Аттесемсĕр ÿсрĕмĕр

25 Сен, 2015

- Ывăлăм, эсĕ килте арçын вырăнне юлатăн, те килейĕп эпĕ, те килеймĕп те - аннÿне пулăш. Шăллуна, йăмăкна пăх. Асаннÿне хисепле, - çапла каланă пĕчĕк ывăлне - Ивана ашшĕ - Илья Ефремович Ефремов, вара ачине хулпуççийĕ çинчен антарнă та куççуль витĕр Вăрмар еннелле утнă. 1943 çулхи майăн 5-мĕшĕнче пулнă çак хурлăхлă сывпуллашу. Тин çеç ашшĕпе кил çумĕнчи пахчана тислĕк тăкнăччĕ, ыран е тепĕр кун сухалама пуçлăпăр тенĕччĕ. Çав кунтан пĕчĕк Иван «пысăк арçын» пулса тăнă - кил тĕрекĕ. Ун чухне вăл шăп та лăп ултă çулта пулнă. Вăрçа каякан ашшĕне тăвайккинчен курăнми пуличченех аллинчи карттусĕпе сулла-сулла ăсатнă. Пĕлет вăл: паянтан чылай ĕç ун çине тиенет, йăмăкĕпе шăллĕ ытла та пĕчĕк-ха. Ашшĕ ăна еплерех шанать, çак шанăçа тÿрре кăлармаллах!

«Кайрĕ атте. Анчах та вăл вăрçăра аманмĕ, вилмĕ, ирсĕр тăшмана тÿнккĕ-тÿнккĕ те киле таврăнĕ. Каллех пĕрле пулăпăр, пахчара ĕçлĕпĕр», - куллен çакăн пек ĕмĕт-шухăшпа пурăнать Иван. Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç ытла та йывăр çав. Ашшĕ çара кайиччен чукун çул çинче ĕçлетчĕ, çар техники турттаракан пуйăссене ăсатса тăракан пулса тăрăшатчĕ. Килте сайра-хутра пулма тиветчĕ унăн. Хăй çиес çăкăра пуйăспа ял çумĕпе иртсе кайнă чухне чул çумне çыхса персе хăваратчĕ, чукун çула пăхса тăракансем вара çав хаклă çыхха килне пырса паратчĕç. Чукун çул çинче ĕçлекенсене бронь параççĕ тени те тÿрре тухмарĕ, авă - ăна та повестка тыттарчĕç. Виçĕ ачапа тăрса юлчĕ амăшĕ - Перасковья Ивановна. Юрать-ха, Иван килти ĕçсене самаях майлаштарма хăнăхрĕ. Çавăнпа амăшĕ, кăкăр ачи пур пулсан та, колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Окоп чавма та çÿренĕ. Тырă вырнă чухне ăна никам та хуса çитеймен.

Ачалăх... Хăçан пуçланса хăçан вĕçленчĕ-ши вăл Иванăн?! Ытти ача-пăчан, вăрçă ачисен?! Ир-ирех тăрса Çĕн Кавал уйне çĕрĕк, шăн çĕрулми пуçтарма çÿренине епле манăн?! Ăна те пуçтарасран, те анана таптасран сыхланă-çке-ха тата! Кăшт влаç илнĕ çынсем юланутпа çÿресе хăваланă. Йывăр пулнă çав вăхăчĕ. Вăрманта пултрана, сертене, уйра мăяна ÿсме паман - курăннă-курăнманах пуçтарса тухнă. Йĕкел пухнă. Ăна типĕтсе ал арманĕпе авăртса çăнăх хатĕрленĕ. Пурăнма ĕмĕтленнĕ, лайăххине ĕненнĕ. Ивана, тантăшĕсенчен пĕвĕпе çÿллĕрех пулнăран, яваплă ĕçсене ытларах шаннă. Лашасем çитменрен вăкăрсене кÿлнĕ. Иван «Карттус» ятлăскерпе çÿретчĕ. Вăкăрĕ питĕ тĕреклĕччĕ те тăватă лаша туртайман лава çăмăллăнах парăнтаратчĕ. Хăйне итлетĕр тесе ача çиес çăкăрне, çăмахне ăна паратчĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче йĕрке çирĕпчĕ. Ача-пăча-и эсĕ, тинтерех çеç çăмăлланнă хĕрарăм-и, ватă еннелле сулăннă-и - колхоз председателĕ е бригадир хушнине пăркаланмасăр пурнăçламалла. Вăрмара, Çĕрпĕве çити лашапа илсе кайнă тырра. Çул тунă çĕре чул, хăйăр, тăпра, йывăç турттарнă. Йывăр тиеве пула урапасем чăтайман: пынă çĕртех е кустăрми саланнă, е турти хуçăлнă. Лава çÿрекен ача-пăча вĕренĕве сентябрьте мар, пĕр е икĕ уйăхран тин кайнă. Паллах, паянхи ача-пăчан çав вăхăт пирки пĕлсе тулăх пурнăç тăвас тесен ĕçлемеллине, аслисен тĕслĕхне сума сумаллине манмалла мар. Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç питĕ хĕсĕк пулсан та /кунĕпе ĕçленĕшĕн пĕрер килограмм ыраш панă/ чуна кăшт лăплантармалли тупăннах çав. Вăл - пирĕн çар тăшмана çĕнтерсе пыни. Тепĕр чухне пĕр-пĕр пысăк савăнăçа ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ кăпăшка çăкăрпа палăртнă. Ваттисене асăнмалли куна еплерех кĕтнĕ тата! Амăшĕ чăх пусса аш-какай яшки пĕçерсе çитернĕ. «Çавăн тути паянчченех туйăнса тăнă пек», - тет Иван пичче.

