Мухтавлă летчик бюсчĕн авторĕ – чăваш

22 Сен, 2015

Нумаях пулмасть Мурманскра çĕнĕ палăк, çĕршывĕпех паллă летчике, Раççей Федерацийĕн Геройне Тимур Апакидзе генерал-майора хисеплесе лартнăскер, уçăлчĕ. Çурçĕр флочĕн тинĕс авиацийĕн мухтавлă паттăрĕн ячĕпе хисепленекен 57-мĕш шкула асăннă бюста чăваш скульпторĕ Александр Арсентьев парнелерĕ.

Проекта пурнăçа кĕртекенĕ - флота пулăшакансен Пĕтĕм Раççейри юхăмĕн Мурманск тăрăхĕнчи уйрăмĕ. Ăна запасри 1-мĕш рангри капитан Владимир Мальцев ертсе пынă. Унăн йышĕнче пирĕн ентешсем те пур: Александр Арсентьев, çак хутлăхри «Чувашский край» культура обществин председателĕпе заместителĕ Валериан Гавриловпа Валерий Осипов.

Александр Арсентьев скульптора Поляр леш енче нумайăшĕ лайăх пĕлет. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл ку тăрăхра иртекен куравсене тăтăшах хутшăнать. Ку ĕçре ăна Тимур Автандиловича аван пĕлнĕ çынсем сĕнÿсемпе пулăшса пынă. Палăк халĕ шкултан тухакан кашни çынна кĕтсе илет тата ăсатса ярать.

Бюста савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр, геройăн паттăрла ĕçĕсене аса илтĕмĕр. Унăн ячĕпе Раççейĕн корабль авиацийĕн аталанăвĕ çыхăннă. Вăл - истребителе «Адмирал Флота Советского Союза Кузнецов» ТАВКР палуби çине лартакан пĕрремĕш летчик, вăлах унтан пĕрремĕш вĕçсе хăпараканĕ те. Çакăн çинчен облаç центрĕн мэрĕ Андрей Сысоев, Мурманск облаç думин представителĕ Павел Сажинов, ыттисем тĕплĕн те кăсăклă каласа кăтартрĕç.

Тимур Апакидзен çарти юлташĕ, полк командирĕ Сергей Савушкин подполковник çамрăксене вĕренÿре ăнăçу сунчĕ. Тимур Автандилович вĕсемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх пулса тăрасса шаннине палăртрĕ. Мурманск облаçĕн çар комиссарĕ, пĕрремĕш рангри капитан Владимир Соловей вара генералăн биографийĕнчи кăсăклă самантсене аса илчĕ.

Бюст авторĕ Александр Арсентьев та сăмах каларĕ. Вăл çак ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланине палăртрĕ.

Ольга ЧЕРНЫШЕВА

Юлия ЛЕВЧУК сăнÿкерчĕкĕ

Теги: