăрăшнă. Килти - никамăн та тарман, ăна та вăхăтрах пуçтарнă. Пĕрисене ваттисем пулăшнă-тăр, теприсем çĕрлесерен ыйха вĕçтернĕ. Çавăнпах еплерех пурăннине каласа кăтартма килĕшмест Мария Анисимовна.

- Эпир кăна мар, пурте çапла ĕçленĕ, кашниех çав нушана курнă, - тет çеç.

Ĕçчен те сăпайлă вăл, ырă кăмăллă. Мĕн çамрăкран вулама юратать. Çак киленĕçне 85 çула çитсе те пăрахăçламан. Маларах ялти библиотекăна хăй утнă тăк, халĕ кĕнекесене ялти вулавăш ертÿçи Анжелика Угарова килсе парать. Сăмах май, хĕрарăм çеç мар, кил хуçи те кĕнекесен чи çывăх та парăннă тусĕ. Унăн та вулавăшра вуламан кĕнеке юлман-тăр. 4-5 томлă классикăна та шĕкĕлченĕ вĕсем.

- Геннадий Федорович ытларах историпе çыхăннисене кăмăллакан пулчĕ. Маларах ял хуçалăхĕпе çыхăннисене те пĕрмай тĕпчетчĕ. Мария Анисимовна вара илемлĕ литературăна кăмăллать. Халĕ тухаканнисене, шурă хут çине пичетлекеннине килсе паратăп, вĕсен саспаллисем шултăрарах, вулама çăмăлтарах - тет Анжелика Васильевна.

- Пир тĕртме ларсан та кĕнекене аркă айне хураттăм. Анне тула тухсанах туртса кăлараттăм ăна. Вăл каялла пÿрте таврăннине илтсен вăш-ваш каялла чиксе хураттăм та ĕçе пикенеттĕм, - каласа кăтартать ăш пиллĕ хĕрарăм. - Шутсăр вулас килетчĕ. Апат çиме ларсан та кĕнекене алăран ямастăм. Качча кайса ача çуратсан та вăхăт тупма тăрăшаттăмах. Çĕрле те пулин кăштах пăхаттăм ăна. «Апатланнă чухне вулама юрамасть» теççĕ-ха. Эпир ăна-кăна пăхман. Пирĕншĕн вуласа пултăр, - тет 7 класс вĕреннĕскер.

Аслисен пилĕпе

Палăртрăм ĕнтĕ, мăшăрĕпе, Геннадий Федоровичпа, пĕр класра вĕреннĕ вĕсем. Анчах ун чухне çÿрес-калаçас йăла пулман вĕт. Йĕкĕт салтакран килсен çеç тĕвĕленнĕ ку шухăш. Вăл та çамрăксенчен ытла аслисен тĕллевĕ пулнă ахăр.

- Атте-анне пĕр-пĕринпе килĕштернипех çемьеленнĕ эпир. Ватă çынсем тухса çÿренине, ĕçленине, калаçнине сăнанă-çке. Хуньстарикпе пĕрле вир кĕрпи кăларма пĕрле çÿреттĕмĕр. Пĕррехинче çапла ĕçрен таврăннă чухне лавккана кĕнĕ эпир. Кăна хам ас тумастăп-ха, Генка ашшĕ, Федор Максимович, каярах каласа кăтартатчĕ. «Ыттисем пурте канфет илме кайрĕç, эсĕ пиччÿ валли туртмалли туянтăн», - тетчĕ. Çавăнтан та килĕштернĕ ĕнтĕ мана.

Кăштахран Генка килсе çÿреме пикенчĕ. Пĕррехинче: «Аппасем килĕнче çук. Каяр унта», - терĕ. Уй-уй, кайăп-и? Шухăшламарăм та. Йăкăл-якăл пулман эпир, - тет сăпайлăскер.

Чăннипех те сăпайлă хăй. Йывăр пурнăçĕ çинчен каласа кăтартма та килĕшмест-çке. Чутах урăх йĕкĕт мăшăрĕ пулса тăман тата! Ара, ĕçчен те маттурскерне, чипер те кăмăллăскерне вăрлас, арăм тăвас текен сахал пулнă тетĕр-и? Чутах Çеçмер кинĕ пулса тăманнине те пит аван астăвать хăй.

