Евросоюзри çĕршывсем вырăнне - урăххисем
Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан Раççейре урăх çĕршывсенчен тавар кÿрсе килесси - 40:, Евросоюзри çĕршывсенчен 60: чакнă. Тавар калăпăшĕн çухатăвне шалти производствăн ÿсĕмĕ кăштах саплаштарнă. Çакăн çинчен «Ялхуçалăхĕнче чикĕ леш енчен тавар туянас вырăнне хамăр патăмăрта туса кăларни: мифсем тата чăнлăх» темăпа «Раççей паян» МИАра иртнĕ пресс-конференцире Росстат ертÿçин заместителĕ Константин Лайкам пĕлтернĕ.
Мероприятие Федераци Канашĕн Аграрипе апат-çимĕç политики тата çутçанталăкпа усă курас енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Геннадий Горбунов, Патшалăх Думин Аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Надежда Школкина, Раççейри Г.В.Плеханов ячĕллĕ экономика университечĕн ăслăлăх ертÿçи Сергей Валентей хутшăннă. Экспертсем ялхуçалăхне йывăр лару-тăрура малалла епле аталантарасси çинчен калаçнă.
Росстат пĕлтернĕ тăрăх - 2015 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан ют çĕршывсенчен шăнтнă какай - 30:, сысна ашĕ - 44:, кайăк-кĕшĕк какайĕ кÿрсе килесси 52: чакнă. Чикĕ леш енчен сивĕтнĕ чĕрĕ пулă - 3 хут, шăнтни 40: сахалрах килнĕ. Сĕт юр-варĕпе те лару-тăру çакнашкалах - кăтарту 20-30: пĕчĕкленнĕ, сырпа тата тăпăрчпа - 45:.
Константин Лайкам каланă тăрăх - Европăри çĕршывсем вырăнне НПППри, Латинла Америкăри патшалăхсем, Китай йышăнаççĕ. Евросоюз пире сырпа тата тăпăрчпа тивĕçтересси 14 хут чакнă, çав вăхăтрах Уругвай - 10, Арменипе Швейцари - 2 хут, Белорусси пĕрре виççĕмĕш пай ытларах сутаççĕ.
Пулă тата унран хатĕрленĕ çимĕçре Норвеги вырăнне Чили, Китай, Перу, Эквадор, Фарер утравĕсем тÿпе хываççĕ. Пулăн таса аш импорчĕ 31: сахалланнă, пире унпа Япони - 18, Чили - 16, Индонези 4 хут нумайрах тивĕçтереççĕ.
Раççейре юлашки вăхăтра сысна тата кайăк-кĕшĕк ашне ытларах туса илме тытăннă. Пĕлтĕр вăл - 6,1:, кăçал 5,4: ÿснĕ. 2014 çулта сыр 14,1: нумайрах туса илнĕ. Надежда Школкина палăртнă тăрăх - аграрисем шалти рынока продукципе тивĕçтерессишĕн тăрăшнă вăхăтрах Китайпа, Вьетнампа, араб çĕршывĕсемпе туслă çыхăнусем йĕркелеççĕ. Шел те, импорт калăпăшĕн çухатăвне пур енĕпе те саплаштарма май килмест. 2010 çулпа танлаштарсан ĕне выльăх ашне - 5,5:, сĕте 4,2: сахалрах туса илеççĕ. «Апат-çимĕç рынокĕнче нимĕнле хăрушлăх та палăрмасть, анчах пысăк тимлĕх уйăрмалли самантсем те пур, - çирĕплетнĕ Сергей Валентей. - Хамăр туса илекен паха вăрлăх çителĕксĕр, парăмсене вăхăтра тавăрса памаççĕ, кадр ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч, ялхуçалăхне техникăпа тивĕçтерес ыйтăва вăраха ямасăр татса памалла».
Ялхуçалăх организацийĕсенче юлашки çур çулта финанс енчен ырă улшăнусем пур: тупăш ÿснĕ, тăкак тÿсекенсен йышĕ 3,5: сахалланнă, сутăнакан таварсен тупăшлăх шайĕ хăпарнă.
Ялхуçалăхне аталантармалли программа хатĕрлеме статистикăн шанчăклă кăтартăвĕсем кирлĕ. Пысăк тата вăтам хуçалăхсем пĕрле мĕнпур продукцийĕн 38 процентне çеç туса хатĕрлеççĕ. Çав вăхăтрах ял çыннисем - 42:. Хăшпĕр культура çитĕнтерессипе вĕсем 80: таранах тÿпе хываççĕ. Пĕтĕм Раççейре 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен пыракан ялхуçалăх çыравĕ ялхуçалăх статистикин пахалăхне палăрмаллах лайăхлатма пулăшĕ. Вăл статистикăри тĕлĕнмелле пысăк тĕпчев ĕçĕ пулĕ. Çĕршыври ялхуçалăх организацийĕсемпе предприятийĕсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсене, çавăн пекех уйрăм çын хуçалăхĕсене те тĕплĕн шута илĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