- 1945 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче аттерен çыру илтĕмĕр. Унти сăмахсене халĕ те астăватăп. «Пăраски, ачасене, аннене лайăх пăхса тăр. Хăв та сывă пул. Малта тимĕр те, пĕлĕт те, çĕр те çунать, каялла тухакан никам та çук». Шел, аттен фронтри çырăвĕсене упрама пĕлеймерĕмĕр. Юлашки те çухалнă. Каярахпа «Ефремов Илья Ефремович 1945 çулхи март уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă» текен хут килчĕ. Вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленчĕ, çулсем иртрĕç. Анне пĕрмаях аттене кĕтрĕ - кĕтсе илеймерĕ. Халиччен те пĕлместпĕр унăн хурлăхлă шăпин юлашки саманчĕсене, - канăçсăрланса пĕлтерет Иван Ильич.

Ашшĕ ăна, хăй те пахчара ĕç­леме юратнăскер, агронома вĕрентесшĕн пулнă ахăртнех. Пĕчĕкренех хăйĕнпе пĕрле йывăç сыпма, калча ÿстерме хăнăхтарнă /çав хăнăху халичченех пырать/. Вăрçă вĕçленсен пурнăçа кăштах самайлантарас тесе Вăрмара вĕтетнĕ махорка, калча сутма çÿренĕ Иван. Станцире пуйăссем чарăнса тăнă. Вакунсен уçă кантăкĕсенчен типсе начарланнă çынсем иртен-çÿрене çапла кăшкăра-кăшкăра пĕлтернĕ: «Эпĕ вилмен, тыткăнра пулнă. Халĕ пире Çĕпĕре яраççĕ. Килтисене çырса пĕлтерĕр-ха», - тенĕ. Адресĕсене каланă. Иван та ашшĕ ятне кăшкăрса чупнă - пĕлекен тупăнман. Тыткăнра пулнă салтаксене хĕрхенсе вĕсем пĕлтернĕ адрессемпе темиçе çыру çырнă.

- Атте каланă «Эсĕ паянтан килте аслă арçын пулатăн» сăмахсене нихăçан та манман. Канашри училищĕре вĕреннĕ чухне аннене килте пулăшу пултăр тесе кашни кунах икĕ çул киле çÿренĕ. Унта панă çăкăрăн пĕр пайне яланах килтисене çитернĕ. Патти раз<ездĕнче анса юлса /ун чухне Чупайĕнче пуйăссем чарăнман/ вăрманпа утаттăм. Çула май хăрăк-турат пуçтарса киле йăтаттăм, - аса илет Иван Ильич.

Иван Ильич вăрçăра çухалнă ашшĕн ятне асра тытса хушаматне «Ильин» тесе çыртарнă. Çывăхран та çывăх çынни яланах хÿтлĕх тата ăс вĕрентсе тăнă пек пултăр тенĕ.

Тимĕрçĕ специальноçне илнĕскер ашшĕ каланине асра тытса, çемьене çăмăл пултăр тесе Красноярск тăрăхне тухса каять. Амăшне, аслăмăшне тата йăмăкне /шел, шăллĕ вăрçă çулĕсенче пурнăçран уйрăлнă/ пĕрле илнĕ. Салтак хĕсметне «Русский» утрав çинче моряк пулса 4 çул ирттерет. Тюмень облаçĕнче Урай хулине çĕклеме пуçласан хăй тунă тимĕр савăла пĕрремĕш çапса лартать. Ĕçре яланах хастар пулнă, рационализаторла сĕнÿсемшĕн тата çĕнĕ ĕç мелĕсем шутласа кăларнăшăн 1977 çулта «Нефтяник-рационализатор» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 1985 çулта сăнне хулари «Мухтав аллейине» вырнаçтарнă, «Урай хулин хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă ăна.

Чылай çул пурăннă Иван Ильин Çĕпĕрте, çавăнпах ăна «Çĕпĕр Иванĕ» тесе чĕнеççĕ. Çемье çавăрнă, ача ÿстернĕ, хулара хваттер пулсан та хула тулашĕнче хуçалăх тытнă, пахча-сад йĕркеленĕ. Ăста тимĕрçĕ - ăста пахчаçă та. Тăван тăрăх вара яланах хăй патне туртнă. Амăшĕ ватăлса пынăçемĕн çуралса ÿснĕ Чупая таврăнас тенĕ. Çак шухăш хăйне те канăçсăрлантарман мар. Тăван ялта кил-çурт туяннă та пурăнмаллипех куçса килнĕ. Юлашки çулсенче мăшăрĕпе Галина Васильевнăпа Арапуçĕнче çĕнĕ кил-çурт çавăрчĕç. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине уявланă кунра Чупайнех килчĕ, ашшĕн ятне çырнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.