Тăлăхсене - хваттер
Вăрнар район администрацийĕн опекăпа попечительлĕх секторĕн пуçлăхĕ Ольга Латифова пĕлтернĕ тăрăх - асăннă тытăмăн тĕллевĕ тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн черете тăратасси тата хваттерпе тивĕçтересси шутланать.
Хăйсене ятăн кĕтесе тивĕçеççĕ
Йывăр шăпаллă çамрăксен ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе район ертÿлĕхĕ тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Енĕш ялĕнче, тĕслĕхрен, пĕр çамрăк валли уйрăм пÿрт лартма тытăннă, Вăрнар поселокĕнчи Чернышевский урамĕнче кăçал нумай хваттерлĕ тепĕр çурт строительствине пуçланă.
«Черетре тăракансен йышĕ иртнĕ çул вĕçĕнче 54 çын юлнăччĕ, кăçал 62-ке çитрĕ, - тет Ольга Рахмоновна. - Халĕччен пирĕнтен пулăшу ыйтманнисем килме тытăнчĕç. Вĕсем 18 çултан иртнĕ ĕнтĕ, аслăраххисем те пур. 23 çул тултарманнисене черете тăрататпăр паллах. Çапах та хăшĕ-пĕрин ыйтăвне суд йĕркипе татса пама тивет. Чăн та, тăлăхăн пурăнмалли вырăн пур тăк тата ăна юрăхсăр тесе йышăнман пулсан хирĕçлетпĕр».
2012 çулта 18 çамрăка хваттер панă. 2013 çулта - 5 çынна. Унсăр пуçне Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕнче виççĕн социаллă найм килĕшĕвĕпе пурăнаççĕ.
Паянхи кун тĕлне тăлăхсен пысăк пайĕ поселокра тĕпленĕ: Симĕс /Зеленая/ урамри 7-8-мĕш çуртсенче, Нурăс салинчи Ленин урамĕнчи 50 А çуртра виçĕ хваттер уйăрнă, 21 А çуртра - пĕрре...
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ачасен правине сыхлас енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй В.Рафинов Вăрнар хула тăрăхĕнче кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулса тăлăхсем валли уйăрнă хваттерсене çитсе курнă, пурнăç условийĕсемпе паллашнă, вĕсем лайăххине палăртнă.
«Эпĕ аннерен вун пиллĕкре юлнă...»
Вăрнарта тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем валли Симĕс урамра туса лартнă 7-мĕш çуртра Алиса та хваттер илнĕ.
«Пире кунта питĕ килĕшет, - тет вăл. - Тăваттăн пурăнатпăр: мăшăрăм Алексей, хĕрĕмсем Аринăпа Камила тата эпĕ.»
Хваттерте çутă та таса. Лаптăкĕ пысăках мар пулин те хальхи йышши сĕтел-пукан, йăлара усă куракан техника, ача-пăча тетти валли те вырăн тупма пултарнă. Сăмах май, кашни тăлăха 36 тăваткал метрлă лаптăкран кая мар хваттерпе тивĕçтермешкĕн патшалăх 841500 тенкĕ уйăрать. Пурăнмалли çурт-йĕр рынокĕнчи хальхи хакпа танлаштармалли çук паллах. Апла пулин те районти строительство организацийĕ çак тĕллевпе çĕклекен çуртсене нихăш енчен те тиркемелли çук. Хваттере хатĕрлесе çитереççĕ вĕсем - алăка уçса кĕр те пурăнма пуçла. Ăна «тумлантарассишĕн» хуçин тăрăшмалла ĕнтĕ, чун туртăмне тата енчĕк йывăрăшне кура тĕрлĕ хатĕр туянса хăтлăх кĕртмелле.
Алиса Вединăн тăван кĕтесĕнче пурте пур темелле: хăй пĕчĕк ачасемпе ларнине пăхмасăр /асли - 2,6 çулта, кĕçĕнни - 1-ре/ ăна капăрлатма ĕлкĕрнĕ. Упăшки ĕçлемешкĕн республика тулашне каять, тăванĕсем те пулăшаççĕ.
