Саккунăн саваламан сакки çинче - таркăнсем

26 Сен, 2015

Чăваш мĕн ĕлĕкрен ывăл çуралсанах ăна салтака юрăхлă пулма пилленĕ. Анчах вăхăт иртрĕ, халăх шухăшлавĕ те улшăнчĕ. Самана пăтравĕнче çĕршыв хÿтĕлевçин пĕлтерĕшĕ пĕр вăхăт чакрĕ. Ара, куç шăрçи пек пăхса-упраса ÿстернĕ ачана мĕнле ашшĕ-амăшĕн аш арманне чикес килтĕр? Пĕр тапхăр сăмса айĕнче мăкланма та ĕлкĕреймен çамрăксенех алла пăшал тыттарасси йăлана кĕнĕччĕ вĕт пирĕн çарта. Сĕт шăрши те сÿрĕлсе пĕтменскерсене хирĕç вара лайăх хĕç-пăшалланнă вăйсем тухатчĕç... Шăпах çак вăхăтра йĕркеленчĕç те тĕрлĕ çĕрте Салтак амăшĕсен комитечĕсем. Телее, самана каллех улшăнчĕ. Хальхинче - лайăх еннелле. Çĕршыв ертÿçин çирĕплĕхĕ, вăл кирек кам умĕнче те хăйĕн сăмахне витерÿллĕн калама пултарни те витĕм кÿчех çакна. Тĕнчере Раççей сăмахне тăнлама, унăн шухăшне шута илме пуçларĕç. Раççей çарĕнче те çак сăлтавпах ырă улшăнусем пулса иртрĕç темелле. Халĕ çара повесткăпа лекекенсене çапăçу пыракан вырăнсене ямаççĕ - контракт мелĕпе хĕсмет карьерине суйласа илекенсене кăна. Унсăр пуçне саккуна та улшăнусем кĕртрĕç - çарта пулман каччăсен патшалăх органĕсенче ĕçлеме ирĕк çук. Тĕрлĕ меслет курăмлă çимĕç кÿчĕ - яш-кĕрĕмĕн патриот туйăмĕ вăранчĕ. Тĕлĕнмелле те, çакăн пек тĕслĕх те сахал мар халĕ - аслă шкулсен студенчĕсем, хăйсен пиллĕкмĕш курса вĕçлеме ирĕк пур пулин те, алла диплом иличченех хăйсене çара илме ыйтаççĕ. Сăлтавĕ салтак пăттине пĕр ÿсĕмрисемпе çиме кăмăллăрах пулнипе те çыхăннă. Вĕренме вара кайран та, хĕсметрен таврăнсан та, кая маррине палăртаççĕ вĕсем.

Çапли çапла та, анчах та юмахра кăна пĕтĕм улшăну хăвăрт пулса иртет. Чăн пурнăçра вара йăлтах çутă сăрăпа витме иртерех. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланассине яшсем уйрăмах лайăх пĕлсе тăраççĕ. Çапах повестка килессе пурте кĕтсе тăраççĕ теме иртерех-ха. Черетлĕ призыв пуçланиччен Раççей следстви комитечĕн Чăваш республикинчи управленийĕ хĕсметрен тарса çÿрекенсен тĕлĕшпе 2014 тата кăçал пуçарнă уголовлă ĕçсене тишкернĕ.

Раççей Конституцийĕн 59-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, Тăван çĕршыва хÿтĕлесси гражданинăн тивĕçĕ шутланать. Унран пăрăннăшăн айăплав палăртнă - уголовлă ĕç пуçарса 2 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма та пултараççĕ.

Пирĕн республикăра çар комиссариачĕн материалĕсем тăрăх 2014 çулта хĕсметрен тарса çÿрекенсен тĕлĕшпе уголовлă 22 ĕç пуçарнă /танлаштарма: 2013-мĕшĕнче - 25, 2012-мĕшĕнче - 14, 2011-мĕшĕнче - 38/. Салтак атти тăхăнассинчен пăрăнакансен тĕлĕшпе кăçал çакăн йышши 7 ĕç пуçарнă /пĕлтĕр çак тапхăрта - 17/. Таркăнсен йышĕнче Шупашкар тата Канаш хулисенче пурăнакан 2-шер çамрăк, çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне хулисенчен тата Елчĕк районĕнчен - 1-ер. Куратăр ĕнтĕ, ялта пурăнакансенчен кăçал 1 çамрăк кăна лекнĕ çак йыша. Пĕлтĕр вара ку енĕпе шăпах ял çамрăкĕсем палăрнă темелле: Канаш хулинчен - 4, Шупашкартан - 3, Патăрьел районĕнчен - 3, Улатăр, Вăрнар, Муркаш районĕсенчен - 2-шер, Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Пăрачкав, Етĕрне районĕсенчен - 1-ер.

Çара кайма вăхăт çитнĕ пулин те тарма пăхакан яшсем нумай чухне ниçта та ĕçлеменни паллă. Анчах та 2015 çулта суда икĕ предприниматель тĕлĕшпе ĕç çитернĕ.

Вулаканăн пĕлес килет-тĕр: мĕнле сăлтавпа каясшăн мар-ха паян та çамрăксем çара? Пĕрисен арçыннăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пачах та пурнăçлас килмест-мĕн. Теприсене хĕсметре ирттернĕ çулталăк сая кайнă пек туйăнать иккен. Виççĕмĕшсем ытла та “ĕçлĕ”, вĕсен, паллах, “вăхăт çук”. Çар комиссариатĕнчен çитнĕ повестка енне алă сулса Раççей тĕрлĕ регионне ĕçлеме тухса каякан та пур.

Саккун çирĕп. Унăн саваламан сакки çинче такам валли те вырăн çитет. Чăн та, таркăнсене хальлĕхе ирĕклĕхсĕр хăварман-ха, тÿрленме шанăç панă - айăплава пурнăçа кĕртсен те вĕсен салтак аттине пурпĕр тăхăнма тивет-çке. Çапла вара вĕсене штрафланипе кăна çырлахнă. Анчах та унăн виçи пĕчĕк мар - пĕлтĕр таркăнсене 10-100 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттернĕ. Ниçта та ĕçлемен яш-кĕрĕмшĕн сахал мар ку. Кăçал вара штраф виçине татах та ÿстернĕ - 20-150 пин тенкĕ. Çакна асăрхаттарни те вырăнлă пулĕ - штрафа тÿлемесен айăплав çирĕпрех мелĕпе усă курĕç: йĕплĕ карта хыçне ăсатĕç.

Шупашкар хулинчи Ленин районĕнчи следстви пайĕн материалĕсемпе усă курнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.