Куккуруссăр сăвăм ÿсĕнмест
Кăçал карчăк ăшши вăрах тăни ялхуçалăх ĕçченĕсене питĕ савăнтарать. Вĕсем çак кунсенче тырпулпа çĕрулмине тата пахчаçимĕçе юлашки гектарсем çинчен пухса кĕртеççĕ. Купăста касма çеç васкамаççĕ: тăпра типсе пынăран унăн сĕткенĕ чакать. Кăштах сивĕтсен тата нÿрĕк ÿксен вăл пылакланса тата сĕтекленсе тăварлама шăпах юрăхлă пулса çитет. «Ырă çанталăкра кахал хресчен те мĕнпур ĕçе пуçтарма ĕлкĕрет», - тесе ваттисем тĕрĕсех каланă.
Шупашкар районĕнче кĕрхи ĕççи епле пынипе паллашас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе - ялхуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçипе Сергей Ванюшкинпа /сăнÿкерчĕкре/ тĕл пултăмăр.
- Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14400 гектар çинче /ÿсĕм - 16:/ çитĕнтертĕмĕр. Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне куккуруссăр ÿстерме май çуккине шута хурса унăн лаптăкне 1459 гектара /ÿсĕм - 320 га/ çитертĕмĕр, çав шутра 403 га - тĕшĕлĕх. «Приволжское» /1671 га/, «Чурачикское» /1421 га/ АУОсем, «Атлашевский» СХК /1672 га/, Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз /1342 га/ тырă пуринчен нумай туса илеççĕ. Чи пысăк тухăç «Ольдеевская» агрофирмăн - 32, «Приволжское» АУОн - 30,9, «Чурачикское» АУОн - 26,1 центнер. Районĕпе вăл 22,7 центнерпа танлашать. Кăтарту Елчĕксемпе пĕрле - республикăра чи лайăххи. Ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем паянхи кун тĕлне Сергей Чернуха фермерсăр пуçне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене йăлтах пухса пĕтернĕ, - пĕлтерчĕ Сергей Алексеевич. - Сергей Дмитриевич ытти культурăпа пĕрле пысăк лаптăк çинче кĕрпелĕх вир туса илет. Ăшша юратнăран ăна куккуруспа пĕр вăхăтра акать, кĕркунне каярах юлса пуçтарать.
Çĕрулмипе «Алрост» ООО ăнăçлă ĕçлет. 66 гектар çинчен 1688 тонна кăларнă. Вăтам тухăç 255,8 центнер. Юрий Алякин ертсе пыракан коллектив «иккĕмĕш çăкăра» çак кунсенче кăларса пĕтерет.
Районта аш-какай туса илессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçалхи 8 уйăхра 30469 тонна /ÿсĕм - 34:/ туса илнĕ. Паха тата çителĕклĕ апатсăр ĕне-выльăх ÿт лайăх хушаймасть, сăвăм та ÿсĕнмест. Сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 6690 тонна утă /100:/, 26640 тонна сенаж /130,6:/ хатĕрленĕ. Куккурус силосне 26000 тонна хывмалла, хальлĕхе кăтарту 9957 тоннăпа танлашать.
- Эпир куккурус пуçĕсем пиçсе çитессе кĕтрĕмĕр. Ешĕл масса чухне тĕшши юхса çеç тухать. Хытса çитсен кашни гектартан 50 центнертан кая мар паха апат пулать, тырăран 2-2,5 хут нумайрах вĕт, - тет Сергей Алексеевич каярах юлса пуçтарнин сăлтавне уçса панă май. - Тунипе çулçине те сая ямастпăр. Лайăх вĕтетсе силос хыватпăр. Районта выльăх усракан кашни хуçалăх юлашки çулсенче çине тăрсах куккурус çитĕнтерет. Паян «Ольдеевская» агрофирмăра хĕрÿ ĕç пырать. Атьăр кайса курар.
Эпир акционерсен хупă обществин 5-мĕш уйрăмне çитрĕмĕр. Уйра Германире туса кăларнă комбайн куккурус вырать. Лайăх вĕтетнĕ апат автомашина кузовне тиенет. Лайăх техникăн ĕç тухăçлăхĕ пысăк - кузов темиçе минутрах тулать.
- Хуçалăх ăна кăçал çуркунне 22 млн тенкĕпе ятарласа куккурус пуçтарма туянчĕ. Унччен Шуршăлсенчен арендăна илеттĕмĕр. Хамăрăн пурри лайăх - кирек хăш вăхăтра та хире тухма пултаратпăр. Камран та пулин техника килессе кĕтсе паха апата эпир халиччен сахал мар çухатнă, - тет Фаина Борисова управляющи /сăнÿкерчĕкре/. - Кăçал Лидер, Фалькон, Росс-199 сортлисене 162 гектар акрăмăр. Тĕрлĕрен çитĕнтернин лайăх енĕ пур - выльăх апачĕ тĕрлĕ вăхăтра пулса çитет. Комбайн вĕсене черетпе пуçтарать.
Фаина Валентиновна куккурус пĕлтерĕшĕ çинчен чылайччен сăмахларĕ. Вăл выльăх хырăмĕнче хăвăрт ирĕлекен крахмалпа пуян иккен. Пылаклăхĕ те пур. Çĕнĕ техника тĕшше лайăх шĕкĕлчет.
Агрофирмăра мăйракаллă шултра выльăх 800 яхăн пуç, сăваканни - 360. Унччен сĕт параканнисене çеç куккуруспа тăрантарнă. Халĕ ку культурăна пысăк лаптăкра туса илнĕрен силос мĕнпур выльăха çителĕклĕ. АХО кашни ĕнерен талăкра вăтамран 23-24 литр сĕт сăвать. Паха апатсăр, паллах, кăтарту çак виçене çитеймен пулĕччĕ. Комбайн вара, хаклă пулсан та, хăйĕн хакне 3-4 çултан саплаштаратех. Çакна Фаина Валентиновна пусарсах каларĕ.
«Атлашевский» СХК - 312, «Чурачикское» АУО - 212, Ленин ячĕллĕ ЯХПК-колхоз - 160, «Прогресс» АХО - 110, «Приволжское» АУО 100 гектар çинче куккурус çитĕнтереççĕ. Çуллахи пекех ăшă тăракан кунсенче хресченсем силос ытлă-çитлĕ хатĕрлесшĕн. Вара выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхăн кăтартăвĕ хĕл кунĕсенче те чакмĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