Эпир хамăрăн вулакансене хисеплетпĕр, хаклатпăр, хÿтĕлетпĕр
Редакцие пĕр хĕрарăм килчĕ. Унăн ялта пурăнакан ашшĕ, «Хыпар» хаçата нумай çул тăршшĕ пĕр сиктерми çырăнаканскер, юратнă пичет кăларăмне йĕркеллĕн илсе тăрайми пулнă-мĕн. Ватă çын пăшăрханăвне чĕрине çывăха илекен хĕрĕ сых ятне тенешкел хаçат çырăнни çинчен квитанцие те чиксе килнĕ. Хаçатăн индексне те, çурçуллăх хакне те... - йăлтах тĕрĕс палăртнă унта. Чăрмавĕ мĕнре, камра пулнине тĕпчесе пĕлме вырăна çитсе килмешкĕн шут тытрăмăр. Тепĕр тесен, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхĕнче «Хыпар» вулаканĕсем сахалăн пулакан марччĕ - хамăр туссемпе курнăçса вĕсен савăнăçĕ-нуши çинчен пĕлме эпир яланах хавас.
«Чун çимĕçĕсĕр» юлма-и - Турă ан хуштăр!
78 çулти Виталий Николаев Çÿлти Хыркассинче пурăнать. 4 çул каялла мăшăрне шалкăм çапнă та - ашшĕне ăна пăхма йывăр килĕ тесе хулари ачисем Зоя Филипповнăна хăйсем патне илсе кайнă. Çирĕп хуçалăх тытса пурăнакан çемье пуçĕ çапла пĕчченех тăрса юлнă килĕнче.
- Хĕллехи вăрăм каçсене хаçат-журналсăр ирттерме Турă ан хуштăр! Каçсене мар, ĕç çук вăхăтра яра куна та аран кĕскететпĕр. Çитменнине ялта çуртсем пушансах пыраççĕ. Акă, хамăрăн урамрах хĕл каçаканĕ те виçĕ хуçалăхра кăна, - чунне уçать кĕрхи хитре кунсенче кил картинче ал çеммилĕх ĕç тупсах тăракан ватă.
Виталий Николаевич - ялти ăста столяр-платник. Вырăнти «Богатырь» хуçалăхра малтан строительсен бригадинче, каярах вара 13 çул тимĕрçĕре вăй хунă вăл. Ял çыннисене çурт туса пама эртелпе чылай çÿренĕ. Çавăнпах-тăр хăй те сахал мар тăрăшнипе çĕкленнĕ ку е вăл çурт хĕллесерен пушă ларнине курсан чĕри ыратать.
- Мĕн тери хитре вырăнта-çке пирĕн ял! Акă, çак сăртран анатăн та - Ункă шывĕ. Унта куллен тенĕ пек пулла çÿретĕп халĕ. Карп, карас, пăртас... - тĕрлĕ пулă леккелет. Пуллинчен ытла çутçанталăкра чуна канăçлă. Тем тесен те хулари хваттерти пурнăç айккинче тăтăр, - кунти тавралăхпа çураçса кунçул сукмакне такăрлатать çулĕпе саккăрмĕш теçеткене тултарса пыраканскер.
Канмалли кунсенче пĕччен мар-ха ватă - ачисем килсех тăраççĕ. Ывăлĕсенчен пĕри, Владимир, авă, тăван килне хирĕçех çурт лартнă. Шалти ĕçсене вĕçлесси кăна юлнă-мĕн. Хĕрĕ те - Тамара - ашшĕн сылтăм алли. Хуçалăхри ĕçсене тирпейлесе, пахчаçимĕçе пăхса тăрассине ытларах хăйĕн çине илнĕ. Ашшĕн кашни «ыратакан вырăнне» пĕлсе тăраканскер унăн юратнă хаçачĕ килменнине пĕлсен те хыпăнса ÿкнĕ. Çакăн пирки унта-кунта евитленĕренпе хаçата алла илме тытăннă-ха ашшĕ, анчах... Çÿлти Хыркассинче пурăнакансем Галина Александрова почтальонкăна кĕрхи хĕвел пекех сайра курни мĕнле сăлтавпа çыхăннă-ши?
Явапсăрлăх пистерет
Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьелти почта уйрăмĕ 13 ял валли ĕçлет. Чăн та, ялĕсем çума-çумăнах ларса тухнă-ха, çапах пĕр почтальонăн виçĕ ялтан кая мар çыхăну ыйтăвĕсемпе тивĕçтерсе тăмалла. Ĕлĕкрех сумкка тулли хаçат-журнал, çыру чикнĕ пулсан - хальхи вăхăтра вăл тип çу, консерв савăчĕсемпе, йăла хатĕрĕсемпе йывăрланать. Вĕсене сутма та план параççĕ-çке - ку ĕçе те пурнăçламаллах.
- Йывăр-и, çăмăл-и - хăнăхнă ĕçе пăрахмастпăр ĕнтĕ. Почтальонăн шалăвĕ пĕчĕккине те пăхмастпăр - ялта суйламалăх ĕçĕ те çукрах вĕт, - терĕ пире почтăра 30 çул тăрăшакан Валентина Дмитриева, «тимĕр урхамахĕ» çине «утланма» хатĕрленнĕ май /ялтан яла çÿреме лайăх çанталăкра велосипедпа тухать вăл/.
Лидия Михайлова та Ункăçум, Анатри Шурçырма, Хурăнсур ялĕсенчи урамсене, хăш çуртра камсем пурăннине 21 çул тăршшĕнче алăри пÿрнесенчен те лайăхрах пĕлет. Любовь Павлова та хăйĕн территорийĕнчи çынсемшĕн çывăх тус вырăнĕнчех.
Асăннă почта уйрăмĕнче 4 почтальон ĕçлет. Уйрăм пуçлăхĕ Нина Владимирова çÿлерех асăннă ĕçтешĕсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пынине асăнчĕ. Шел, ушкăн Галина Александрова почтальонпа пĕр чĕлхе тупаймасть-мĕн. Яваплăх тени ĕçре чи малти вырăнта пулмаллине çамрăках мар хĕрарăм темшĕн шута илесшĕн мар. Шалу пĕчĕк тесе тÿрре тухма хăтланать пулинех, анчах йĕрке кирек епле пулсан та кирлех-çке.
Тĕпчесе пĕлтĕмĕр те ку тăрăхри ялсенче «Хыпара» çырăнакансенчен ытларахăшĕ - ватă çынсем. Вĕсем вара хаçатсен, журналсен çĕнĕ номерĕсене тухас кун ĕлĕкхиллех куç пек кĕтеççĕ вĕт. Эрне сиктерсе валеçсен çеç юратнă кăларăмĕсенчен писесси те инçе мар. Хисеплесчĕ вулаканăмăрсене.
Ирина ПУШКИНА
Комментировать