Николай Егоров: «Ырă çын пурлăхпа мар, ăс-тăнпа пурăнать»
Николай Иванович Егоров - тюрколог-лингвист, филологи наукисен докторĕ, профессор, 200 яхăн ăслăлăх ĕçĕн, çав шутра чăваш этно- тата глоттогенез, пăлхар-чăваш евĕр чĕлхесен авалхи хутшăнăвĕсен, чăваш этимологийĕн тата истори лексикологийĕн, ономастикипе диалектологийĕн ыйтăвĕсемпе, чăваш календарь уявĕсемпе йăли-йĕрки, мифологийĕ пирки çырнă статьясен авторĕ.
Юлашки çулсенче Чăваш Республикинче çеç мар, унăн тулашĕнче те ăслăлăх йĕркелÿ ĕç-хĕлне пурнăçлать. Николай Иванович - Пĕтĕм тĕнчери тюркологсен ассоциацийĕн президиумĕн членĕ /Туркестан/, Раççей Ăслăлăхсен академийĕн Истори-филологи ăслăлăхĕсен уйрăмĕ çумĕнчи Раççей тюркологĕсен комитечĕн бюро членĕ, Л.Н.Гумилев ячĕллĕ Еврази наци университечĕн Халăхсен хушшинчи тюркологи тата алтаистика ăслăлăх тĕпчев центрĕн президиумĕн хисеплĕ членĕ /Астана/, Турци лингвистика пĕрлĕхĕн член-корреспонденчĕ.
Н.Егоров тюркологи ăслăлăхне хывнă тÿпене пысăк хак панă. Ăна "Чăваш Республикин наукăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятпа, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе, "Казахстан Республикин ăслăлăхĕн аталанăвĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” тата "Казахстан Республикин вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăсемпе чысланă.
- Николай Иванович, каçарăр та, эсир кам?
- Эпĕ сире, темскер, ăнланаймарăм-ха. Хам кам пулни çинчен нихăçан та шухăшламан...
- Мана эсир наукăра мĕнле вырăн йышăнни...
- Филологи докторĕ...
- ...мĕнле наука дисциплинисене тĕпчени кăсăклантарать. Сире пĕрисем чĕлхеçĕ, теприсем историк теççĕ... Иртнĕ çул пичетленнĕ ĕçĕрсен списокне пăхса тухрăм. Унта 20 яхăн статья, пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 12 пичет листи ытла. Сирĕн наука диапазонĕ çав тери анлă, археологи, историографи, этнологи, фольклористика, культурологи, этнопсихологи, менталистика, топонимика, политологи...
- Эсир статьясен ячĕсем пирки... Манăн наукăра пĕр специальноç кăна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Сăпайлăх аван япала-ха вăл. Анчах сирĕн ĕçĕрсен ячĕсенче кам кăна çук, гунсем, сюннусем, сяньбисем, дунхусем, ухуаньсем, жужаньсем, огурсем, аварсем, пăлхарсем, хазарсем, оногурсем, сарагурсем, хуннсем...
- Вĕсем пурте - чăвашсен авалхи тăванĕ-пĕтенĕ.
- Эсир миçе чĕлхе пĕлетĕр?
- Ялан çапла ыйтаççĕ... Чăвашла та пур сăмаха та вĕренсе çитеймерĕм-ха.
- Сирĕн ĕçĕрсенче çĕр ытла чĕлхерен илнĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ.
- Вĕсемпе ĕçлетĕп кăна вĕт. Чĕлхе пĕлни - калаçма, вулама-çырма пĕлни - пĕр япала, чĕлхе материалĕпе ĕçлеме пĕлни - тепĕр япала. Çак икĕ япалана пĕр-пĕринчен уйăрма пĕлмелле. Анчах пирĕн кашни кăшт-кашт чăвашла перкелешекен çын хăйне чĕлхеçĕ, чĕлхе пĕлĕвĕн ăсти тесе шухăшлать. Тытăнать вара сăмахсене хăй пĕлнĕ пек /тĕрĕсрех каласан - хăй пĕлмен пек/ ваклама, шĕлепке вăл ăшă лĕпке иккен, яштака - яш така имĕш... Шкул пĕтеркеленĕренпе чĕлхе ыйтăвĕпе çырнă пĕр кĕнеке тытса вуламан-ха хăй. Çапах пурне те тиркеме, пурне те вĕрентме, пурне те питлеме пĕрре те именмест. Уйрăмах чĕлхеçĕсене тивет - вĕсем чĕлхене пăсаççĕ иккен...
- Сирĕн шухăшăрпа - чĕлхене кам пăсать?
