УРПА - ТĔЛĔНМЕЛЛЕ СИПЛЕВÇĔ
Урпара В ушкăнри, А, РР, Е, Д витаминсем, цинк, кальци, тимĕр, кали, марганец микроэлементсем пур. Тĕштырă тĕлĕнмелле усăллă тата пурне те юрать.
Унпа тĕрлĕ сăлтавсенче анлă усă кураççĕ. Вăл организма çирĕплетекен пĕтĕмĕшле курс ирттерме, ăна тасатма, ĕмĕртекен амăшĕн сĕт анассине лайăхлатма, кирек мĕнле орган шыçсан сипленме, сурана хăвăрт ÿт илтерме, аллерги паллисене çăмăллатма, хĕрарăмсен тата арçынсен арлăх тытăмĕсен ĕçне йĕркене кĕртме, чĕре ĕçне лайăхлатма, юн тымарĕсен стенкисене çирĕплетме, вар-хырăм ĕçне йĕркелесе ват шĕвекĕ тухассине вăйлатма, пĕверте тата ват хăмпинче чулсем пухăнас хăрушлăха чакарма, апатпа наркăмăшланнинчен, дисбактериозран, вар хытнинчен, шĕвĕрĕлченрен хăтăлма, шăмăсемпе кăмăрчаксене çирĕплетме, сывлав органĕсене сиплеме, ÿте çамрăклатма пулăшать.
Усăллă шĕвексем
Чи малтанах урпаран хатĕрленĕ квас çинчен тĕплĕнрех каласа парар. Ăна темĕн чухлĕ те ĕçме юрать. Унпа окрошка та хатĕрлеме пулать, вăл шăрăхра ăш хыпнине те ирттерет. Рецепчĕ ансат.
Лайăх çунă çур литр банки тырра виçĕ литр банкине ямалла, виçĕ апат кашăкĕ пыл е сахăр хушмалла, вĕресе сивĕннĕ шыв ямалла. Ăшă вырăнта йÿçиччен 4-5 кун лартмалла. Унтан сăрăхтармалла, холодильнике лартмалла. Квас ĕçме хатĕр. Сăрăхтарнă хыççăн юлнă ăсли çине каллех вĕресе сивĕннĕ шыв ярса йÿçме сахăр хушмалла. Енчен те ăсла ытлашши йÿçсе пăракана куçнă пулсан тырă пĕрчисене çуса тасатмалла та банкăна каялла ямалла, шывпа сахăр çĕнĕрен хушмалла. Лайăх квас пулать.
Тĕрлĕ чиртен сипленме вĕретнĕ шĕвек хатĕрлеççĕ. Хатĕрленĕ хыççăн темиçе сехетренех унпа усă курма юрать. Ансат рецепт çакăн пек: 200-250 миллилитр сивĕ шыва 1 апат кашăкĕ урпа ямалла, 5-6 сехет лартмалла, 10 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Апатчен 10-30 минут маларах 1 апат кашăкĕ-çур стакан ĕçмелле.
Темиçе рецепт
- Ÿслĕкрен, вар-хырăмăн шыçă чирĕсенчен. 100 грамм урпана вĕресе сивĕннĕ 1 литр шыва ямалла, тырă тĕшшине пирчеме ăшă вырăна 5-6 сехете е ытларах вăхăта лартмалла. Çĕр каçа лартсан тата лайăхрах. Ирхине 20 минут пĕçермелле. 35-40 минутран сăрăхтармалла. Талăкра темиçе хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
- Амăшĕн кăкăр сĕчĕ сахал пулсан. 1 литр шыва 300 грамм çунă урпа ярса питĕ вăйсăр çулăм çине лартмалла, 1,5 сехет пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Талăкра 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.
- Вар хытни вăраха кайсан. 150 грамм урпана вĕтĕ вакланă вăтам 3 грушăпа хутăштармалла, 1,5 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минута яхăн тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Апатчен 10 минут маларах чĕрĕк стакан ĕçмелле.
- Бронхит, туберкулез, пневмони аптратсан. 2 апат кашăкĕ иçĕме /изюм/ тата 2 апат кашăкĕ урпана хутăштармалла, 1,5 литр таса шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче шĕвекĕн çурри хухиччен тытмалла. Сивĕтмелле. Пыл хушса ĕçмелле.
- Мышцăсем хытсан, пÿрлĕ шыçăран, сăпса, пыл хурчĕ сăхсан. Урпана авăртмалла, тин вĕренĕ шывпа паста пуличчен хутăштармалла. Ăна пир пусмапа чĕркесе сиенленнĕ тĕле хумалла. Анчах пастăна малтан кăштах сивĕнме /37-40 градусчен/ памалла, унсăрăн ÿт пиçсе кайма пултарать.
- Урпа компресĕ ÿтĕн чылай шыçă чирĕнчен, усал мар мăкăльрен, маститран сывалма пулăшать.
- Ачан диатез пулсан 25 грамм юман хуппине тата 400 грамм урпана питĕ лайăх вĕтетмелле. 5 литр таса шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 40-45 минут пĕçермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Ачана чăпăл тунă чухне ваннăри ăшă шыва хушмалла.
- Ÿт япăхсан. Урпа салачĕн шĕвекĕпе ваннăчкăсем туни, кĕрпипе маска хуни ÿте тасатать, сыватать.
- Юн сахаллинчен /малокровие/, радиаци пайăркисен витĕмĕнчен. 1 апат кашăкĕ урпа салатне 200-250 миллилитр шыва ямалла, 1 сехет лартмалла, 10 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Талăкра 3 хут апатчен 20 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
- Венăсем варикозла сарăлни, тромбофлебит аптратсан, юнри сахăр шайне чакарма, геморройран, ангинăран, ÿслĕкрен, анемирен, витаминсен çитменлĕхĕнчен сипленме, вăй-хал пухма. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ урпана тин вĕренĕ 250 миллилитр шыва ярса 4-5 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Талăкра 4-5 хут çуршар стакан ĕçмелле.
- Шăк çулĕсен тытăмĕн органĕсем шыçсан, нервсем пăсăлсан. Тин вĕренĕ 1,5 шыва 5 апат кашăкĕ урпа ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла /каяшĕпе те ĕçме юрать/. Талăкра 4-5 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Комментировать