Вăл 15-ре чухне амăшĕсĕр юлнă. Шăллĕпе иккĕшне Пăртасра пурăнакан кукамăшĕпе мăн аккăшĕ пăхса ÿстернĕ, шкултан вĕрентсе кăларнă. Халĕ кĕçĕнни училищĕре пĕлÿ илет, вăл та хваттер черетĕнче тăрать.
«Аннен аппăшĕ Валентина Николаевна мана пурăнмалли кĕтеслĕ тăвассишĕн тĕрлĕ инстанци тăрăх сахал мар чупрĕ. Хăйĕн çемйи пуррине пăхмасăр пире хÿтĕлессишĕн çунчĕ. Çак хваттере вăл çине тăнипе илме пултарнишĕн ăна чĕререн тав тăватăп», - тет Алиса. Малтанласа унăн ыйтăвне тивĕçтерме килĕшмен иккен, суд вара тăлăх майлă татса панă.
Тăван ашшĕпе /ăна хĕрĕпе ывăлĕ тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă/, аслашшĕ те Вăрнартах пурăнаççĕ, çывăх тĕпренчĕкĕсемпе пачах хутшăнмаççĕ, вĕсен пурнăçĕпе интересленмеççĕ.
«Ачасене телейлĕ çитĕнтерме ĕмĕтленетпĕр. Амăшĕн капиталĕн укçине хушса хваттере пысăклатма шухăшлатпăр», - тет çамрăк хĕрарăм.
Опекăпа попечительлĕх секторĕн пуçлăхне Алисăн ăнтăлăвĕ килĕшет. «Çемье аталанни, тĕрекленсе вăй илни, мал ĕмĕтпе пурăнни савăнтарать, - тет Ольга Рахмоновна. - Вăл патшалăх пулăшăвне тивĕçлипе хаклама пĕлни кăмăла çĕклет. Хăвăрах куратăр вĕт: хваттерте тирпейлĕ, илемлĕ. Хĕр пĕрчисене чунран юратни, вĕсемшĕн тăрăшни тÿрех сисĕнет».
Куккăшĕ пăхса ÿстернĕ
Мария Чăрăшкас Мăратра йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлнă хыççăн ывăл-хĕрĕн çăмăлах мар шăпи татах йывăрланнă. Аслисем çитĕннисен шутне кĕрсе пынă май ура çине тăнă-ха. Кĕçĕннине Шупашкарсем усрава илнĕ. Марийăн опекунĕ куккăшĕ пулса тăнă, унăн çемйинче çитĕннĕ вăл.
Социаллă хÿтлĕх пайĕн, опекăпа попечительлĕх органĕн специалисчĕсем те унăн кун-çулĕпе интересленнĕ. 18 çул тултарнă хыççăн ăна та çак çуртра хăйне ятăн хваттер панă. Халĕ вăл кунта хăйĕн çемйипе - мăшăрĕпе тата пилĕк çулти ывăлĕпе - пурăнать. Алексей çывăх çыннисене тулăх усрас тесе ĕçлеме ытти хулана тухса каять, Кирилл ача садне çÿрет. Мария техникумра технолога вĕренет тата кĕçех иккĕмĕш хут амăшĕ пулма хатĕрленет.
«Кунта питĕ килĕшет. Çак ырлăх-пурлăх пĕтĕмпех хамăрăн пулнине ĕненес те килмест. Тунсăхлама вăхăт çук. Тантăшсемпе хутшăнатпăр, хуняма-хунеçе патне çÿретпĕр, вĕсене çурхи-çуллахи вăхăтра дачăра пулăшатпăр», - тет Мария. Вăл та патшалăх хăйне хваттерпе тивĕçтернĕшĕн чĕререн савăнать.
Валентина СМИРНОВА.
Вăрнар районĕ
Комментировать