“101 çул пурăнма тиветех”

17 Сен, 2015

«Пĕррехинче çурхи лăпкă каç» юрра шăрантаракан Чăваш халăх артистне Иван Христофорова пĕлмен çын пур-ши? Çак тĕлĕнмелле илемлĕ юрра итленĕ чух миçе пин çын куççульне шăлман-ши? Чуна витерекен юрăсем парнеленĕшĕн Иван Христофорова куракансем тăвăллăн алă çупса, ура çине тăрса кĕтсе илеççĕ. Чăваш халăх юратăвне вăл сапăр сассипе, сăпайлăхĕпе, вашаватлăхĕпе, чун илĕртÿлĕхĕпе тивĕçрĕ. Вăхăт урхамахĕ чарăнми шав малаллах чупать. Эпир юратакан аксакалăн пуçĕ те шап-шурă «юрпа» витĕнчĕ. Апла пулин те вăл çамрăк чухнехи пекех пурнăç хакне туять, тĕл пулмассерен шÿтлесе кăмăла çĕклет, ачашшăн ыталаса чун ăшшине парнелет. Кăçал вăл 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Паян аслă тусăм «Чуна уçса калаçар» рубрика кĕрекинче хальччен никама каламан вăрттăнлăхсене уçма хирĕç пулмарĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.