Пушар хăрушсăрлăхĕ, çурхи пăтăрмахсем

1 Мар, 2014

Пушар мĕн тери пысăк сиен кÿме пултарни, çавна май хăрушсăрлăх йĕркине яланах пăхăнмалли çинчен тăтăшах калаçатпăр-çыратпăр, çапах вутпа çыхăннă инкек чылай пулать. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче вĕсен шучĕ пушшех ÿснĕ, вилнисен йышĕ те пысăкланнă. "Хĕрлĕ автан” ташлама пуçланăшăн айăплисем /ытларах чухне - эрех-сăрапа туслисем/ асăрхаттару сăмахĕсене ăса хывмаççĕ пулĕ çав. Асăннă ушкăнри çынсем тимсĕрлĕх хакла ларнине ăнланччăр тесен тата мĕн тумалла, кăçал çурхи ейÿ тапхăрĕ пирĕн республикăра еплерех иртме пултарĕ - çак тата ытти ыйтăва тишкерчĕç нумаях пулмасть ирттернĕ пресс-конференцире.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов тата республикăри чрезвычайлă лару-тăрупа граждан оборонин ĕçĕсен патшалăх комитечĕн /ГКЧС/ председателĕ Вениамин Петров паянхи лару-тăрупа паллаштарчĕç. Кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕччен республикăра 163 пушар тухнă /пĕлтĕр çак тапхăрта - 140/, 33 çын /21/ вилнĕ, 19-ăн суранланнă /13/. Яланхи пекех, "хĕрлĕ автан” пурăнмалли секторта ытларах алхасать. Анлă сарăлнă сăлтавсем - электрохатĕрсемпе тата кăмакапа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни, вутпа асăрханусăр пулни, çав шутрах - ÿсĕрле пирус туртни.

Чи хăрушши - вут-çулăмра çул çитмен ачасен пурнăçĕ татăлни. Пĕлтĕр малтанхи икĕ уйăхра ун пек инкек пулман, кăçал нарăс уйăхĕнче вара 5 ача вутра вилнĕ. Акă Патăрьел районĕнчи Хурама Тăварта икĕ хĕр пĕрчине çăлса хăварайман. Виçĕ тата тăватă çултискерсем вутран хăраса сĕтел айне пытаннă. Шел, кÿршĕ яла ĕçпе кайнă ашшĕпе амăшĕ те, инкек пирки пĕлсенех каялла таврăннăскерсем, кÿрши-арши те çунакан пÿртрен илсе тухайман пĕчĕкскерсене. Нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Шăхасанта пулнă инкек пирки нумайăшĕ илтнĕ ахăртнех. Йывăç çуртра тухнă пушарта 1989 çулта çуралнă хĕрарăм тата унăн 1-3 çулсенчи виçĕ ачи вилнĕ. Вениамин Петров каланă тăрăх - ку çемье ăнăçсăррисен шутĕнче тăнă, хĕрарăма амăшĕн прависĕр хăварма хатĕрленнĕ. Профилактика органĕсем ачасем мĕнлерех условисенче пурăннине пĕлнĕ. "Картишĕнче нимĕнле выльăх та çук, "фанфурик" савăчĕсем çеç купаланса выртаççĕ", - нумаях пулмасть мĕнлерех ÿкерчĕк курнине аса илчĕ Вениамин Иванович.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче район-хула ертÿçисемпе ирттернĕ видеоканашлура пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне сÿтсе явнă. Администрацисен пуçлăхĕсем районсенче пушар хуралĕн ĕçченĕсем халăхпа тĕл пулусем йĕркеленине, килсем тăрăх çÿренине, профилактика информаци материалĕсем валеçсе панине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев ăнăçсăр çемьесемпе ытларах ĕçлемеллине, ку ĕçе вĕсен кÿршисене тата пĕр урамра пурăнакансене явăçтарсан аваннине палăртнă. Çав канашлурах район-хула администрацийĕсене ял тăрăхĕсенче килсерен çÿремешкĕн вырăнти администраци тата пушар хуралĕн службин представителĕсенчен, депутатран, полицин участок уполномоченнăйĕнчен тăракан общество комиссийĕ туса хумалла тесе йышăннă. Ку комиссисене кашни хуçалăха кĕрсе çынсем йăлари электрохатĕрсемпе, газ оборудованийĕпе мĕнлерех усă курнине, кăмакасемпе мăрьесен, мунчасен тăрăмне, çурта мĕнпе хутса ăшăтнине тĕрĕслеме хушнă.

"Вут-çулăм алхаснăран вилнисен йышĕнче 13 пенсионер, 2 инвалид, ĕçлекенсем 3 çын, ниçта та вăй хуманнисем - 6. Çакă эпир граждансен хăш-пĕр категорийĕпе ĕçлесе çитерейменнине кăтартать, вĕсене пĕрре асăрхаттарнă та лăпланнă, тăтăшах кайса çÿремелле пулнă та çав... Пушар тухассипе кĕрешнĕ çĕре пĕтĕм халăха явăçтармалла тесе шухăшлатăп”, - терĕ ГКЧС председателĕ. Тепĕр самант çинче те чарăнса тăчĕ вăл, специалистсем халăхпа пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисем пирки инструктаж ирттерсен çынсене ятарлă журнала алă пусма сĕнеççĕ, хăшĕ-пĕри çапла тума килĕшмест иккен. Мĕнрен хăраççĕ-ши. Станислав Антонов тăтăшах ĕçекен çынсемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан кÿршисен те ăнлантару калаçăвĕсем ирттермелле терĕ. Паллă ĕнтĕ, хаяррине кăмăллакансем нумай чухне пÿртĕнчех е вырăнĕ çинчех пирус туртаççĕ, хăйсем çывăрса каяççĕ те текех нихăçан та вăранаймасса пултараççĕ. Ÿсĕрскерĕн килĕнче тухнă пушар кÿршĕсен çуртне те кĕл-кăмрăка çавăрас хăрушлăх пысăк. Станислав Юрьевич шкулсенче уçă уроксем ирттернин усси пуррине палăртрĕ, ачасем пушар хуралĕн ĕçченĕсене тăрăшсах итлеççĕ, килĕсене кайсан хăйсене мĕн вĕрентнине ашшĕ-амăшне каласа кăтартаççĕ, аслисене чылай правилăна тепĕр хут аса илтереççĕ.

С.Антонов мунча кăмакисен тăрăмне тĕрĕслесех тăмаллине те аса илтерчĕ. Вăл е ку япала пирки иккĕленÿ çуралсан специалистсене чĕнсе илни вырăнлăрах пулнине каларĕ. Ведомствăсен пуçлăхĕсем çынсене пурлăхне страхламашкăн сĕнчĕç, çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнчĕç. Пушар нимĕн те хăварманнине пурте пĕлеççĕ, страховани компанийĕсем вара инкек тухсан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма пулăшĕç.

Пресс-конференцире çанталăк çуркунне енне сулăнсан пулакан инкексем пирки те сăмах пуçарчĕç. Пăр çÿхелсех пынине, çавна май пулăçсен асăрхануллăрах пулмаллине аса илтерчĕç. Çăлавçăсем шыв-шур обĕекчĕсенче тăтăшах профилактика рейчĕсем ирттереççĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енре çынсем автомобильпех пăр айне анса кайнă тĕслĕхсем пулкаларĕç. Кăçал ун пек синкер пулман. Шел, Çĕмĕрле районĕнче пурăнакансем Чул хула облаçĕнчи Хмелевка çывăхĕнче инкеке лекнĕ, машинипех пăр айне анса кайнă, пĕри çеç çăлăннă, виççĕшĕ вара вилнĕ.

Çурхи тепĕр тема - ейÿ тапхăрĕ. Хăш-пĕр прогноз тăрăх - вăл пĕлтĕрхи шайра иртмелле. Çĕр çур метртан тарăнрах шăнман, юр хулăнăшĕ те вăтам, анчах вăл кăпăшка, çавна май вăл хăвăрт ирĕлет. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çурхи шыв-шур тапхăрне йĕркеллех ирттермешкĕн мĕн-мĕн тумаллине планланă ĕнтĕ. Кăçал Çĕрпÿсем ейÿрен хăрамаççĕ, унта пĕлтĕр хÿтĕлев сооруженийĕсем тума пуçланă, ĕç малалла пырать. Улатăрта пурăнакансен вара вăрăм кунчаллă атă е кимĕ хатĕрлесе хумалла ахăртнех, айлăм вырăнта вырнаçнă çуртсем патне кашни çуркунне тенĕ пекех шыв çитет-çке. Çапах пĕтĕмлетÿсем тума иртерех-ха, пуш уйăхĕнче юр çума та, сивĕсем хуçаланма та пултараççĕ.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.