- Чĕлхене пăсса пăх-ха ăна. Чĕлхе вăл хăй еккипе пурăнакан япала. Пуплеве çÿплетпĕр - ку пур вара. Ăна каллех чĕлхене чĕлхеçĕсенчен те маçтăр пĕлекенсем çÿплеççĕ. Чăваш чĕлхи вĕсен кайсах пĕтмест. Катăкрах та пек туйăнать пулмалла, кăнттамрах та пек. Тата ăслă çав чăвашсем чăваш чĕлхине ялан чухăн тесе шухăшлаççĕ. Чăваш чĕлхи чухăн мар, манăн хамăн пуплев кăнттам. Вăт çакна ăнланма йывăр вара... Ăнлантарма ан та тăрăш - усси çук...
- Эсир «чĕлхепе» «пуплеве» пĕр-пĕринчен уйăрса калаçатăр. Пĕр япалах мар-и вара вĕсем?
- Куна Ф. де Соссюр мучирен ыйтмалла. Чĕлхепе пуплев пĕр япала маррине чи малтан вăл чухласа илнĕ. Унтанпа çĕр çул та иртнĕ ĕнтĕ, анчах пирĕн чĕлхеçĕсем çав уйрăмлăха ку таранччен те ăша хывайман-ха. Юратмастпăр эпир, чăвашсем, ăслă кĕнекесем вулама.
- Тен, пире мăнаçлăх çитмест? Мĕнпе мăнаçланма пултарать паян чăваш?
- Халăхăмăрпа! Унăн чун-хавалĕпе, пурнăç вăй-хăвачĕпе! Халăхăмăрăн вышкайсăр пуян ăс-хакăлĕпе! Халăхăмăрăн ламран лама тăсăлса пыракан кун-çулĕпе! Чĕлхемĕрпе, тепĕр тесен...
- «Халăхăмăрпа» терĕр... Анчах мухтанмаллах чаплă чăваш япали курăнсах каймасть-çке...
- Эсир те çавăнталлах сулăнатăр-и?.. Нумаях пулмасть пирĕн пĕр философ чăваш арçынĕсене йăлт хăртса тăкрĕ. «Мухтанмалăх пĕр çурт та пулин лартса хăварман», - тет.
- Тĕрĕс каламасть-им вара?
- Çук, тĕрĕс мар. Мула сутăннă çын кăна пурлăхпа каппайланма тытăнать. Ырă çын пурлăхпа мар, ăс-тăнпа пурăнать. К.В.Иванов çырнисене тепĕр хут вуласа пăхăр-ха. Чăваш виçипе пăхсан пуян кил-йышра çуралса ÿснĕ 17 çулти йĕкĕт кашни поэминчех «мулпа» кĕрешет. «Мул» тени кунта XIX ĕмĕр вĕçĕнче чăваш ялне пырса кĕнĕ капитализм йĕркине пĕлтерет.
"Нарспи” поэма "Силпи ялĕнче” сыпăкпа пуçланать. "Силпи ялĕ - аслă ял, хула тейĕн инçетрен”. "Çăтмах пекех туйăнать Силпи чăваш ялĕнче..." "Пурăнăçсем ах! аван Аслă Силпи ялĕнче!.." Поэмăна "Тăватă виле" сыпăк вĕçлет, "Михетере вĕлернĕ, Мулне-мĕнне хăварман". "Пĕтнĕ мĕскĕн Сетнер те Усал вăрă пурттинчен". "Кăнтăрлапа пĕтĕм ял Пĕççисене шарт çапать, Нарспи виллине тупса Нимĕн тума аптăрать..."
Поэмăн пĕрремĕш йĕрки "Пуш уйăхĕн вĕçĕнче..." çĕнĕ çул пуçланнине, çĕнĕ пурнăç килессе систерет. Юлашки йĕрке "Шыв сапаççĕ тăприне” сарăмсăр вилесене çураçтарма туса ирттерекен йăлана аса илтерет. Силпи ялĕ вырăнне виле тăпри тухса тăрать.
К.В.Иванов ăнланнă тăрăх "чăваш ялне” пĕтерекенни - укçапа эрех хуçаланакан тĕнче. "Анчах вăйлă этем те Хăй тĕнчине пăхăнать. Укçапала эрехех Çынна ăсран кăларать".
Ĕнтĕ çĕр çул ытла кашни чăваш "Нарспи” поэмăна вĕренсе ÿсет. Анчах "укçапала эрех” ăс-хакăлтан та вăйлăрах курăнать. Паян кăшт-кашт вĕренкеленĕ кашни чăвашах "çуллă çисе тутлă какăрасшăн ăнтăлса пурăнать". Философа та, ав, ăс-хакăл культури мар, пурлăх культури кăларса пар! Истори кирлĕ мар ăна. Çине тăрсах тăн парать мана, "Мĕн тума аппаланатăн авалхи çав историпе пустуй. Халăха каялла туртса пыратăн. Халăха малалла туртмалла. Пуян пурăнма вĕрентмелле!"
- Эсир пуян пурнăçа хирĕç-им вара?
- Çук! Эпĕ пуян пурнăçа нихăш енчен те хирĕç мар. Анчах та çын тени чи малтан ăс-хакăлтан пуян пулмалла. Мулĕ вара хăех ун патнелле туртăнма пуçлать. Укçа-тенкĕ ăс-тăнран малта тăма тытăнсан нихăçан та ырри пулмасть. Манăн никама та "тăпри çине шыв сапнине” кăтартас килмест.
- Эсир тĕрĕсех калатăр. Чăнах та, кашни чăваш ачи шкулта "Нарспи” поэмăна вĕренет. Калăр-ха, мĕншĕн К.Иванов идейисем чуна кĕмеççĕ?
- Эпир, чăвашсем, вулама пĕлсех каймастпăр. Пире сюжет хиврелĕхĕ кирлĕ, произведени /каçарăр та, "хайлав" сăмаха юратмастăп эпĕ/ идейи çинчен шухăшламастпăр та... Эпĕ коммунизм тунă тапхăрта вĕреннĕ шкулта. Анчах ун чухне те пире вĕрентекенсем "Нарспи” поэмăн тĕп идейи пирки нимĕн те каламан. Михетерпе Тăхтамана "пуян çын", "кулак” тесе тиркешкеленисем кăна аса килеççĕ.
Университетра вĕреннĕ вăхăтра В.Я.Канюков /тăпри çăмăл пултăр та/ "укçапала эрех” вăйлă çынна та пăхăнтарни çинчен каланисене аса илетĕп. Поэмăн тĕп тĕшши "Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен..." тенинче мар, "Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать" тенинче тесе ас тутаратчĕ. Анчах вăл та унтан шаларах кĕреймерĕ пулас. "Çĕнĕ йĕрке” пуçлансан пирĕн литература тĕпчевçисем ытларах Нарспипе Сетнер вăрманта мĕн айкашни пирки тавлашма пуçларĕç.
Чăваш литературине шкулта çиелтен кăна вĕрентетпĕр-çке. Çавăнпа К.В.Иванов асăрхаттарнă хăрушлăх çинчен аса та илместпĕр.
- Эсир К.Ивановăн идейине хăçан ăнкарса илтĕр?
- Ăна эпĕ мар, Илпек Микулайĕ шухăшласа çитнĕ. Ас тăватăр пуль-ха. Эпир вĕреннĕ вăхăтра чăваш уйрăмĕнче "Çилçунат" литература пĕрлешĕвĕ пурччĕ. Хамăр каларăшле, "çилхи витĕр, çилхи витĕр çил вĕçтерсех çăрхалатчĕ". Пĕр хушă эпĕ те литпĕрлешÿ старости пулнăччĕ. Çавăн чухне "Çилçунат" ларăвне Илпек Микулайне чĕнсе илнĕччĕ. Вăл пире "Хура çăкăр” роман идейи мĕнле /чутах "çуралнине" теттĕм, Илпек шутсăр юратмастчĕ çав сăмаха кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пырса чикнине/ чăмăртанни çинчен каласа кăтартрĕ. "Манăн патриархаллă чăваш ялне "капитализм кулавкки" мĕнле майпа пăнтăхтарса янине, ăна аркатса пынине çырса кăтартас килчĕ", - терĕ вăл ун чухне. Сăпайлă çынччĕ те вăл - ку идейăна чи малтан К.В.Иванов, унтан Ф.П.Павлов, П.Н.Осипов литература каçалăкне пырса акнине те асăнса хăварчĕ.
- Николай Иванович, эпĕ сăнанă тăрăх - хальхи вăхăтра ют çĕр-шывсенчи тĕпчевçĕсемпе сирĕн пек анлă çыхăнса ĕçлекен урăх тĕпчевçĕ çук та пуль. Вулакана каласа парсамăр, хăш патшалăх тĕпчевçисемпе, камсемпе çыхăну тытатăр? Ăçта-ăçта пулса куртăр? Ăçта кайма хатĕрленетĕр?
- Каларăр та эсир... Хальхи саманара кам ÿркенмест - Канара кайса килме пултарать. Укçу кăна пултăр. Хăшĕсен, ав, хăрах ури Шупашкарта, тепри - тĕнчере... Пирĕн, ученăйсен, хайман тĕпĕсем хавшакрах та, тухсах çÿрейместпĕр çав. Хамăр çĕр-шывра та Хусантан аяккарах кайма укçа çук... Командировка укçи.
- Кăшт шахвăртатăр пуль-ха. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - пĕлтĕр эсир Турцире пулнă, маларах Китая кайса килнĕ... Казахстанран тухмастăр та теççĕ...
- Пулкалаççĕ ун пек ырлăхсем. Йыхравлакансем хăйсем тÿлесен командировкăна кайса килкелетĕп. Иртнĕ çулла Челябинскра пултăм, хамăр çĕр-шыври ĕçтешсемпе, Венгрирен килнĕ ученăйсемпе мадьярсемпе пăлхарсен хутшăнăвĕсем пирки калаçрăмăр. Хирте, Уелга кÿлли çумĕнче, улăп тăпри чаврăмăр. Венгрсен мăн аслашшĕсем авал Хĕвел анăç Çĕпĕрте пурăннă. Вĕсене унтан пирĕн мăн асаттесем VI-VII ĕмĕрсенчех çеçен хире илсе тухнă. Унтан хăйсемпе пĕрле анăçалла илсе кайнă... Чилепе çеçен хирĕсенче пирĕн мăн асаттесем нумай йĕр хăварнă... Кăнтăр Урал университетĕнче чаплă археологи музейĕ йĕркеленĕ. Унта С.Г.Боталов археолог огурсен /авалхи чăвашсен/ артефакчĕсене пухса уйрăм стенд-витрина йĕркеленĕ. Археологсем чавса тупнă пуç шăммисене пăхса авал Чилепе хирĕсенче пурăннă çынсен сăнĕсене те реставрациленĕ. Пĕр мăшăр огур та - арçынпа хĕрарăм кĕлеткисем - пур. Айне «огурсем» тесе çырнă та - тăвана курнă пекех савăнса кайрăм.
Маларах Челябинскра «Гунн форумĕ» пулнăччĕ, пĕлтĕр вара иккĕмĕш хут «Мадьяр симпозиумĕ» иртрĕ, кăçал татах тепĕр хут «Гунн форумĕ» пулать. «Мадьяр симпозиумĕ» малалла черетпе Венгрире, Казахстанра, Тутарстанта, Пушкăртстанра, унтан татах Чилепере иртмелле.
Конференци материалĕсене пысăк кĕнекесем туса кăларчĕç. Статьясене туллин, кĕскетмесĕр пичетленĕ. Çулталăк вĕçне кĕнекесене тÿлевсĕрех ярса пачĕç. Çул укçи, хăна çурчĕ, апат-çимĕç - йăлт хуçасенчен.
- Эсир темиçе хутчен те Китайра пулнă. Унта кайса килме çул укçи те хаклă... Мĕнле кайса çÿретĕр?
- Уй, Китая кайма Хусана кайса килнинчен те канас. Акă, пĕлтĕр эпĕ Хусанта тăватă хут та пултăм. Кашнинчех хамăн укçапа кайса килнĕ. Раштавра Хусан хыçĕнче XVIII ĕмĕрчченех пурăннă чăвашсем пирки «çавра сĕтел» пулчĕ. Унта А.В.Кузнецов хăйĕн машинипе лартса кайса килчĕ.
Китай çулне йăлт хăйсем тÿлеççĕ. Çулне кăна мар, хăна çуртне те, апат-çимĕçне те, экскурсисене те... Юлашки хут Урумчине кайса килтĕм. Унта Хĕвел тухăç Туркестан историйĕпе пысăк конференци иртрĕ. Пирĕн çĕр-шывра Совет Союзĕн саманинче те ун пек пысăк конференци пулнине ас тумастăп. Ăçтан кăна пухăнман унта тĕпчевçĕсем, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Казахстанран, Узбекистанран, Кăркăсстанран, Турцирен, Индирен, Корейăран, Японирен... Икĕ эрнене яхăн Синьцзян кăтартса çÿрерĕç. Урумчирен Копенгара авалхи Аслă Пурçăн çулĕпе илсе кайрĕç... Ан хăрăр, тĕве караванĕпе мар, чаплă автобуссемпе. Çул пĕр енче - Тянь-Шань тăвĕсем, тепĕр енче - Такла-Макан пуш хирĕ. Çул çинче виçĕ талăк пултăмăр, Куча тата Аксу хулисенче çĕр каçрăмăр. Китайра хăнасене пилĕк çăлтăрлă хăна çурчĕсене кăна вырнаçтараççĕ иккен. Юлашки каç Кашгар хулинче çĕр каçрăмăр. Ирхине Кашгар Махмудне халалланă музей комплексне илсе кайрĕç...
- Кашгар Махмучĕ кам вара вăл? Вулакансене кĕскен каласа параймăр-и?
- Тĕрĕк халăхĕсенчен тухнă пĕрремĕш филолог, чĕлхеçĕ, фольклорист, лексикограф... Пин çул авал пурăннă тĕрĕк ăрăвĕсен чĕлхисене тĕпчекенĕ. «Тĕрĕк чĕлхисен пуххи» /«Диван лугат ат-тюрк»/ ятлă пысăк словарь авторĕ. Сăмах май каласа хăварам, словаре пăлхар тата сăвар сăмахĕсем те кĕнĕ. Вĕсене Махмуд Вăтам Азире суту-илÿ çÿретнĕ усламçăсенчен илтсе çырса илнĕ.
Кашгар Махмучĕ тĕрлĕ йăха - огузсене, уйгурсене, караханидсене, кыпчаксене, чигилсене, ягмасене, аргунсене, кăркăссене, туркменсене, пăлхарсемпе сăварсене - тĕрĕксем тесе пĕр тăван халăхсен йышне пĕрлештерсе тĕпченĕ пĕрремĕш тюрколог. Ларма-канма пĕлмесĕр тĕнче касса çÿресе тĕрĕк халăхĕсене хăй курса, хăй калаçса-паллашса, кĕретĕн тĕпченĕ çул çÿревçĕ. Çирĕм çул ытла пуçтарнă вăл хăйĕн словарьне кĕрсе юлнă материалсене. Караханидсен династийĕнчен тухнă патша ывăлĕ тата «Тĕрĕк чĕлхисене тĕпчесе вĕренмелли грамматикăпа словарь» те çырса хăварнă. Анчах ку ĕç халĕччен тупăнман-ха.
- Кашгар Махмучĕ хăçан пурăннă?
- 2008 çулта тĕнчери тюркологсем Махмуд Кашгари çуралнăранпа 1000 çул çитнине уявларĕç. Вăл çула ЮНЕСКО Кашгар Махмучĕн çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. «Диван лугат ат-тюрк» словаре вăл 1072-1074 çулсенче çырнă. Синьцзянра пурăнакан уйгур тусăмсем Али Гонурпа Ахмед Телет тăрăшнипе Кашгар Махмучĕн пинмĕш çулĕнче унăн тăпри çинче пулса куртăм.
Кашгарта Махмудпа пĕр вăхăталлах пурăннă Баласагун Юсуфĕн мавзолейĕ те пур. Çакă аслă икĕ тĕрĕк ăслайĕсем пурăннă вырăнсене çитсе курни манăн тарам пурнăçри чи пысăк уяв пулчĕ-тĕр.
Кашгартан Урумчие вĕçнĕ чухне Стамбулти Таса София музейĕн директорĕпе калаçса пытăмăр. Вырăнсем юнашар пулчĕç те... Çине тăрса турккăлла калаçтарать. Стамбула хăнана чĕнчĕ. Таса Софийăра унта Аслă Пăлхар патшалăхне туса хунă Кубрат хана тĕне кĕртнĕ. Пирĕншĕн сăваплă вырăн. Унтах Кубратăн Органа ятлă тăванне шыва кĕртнĕ...
- Стамбула та çитсе килтĕр пуль-ха?
- Стамбул - пăлхар-чăвашсен авалхи историйĕнче паллă вырăн йышăнса тăнă хула. Унта кашни чăвашăн çитсе курма тăрăшмалла. Стамбулта эпĕ пуçласа 1994 çулта пултăм. Мармара университечĕ тĕрĕк чĕлхисен алфавичĕсем пирки конференци ирттерчĕ ун чухне. Çавăнта чĕнсе илнĕччĕ. Юлашки хут пĕлтĕр... Э, чим-ха... Виçĕм çул пулать ĕнтĕ кăçал... Вăт вăхăт иртет. Сиссе те юлаймастăн.
- Каллех наука конференцине кайрăр-и?
- Темле каламалла... Виçĕм çул раштав уйăхĕнче мана Анкара хулине Казахстанăн Турцири элчĕлĕхне чĕнсе илчĕç. Унта Халăхсен хушшинчи тĕрĕк академийĕн малашнехи ĕçĕсене сÿтсе явма йыхравланăччĕ. Астанаран академи ертÿçисем, Анкараран Тĕрĕк чĕлхи пĕрлешĕвĕн ертÿçисем, университет пуçлăхĕсем пухăннăччĕ. Тĕрĕк академийĕн пуласлăхĕ пирки калаçрăмăр, тюркологири çивĕч ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Малашне пĕрле ĕçлемелли çулсене палăртрăмăр. Тĕрĕк академийĕн 2013 çулта статусĕ улшăнчĕ, вăл Халăхсен хушшинчи тĕрĕк ăслайĕсен академийĕ пулса тăчĕ. Ăна Турци, Казахстан, Азербайджан тата Кăркăсстан пĕрле тытса тăма пуçларĕç. Çавна май Академин стратегийĕпе тактикине çĕнетсе анлăлатмалла пулчĕ...
Анкарара тĕрĕк халăхĕсен культурине тĕпчекен, аталантаракан тата пропагандăлакан «Тюрксой» ятлă организаци пур. Чăвашла куçарсан вăл «Тĕрĕк тăванлăхĕ», «Тĕрĕк йышĕ» тенине пĕлтерет. Тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен культурине аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем тăвать. Акă пĕр тĕслĕх. ЮНЕСКОпа пĕрле «Тюрксой» 2010 çулта тĕнчери мĕн пур тĕрĕк халăхĕсен коллективĕсене пухса «Науруз» уявланă. Ăçта тетĕр. Францирен тытăнса Америка таранах. Художниксене, скульпторсене, фотографсене пухса тĕрлĕ тĕрĕк çĕр-шывĕсене тухса ирттернĕ пултарулăх форумĕсене асăнса тухма ятарлă пысăк статья çырас пулать.
«Тюрксой» «Çухалас хăрушлăх пур тĕрĕк чĕлхисем» пысăк проект хатĕрленĕ. Çав проектра чăваш чĕлхи те пур. Чăваш чĕлхине пирĕн пата килсе вĕренсе кайнă Огуз-хан Дурмуш профессор çырса кăтартать... Такам та пăшăрханать чăваш чĕлхи шăпишĕн... Чăвашсемсĕр пуçне. Тĕлĕнмелле!
- Мĕншĕн эпир нимĕн пĕлмесĕрех ларатпăр? Чăваш ăстисем хутшăнман-им çав мероприятисене?
- Чăваш Республики паян «Тюрксоя» кĕмесĕр юлнă пĕртен пĕр патша..., каçарăр, çĕр-шыв. Эпир «хамăр пит паттăр, пит паттăр»... Çавăнпа пирĕн культура «çÿллĕ шайра»...
Анкарара пулнă кунсенче «Тюрксоя» кунсерен тенĕ пекех кĕрсе çÿрерĕм. Ырлăха - манăн хăна çурчĕ юнашарахчĕ. «Тюрксой» ертÿçисем Дюсен Касеинов, Аскар Турганбаев, Фырат Пурташ Анкарари культура деятелĕсене, çав вăхăтра Анкарара пулнă казах, азербайджан, уйгур, кăркăс, карачай сăвăçисемпе культура ĕçченĕсене пухса тĕл пулу тата пресс-конференци йĕркелерĕç. «Тюрксой» ирттерекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнтарчĕç, Турци Республикин культура министрĕпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Эпĕ Анкарара пулнă вăхăтра азербайджансен паллă драматургĕ М.Ф.Ахундов çулĕ вĕçленнине палăртса ирттерекен мероприятисем пыратчĕç те мана Азербайджанран килнĕ тĕпчевçĕсемпе паллаштарчĕç, наука конференцине явăçтарчĕç...
Эрнерен Л.Н.Гумилевăн 100 çулне халалланă пысăк конференци палăртнă пулнă. Раççейрен хутшăнакан сахал пулнăран доклад тума манран ыйтрĕç. Командировкăна вунă куна тăсса пачĕç.
- Эсир Анкара университечĕсенче лекцисем вуланă терĕр...
- Турцире манăн тус нумай, эпĕ вĕрентнĕ студентсем те пур. Халь вĕсем хăйсем профессорсем ĕнтĕ. Казахстан элчĕлĕхĕнчи ларусем хыççăн мана тĕрлĕ университета преподавательсемпе, профессорсемпе, студентсемпе, аспирантсемпе тĕл пулма йыхравларĕç. Çапла вара Анкара, Гази, Хаджеттепе университечĕсенче лекцисем вулама, тĕл пулусем ирттерме лекрĕ.
Пурне те каласа пĕтереймĕн. Кашни тĕл пулу пирки уйрăм статья çырма пулать. Уйрăмах асра юлнă самантсене асăнмасăр иртме çук. Хаджеттепе университетĕнче тĕлĕнмелле ăслă та ырă «чăваш» Эмине Йăлмаз /хĕр чухне Джейлан/ ĕçлет. Вăл «Чăваш ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем», «Чăваш чĕлхин нумай самантлă сасă пĕлĕвĕ» /«Чăваш чĕлхин сасă историйĕ»/, «Чăваш чĕлхи морфологийĕн историйĕ» кĕнекесен авторĕ. Вăлах тата К.В.Ивановăн «Нарспи» поэмине турккăлла куçарнă, поэмăра тĕл пулакан сăмахсен словарьне хатĕрленĕ, вĕсене пĕр кĕнеке туса кăларнă. Халĕ турккăсем «Нарспие» чăвашла та, турккăлла та вулама пултараççĕ. Турккă вулаканĕ поэма кĕвĕлĕхне лайăх туйса илтĕр тесе Эмине Йăлмаз чăвашла текста латин сас паллисемпе транскрипцилесе панă. Шел, Чăваш Ене пĕрре те килсе курман-ха вăл. Шупашкара чĕнсе илсе кĕнекисене халăха кăтартсан /презентацилесен/ аван пулмалла та... Ырă çынсене тав тума пĕлейместпĕр çав.
Хаклă тепĕр тĕл пулăва асăнса хăварас килет. Унта кĕтмен çĕртен хальхи вăхăтри паллă тюркологпа Марсель Эрдалпа паллашма тиврĕ. Халĕ пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр. Мана хăйĕн кĕнекисене ярса пачĕ. Хăй вăл Германире пурăнать, вăхăтлăха Турцие ĕçлеме пынă.
Гази университетĕнче маттур та хастар тепĕр «чăваш» - Фейзи Эрсой - ĕçлесе пурăнать. Пĕртте турккă пек хивре мар, каснă-лартнă чăваш пек. Вăл чăвашсен улăп халапĕсен пуххине чăвашла тата туркăлла куçарса пичетленĕ. Турккă студенчĕсене вĕренме пысăк, 490 страницăллă «Чăваш чĕлхин грамматики» пичетлесе кăларнă. Гази университетĕнче тĕнчипе паллă тюркологпа чăваш чĕлхин историйĕ пирки нумай калаçса лартăмăр. Унтан вăл хăйĕн аспиранчĕсене, çамрăк преподавательсене пуçтарчĕ те - авалхи тĕрĕк историйĕн тавлашуллă ыйтăвĕсене сÿтсе яврăмăр...
Анкарара манăн лайăх тусăм Дурмуш Арык пурăнать. Вăл чăваш тĕнне тĕпчет. Пĕр 20 çул ĕлĕк Шупашкара килсе вĕренсе кайрĕ. Хам та вĕренткеленĕ-ха ăна. Унтанпа та курманччĕ... Анкара университетĕнчи тĕл пулу хыççăн эпир Ибрагим Арыганпа /каллех манăн студент пулнăскер/ кĕнеке лавккине кайма тухрăмăр. «Кăзăл ай» лапамĕ урлă çĕр айĕпе каçса пыратпăр... Такам мана ятран чĕнет. «Кам пур-ши вара кунта мана паллакан.» тетĕп. Дурмуш Арык пулах кайрĕ. Курмасăрах каятăп пуль тенĕччĕ. Турă пурах иккен. Миллионлă хулара пĕр çĕре çавăрса çитерчĕ... Дурмуш Арык мана хăй çырнă «Христианлантарнă тĕрĕк халăхĕсем /Чăвашсем/» кĕнекине парнелерĕ...
«Çапла-а-а вăл пурнăç!..» - текелет вара кун пек чух ман Огузхан тусăм. Турцире пурнăç та пурнăç мар, утне савăнăç...
- Анкараран Стамбула мĕнле çитрĕр тата?..
- Ярапланпа, тăванăм, ярапланпа... Самолетпах илсе çитерчĕç. Татах «Тюрксой» айăплă.
Л.Н.Гумилева халалланă конференцие юлма килĕшрĕм те... Пушă вăхăт тупăнчĕ. Атя, Каппадокина илсе кайса кăтартатпăр сана теççĕ. Каппадоки хитре вырăн-ха та... Тăвĕсем кăна мĕне тăраççĕ. Анчах Турцири вăхăта канса ирттерес килмерĕ. Анкарана манпа курса калаçма Кăрăкларэлирен Бюлент Байрам пынăччĕ. Вăл мана Стамбула, Халил Ачăлгезпа тĕл пулма чĕнсе хăварчĕ. Пыраймастăп тенĕччĕ те... Азербайджанран килнĕ туссем пулăшрĕç. Вĕсем М.Ф.Ахундов çулне Айдын университетĕнче вĕçлеме палăртнă иккен. «Тюрксой» билетсене улăштарса пачĕ, Стамбулра хăна çурчĕ броньăларĕ... Вĕçрĕмĕр те кайрăмăр. Айдын университетĕнче конференцире калаçнă хыççăн студентсемпе тĕл пулма илсе кайрĕç. Чăваш халăхĕн историйĕ çинчен лекци вуласа патăм. Ыйтусем, ыйтусем... Çав хушăра Бюлент Байрампа Огузхан Дурмуш пырса кĕчĕç... Çав кунах Стамбул университетне çитрĕмĕр. Унта Тĕрĕклĕх ăслайĕсен институтĕнче тĕл пулу ирттертĕмĕр, малашне ĕç пĕрлĕхĕ йĕркелесси пирки калаçрăмăр.
Стамбул университетĕнче мана Н.Ф.Катанов библиотеки тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Тĕл пулăва Казахстанран пынă çамрăк тĕпчевçĕсен ушкăнĕ те хутшăннăччĕ те - пире библиотекăна пĕрле илсе кайрĕç. Н.Ф.Катанов библиотекине уйрăм пÿлĕм панă. Тимĕр алăклă, чÿречесемсĕр тĕттĕм пÿлĕм. Кĕнекесене хĕвел çиесрен. Библиотекăна виçĕ çын пăхса тăрать. Кашни кĕнекене, журнал пуххине туллатнă /переплетлатнă/. Томсем çÿлĕксем тăрăх ретрен тăрса кайнă. Салтак пулкки пек. Тавраллах Н.Ф.Катанов сăн ÿкерчĕкĕсем, сĕречĕсем /портречĕсем/. Ал çырăвĕсене икĕ пысăк сейфра тытаççĕ, вĕсене библиотекăна пăхса тăракансем те ал хапăл уçса илеймеççĕ. Çăраççисем виçĕ çын аллинче... Кĕскен каласан - банкри пек... Китая кайсан авалхи документсене мĕнле тирпейлĕ упранине курса тĕлĕннĕччĕ.
Эпир ăс-хакăл пуянлăхне халĕ те хаклама пĕлейместпĕр. Ал çырусене эпир никама кирлĕ мар çÿпĕ купи хакне те хумастпăр. Ăçта пирĕн, калăпăр, М.Р.Федотов библиотеки, И.А.Андреев архивĕ, Н.П.Петров фончĕ. Ăслă çынна пурăннă чухне те, вилсен те хаклама пĕлместпĕр. Атту ăна! Манран ăслă. Манран малта пырать. Мана хупласа тăрать!..
- Турцире апла мар-тăр ĕнтĕ?
- Турцире-и? Килте кам эпĕ?.. Ниме тăман шăкăр-макăр. Темскер сÿпĕлтетет унта чăваш чĕлхи пирки, чăваш культури пирки... Таçта темскер çыркалать...
Турцире манăн тахçан журналсенче пичетленсе тухнă статьясене тупса куçараççĕ, пичетлеççĕ, вулаççĕ... Студентсене вĕрентеççĕ. Турцире эпĕ Тĕрĕк чĕлхи пĕрлешĕвĕн хыпарлавçи, виçĕ университетра тухса тăракан журналсен редакци канашĕн членĕ, Тĕрĕк чĕлхи пĕрлĕхĕ кăларакан сериллĕ изданисен редколлеги членĕ...
Турцире, ав, хăна çуртне пырса илеççĕ, лартса каяççĕ, лартса килеççĕ, çавăтса çÿреççĕ... Каçхине Стамбул кăтартса çÿрерĕç. Тепĕр кун Таса Софийăна, «Топ капына» /чăвашла «Тупă хуппи» тени пулать/, Стамбул Кремльне, Турккă султтанĕсем пурăннă керменсене кăтартрĕç. Таса София музейĕн директорĕ хăй хирĕç тухса кĕтсе илчĕ, ахаль çынсене кĕртмен вырăнсене кăтартса çÿрерĕ...
Нумаях пулмасть Турци телекуравĕнчен манран интервью илме ятарласа пĕр ушкăн килсе кайрĕ. Вĕсене чăваш историйĕ кăсăклантаратчĕ те - Наци музейĕнче ÿкересшĕн пулчĕç. Аран-аран директор кабинетне кĕркелерĕмĕр. «Лар» та, «тăр» та тени пулмарĕ. Кĕскен каласан мана - тахçан çак музейре директор ĕçне туса тăнă çынна - музее кĕртмерĕç. Урăх вырăн шырама тиврĕ... Уйрăмлăхне туйса илтĕр пуль тетĕп.
- Чим-ха, эсир турккăсем мăн кăмăллăрах терĕр мар-и-ха?
- Çапла. Китайсемпе танлаштарсан турккăсем, чăнах та, «мăнтăртарах» кăмăллă. Европа менталитечĕ витернĕ. Китайсем ача пек таса та ырă курăнаççĕ. Чăвашсем вара... «Кашни чăваш - хăй патша» тени ахальтен тухнă япала мар.
Татах Стамбула, Турцири чи европăланнă хулана, таврăнар-ха. Манăн Мармара университетне каймалла. Вăл Мрамор тинĕсĕн тепĕр енче Азире вырнаçнă. Ирхине 9 сехетре хăна çуртĕнчен лартса тухрĕç. Мрамор тинĕсĕ урлă паромпа каçрăмăр. Çанталăкĕ Стамбулла мар, сивĕ, йĕпе юр çăвать. Мана илме каçнă хуçасем кофе сĕнеççĕ. Паром каçнă çĕре машина кĕтсе тăрать. Турккăсем сехет пек тикĕс ĕçлеççĕ. Университета çитсен - деканата, унтан - ирхи апат, университет профессорĕсемпе тĕл пулу, студентсен умĕнче лекци. Мана акă мĕн тĕлĕнтерчĕ, кирек хăш университетра та студентсем çав тери хастар, ыйтусене хуравласа пĕтерме çук. Ыйтăвĕсем тата пĕринчен тепри ăслăрах. Турккă студенчĕсем, пĕр ÿстермесĕр калатăп, чăваш аваллăхне чăваш студенчĕсенчен нумай тарăнрах пĕлеççĕ.
- Мĕншĕн çапла пулса пырать?
- Пирĕн ăслă ачасем тем те вĕренеççĕ. Анчах ăслă ачасем Чăваш филологийĕпе историне каймаççĕ. Турцире - пачах тепĕр май.
- Мĕншĕн?
- Мĕншĕн тесен унта гуманитарисене технарьсенчен ытларах та тÿлеççĕ. Турци правительстви çакна лайăх ăнланса илнĕ, технологисене ютран та илме пулать, йÿнĕрехе те ларать. Гуманитарисене ютран илме çук. Мĕншĕн тесен вĕсен юнĕнче те, чунĕнче те, пуçĕнче те турккă лармалла.
В.НИКОЛАЕВА калаçнă
"Хыпар" хаçат редакцийĕ Н.И.Егорова 65 çул тултарнă ятпа саламлать.
Комментировать