Хура çуртран - шуррине

1 Мар, 2014

«Хыпар» хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче пичетленнĕ «Хура çуртран шурă пÿрте куçасчĕ» статьяра эпир граждансене авари пулма пултаракан кивĕ çуртсенчен куçарас ыйтусене çĕкленĕччĕ. Çавна май ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег МАРКОВ журналистсемпе курнăçнă май пуçарнă калаçу пирки шăпах асăннă тема тăсăмĕ темелле.

Олег Иванович ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юн кунхи ларăвĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли, граждансене кивĕ те юхăннă çуртсенчен куçармалли программăсене мĕнле пурнăçлани çинчен кĕскен доклад турĕ. Умĕн вара массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене çак ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ.

Министр палăртнă тăрăх - нумай хваттерлĕ çуртсене юсассине федерацин «ЖКХна реформăлама пулăшакан фонд çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн тунă йышăнăва тĕпе хурса пурнăçланă. Укçа-тенкĕ - «ЖКХна реформăлама пулăшакан фонд» патшалăх корпорацийĕн, республика бюджечĕн, вырăнсенчи бюджетсен тата граждансен хăйсен шучĕпе. Программăна пĕтĕмпе 22 муниципалитет йĕркеленĕвĕ хутшăннă. «Эпир нумай хваттерлĕ 126 çурта юсарăмăр, вĕсенче 19 пин ытла çын пурăнать. Программăна туллин пурнăçланă, çапла вара республика хăйĕн асăннă фонд умĕнчи обязательствисене пурнăçларĕ», - терĕ Олег Иванович.

Анчах ку ĕç вĕçленнине пĕлтермест. Кăçал çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕ çĕнĕ программăпа килĕшÿллĕн пулĕ. Республикăн капиталлă юсав çинчен калакан саккунне йышăннă, Министрсен Кабинечĕн тивĕçлĕ йышăнăвĕсем те пур. Халĕ юсавăн вăрахлăх - çитес 30 çуллăх - программине йĕркелес ĕç пырать. Унта республика территорийĕнчи юсав кирлĕ нумай хваттерлĕ мĕн пур çурт кĕрĕ.

Çĕнĕ программăна илес тĕк - ăна 2013-2017 çулсем валли çирĕплетнĕ. Сăмах 13,5 пин ытла çын пурăнакан нумай хваттерлĕ 859 çурт пирки пырать. Министр асăннă йышши программăпа 12-13-мĕш çулсенче те ĕçленине аса илтерчĕ - «ун чухне те республика хăйĕн обязательствисене туллин пурнăçланă».

Авари пулма пултаракан çуртсенчен граждансене куçармалли программăна Чăваш Енри 26 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен 23-шĕ хутшăнать. Тата 3-шĕ вара? «Патăрьел районĕнче çынсене куçармалли программăна 2013 çулта вĕçленĕ. Çавăн пекех Елчĕк районĕпе Çĕнĕ Шупашкар хули программăна хутшăнмаççĕ - унта кивĕ, юхăнса кайнă çурт-йĕр фончĕ çук», - хуравларĕ Строймин ертÿçи.

23 районпа хулара вара паянхи кун тĕлне тивĕçлĕ аукционсем ирттереççĕ - фондăн кирлĕ укçан 30% танлашакан пайне илнĕ. Ăçта ку ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрнĕ - укçан ытти 70% те илĕç, вăл республикăна килнĕ ĕнтĕ.

Министр Шупашкарта кăна çивĕчлĕх пуррине палăртрĕ, çакă ЖКХна реформăлама пулăшакан фонд çурт-йĕрĕн тăваткал метрĕшĕн 28,4 пин тенкĕ чухлĕ çеç укçа уйăрнипе çыхăннă. Шупашкарта вара паян тăваткал метрăн рынокри вăтам хакĕ 40 пин тенкĕ патнелле. Çавăнпа та министерство ку ыйтупа строительство организацийĕсемпе çине тăрсах ĕçлет. Çакна вĕсемпе РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви палăртнă хакпа хваттерсемпе тивĕçтермешкĕн калаçусем ирттереççĕ тесе ăнланмалла-тăр. Кирек мĕнле пулсан та министр «умри тĕллеве пурнăçласса» шанать.

Асăннă ыйту, сăмахран, тĕп хулари Богдан Хмельницкий урамĕнчи микрорайона та, строительство пыракан çĕнĕ ытти территорие те пырса тивет. «Богданка» тенĕрен, - унта программăна кивелнĕ нумай хваттерлĕ 59 çурт кĕрет - ыйтăва икĕ çул хушшинче татса памалла. «Ку çул-йĕрпе транспорт инфратытăмне аталантарма та кирлĕ», - ăнлантарчĕ Олег Иванович.


Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.