- Алă ĕçĕ тума улаха пухăннăччĕ ун чухне. Пĕр хĕр: «Лаша тăрать - сана вăрласшăн пулмалла», - систерчĕ вăрттăн. Пĕтрĕмĕр! Мĕн тăвас? Пуçланă ĕçе хутăм та «тухса кĕмелли пур» сăлтавпа тăрса утрăм. Вĕсем хыççăнах тĕпĕртетсе тухрĕç те кĕрĕкпе чĕркесе çуна çине пăрахрĕç. «Çавах сирĕн ялта пурăнмастăп», - тесех кайрăм. Çитсен амăшне те çаплах каларăм. «Амăшĕ те, пиччĕшĕ те хирĕç пулас çук-ха», - тет хуняма пуласси мана хирĕçлесе. «Эпĕ çавах пурăнмастăп», - хамăнни çинчех тăтăм эпĕ. Генка та мана вăрланине тăванăмсене кайса каланă иккен. Аннепе пичче часах пырса та илчĕç, - аса илет Мария Анисимовна çамрăклăхне.

Ял пуласлăхĕ

1949 çулта ашшĕсĕр юлнă хĕр. Вăрçа каяйман кил хуçи. Ватăскерсене темиçе те пуçтарса кайнă. Сакăр ача çуратнă хĕрарăм мăшăрне яланах кутамккапа ăсатнă - кашнинчех килне таврăннă кил хуçи, анчах вĕçĕмех нарядпа çÿренĕ арçын, килĕнче пулман та темелле. Ачисенчен чылайăшĕ ачаллах вилнĕ. Мария кĕçĕнни пулнă.

Геннадий Федорович та йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл та - кĕçĕнни. Чăвашсен йăлипе çемье тĕп килте тĕпленнĕ паллах.

- Паттăр мар эпĕ, ахаль хресчен ывăлĕ кăна. Ялта чи ватти пулнипе палăратăп ĕнтĕ. Табак туртмастăп, эрех ĕçместĕп. Уявсенче çеç кăштах тутанатăп, - шÿтлет 85-ри Геннадий Федорович.

Вăл та сăпайланать. Ара, бригадирта, колхоз председателĕнче тата ытти нумай вырăнта тăрăшнăскерĕн ĕçĕ пархатарлă пулнах.

Вăхăтĕнче парти шкулне вĕренме янă ăна, анчах иккĕмĕш курс та пĕтерсе ĕлкĕреймен вăл - ăна колхоз председателĕн тивĕçне шаннă. 7 çул тÿрĕ чунпа пурнăçланă вăл çак ĕçе. Çак тапхăрта ял тăрăхĕнче строительство аталаннă. Ялхуçалăхне вăйлатассишĕн тăрăшнисĕр пуçне культура пирки те манман ертÿçĕ. Ял тăрăхне кĕрекен ялсенче клубсем тунă-çĕнетнĕ.

- Пĕр ялта кăна - Карамалькассинче - тума ĕлкĕреймерĕм, - тет вăл пăшăрханнăн.

Мелиораципе те сахал мар ĕçленĕ вăл. Куншăн ĕç ветеранĕ ордена тивĕçнĕ.

- Пĕчĕк çеç-ха, çапах - орден, япăх çын мар апла? - каллех шÿтлет шур сухал. - Тăван çĕршыв умĕнчи парăма та пурнăçланă эпĕ. Германире танк çарĕнче хĕсметре виçĕ çул пултăм. Ку енĕпе те таса. Пенсине тухсан та кăштах ĕçлерĕм-ха. Тем те шухăшлатăп. Ялсене малашне епле упрамалла-ши? Çывăрмасăр пуç вататăп. Вăрттăнлăхне шухăшласа кăлараймастăп-ха. Анчах яла упрамаллах, пĕтме памалла мар. Тем тесен те чылай пысăк çын ялтан тухнă.

Килĕшÿ палли

- Тĕрлĕ мероприятие яланах хастар хутшăнаççĕ Кузьминсем. Юлашки пĕр-икĕ çул çеç кăштах хавшарĕç, - тет Анжелика Угарова. - Вĕсем патне килсен Мария Анисимовна яланах кукăль касса çитерет. Пĕрре те ÿркенмест. Тутлă пĕçерет. Хĕлĕпех симĕс сухан ÿстерет тата.

Чÿрече анинче илемлĕ гераньсем ешереççĕ. Хĕрĕ Алевтина лартнă вĕсене. Çамрăк хунавсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Асаннесемпе кукамайсем çак чечек кил ăшшине упранине, çурта усал-тĕселтен сыхланине, лăпкăлăхпа канăçлăх кÿнине ĕненнĕ. Чечексем еплерех илĕртÿллĕн ешернине курсан Кузьминсен килĕнче килĕшÿ хуçаланнине ĕненетĕнех. Ахальтен-и пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ вĕсем.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.