Саккунсăр таваршăн - çул хупă

23 Сен, 2015

Иртнĕ эрнере Чăваш Енри промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне çул пÿлес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Комиссие Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне çул пÿлме хушма мерăсем йышăнасси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн туса хунă. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă мероприятие экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ тата шалти ĕçсен министрĕсем Владимир Аврелькинпа Сергей Семенов, федераци налук службин тата монополипе кĕрешекен службăн Чăваш Енри управленийĕсен ертÿçисем Марина Петровăпа Вячеслав Борисов, республикăри предприятисене ертсе пыракансем хутшăнчĕç.

Контрафакт промышленноçа аталанма такăнтарать, пахалăх стандарчĕсене пăхăнманни çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Контрафакт таварĕ рынока тухни тÿрĕ кăмăлпа продукци туса кăларакансене ура хурать. Вăрттăн хатĕрлекен тавар ытларах çăмăл промышленноç изделийĕсен суту-илĕвĕнче тĕл пулать. Паян Раççейри çăмăл промышленноç рынокне 3 триллион тенкĕпе хаклаççĕ. Тăваттăмĕш пайне çеç çĕршывра саккунпа килĕшÿллĕн туса кăларнă, 36 процентне чикĕ леш енчен кÿрсе килнĕ, ытти - контрафакт. Экспертсем çăмăл промышленноçри вăрттăн хатĕрленĕ продукци çаврăнăшне пула çĕршыв бюджечĕ 100 млрд ытла тенкĕ çухатнине çирĕплетеççĕ.

Экономикăн ытти отраслĕнче те лару-тăру çавнашкал. Раççейри потребитель рынокĕнчи таварсен 30 яхăн проценчĕ - контрафакт.

- Суту-илĕве вăрттăн тухакан пĕтĕм продукцие чăннипе улăштарас-тăк мĕн чухлĕ çын ĕç вырăнĕллĕ пулĕччĕ, - терĕ экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин. Владимир Александрович Чăваш Енри промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕн лару-тăрăвĕ, промышленноç предприятийĕсем туса кăларакан тавара хÿтĕлеме йышăнакан мерăсем çинчен каласа кăтартрĕ. Унăн докладне сÿтсе явма Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, «НПП «Бреслер» ООО гендиректорĕ Николай Ефимов, «ЧП «Сеспель» АХО директорĕ Владимир Бакшаев, «Четра-ПМ» АУО ĕç тăвакан директорĕ Ирина Машенькина хутшăнчĕç.

ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов республикăна саккунсăр майпа килекен таварсене тупса палăртнă мероприятисемпе паллаштарчĕ. Кăçал 16 преступлени уçса панă. 49 тĕслĕхре административлă майпа явап тыттарнă. Автомашинăн контрафактлă саппас пайĕсене сутнăшăн правăна пăснă 22 тĕслĕхе шута илнĕ. 75 пин ытла тенкĕлĕх пир-авăр изделине туртса илнĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: