Лицей никама та кирлĕ мар-и?
Шупашкар хула администрацийĕ 4-мĕш лицейре халăх итлевĕ ирттерчĕ. Сÿтсе явнă ыйту - Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци лицей-интернатне, муниципалитетăн бюджет учрежденине, çĕнĕлле йĕркелессин малашлăхĕ.
Лицее Чăваш АССР Композиторсен союзĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Унăн кунçулĕ çăмăл пулман. Акă мĕн палăрчĕ: 2007 çулта ăна республика пăхăнăвĕнчен Шупашкар хулине панă иккен. Вĕренÿ тата культура министрĕсем çакна хирĕçлемен. Пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме вырăн пушатмалла пулнă ĕнтĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн, вĕренÿ министрĕн заместителĕсен А.Салаевăпа С.Петровăн сăмахĕнче çакă сисĕнчĕ: республикăри районсенчи ачасене хула вĕрентме тивĕç мар, районсенче хăйсенче талантлă ачасемпе ĕçлекен центрсем йĕркеленĕ.
Тĕлпулăва килнĕ ашшĕ-амăшĕ те, лицей микрорайонĕнче пурăнаканскерсем, ачасем интернатра мар, çемьере çитĕнме тивĕç теме пăхрĕç. Вĕсем аслă вырăс поэчĕ Александр Пушкин та интернат йышши лицейре çитĕннине маннă пулас.
С.Петрова калаçăвĕ те уçăмлă пулмарĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - лицей çĕнĕ форматпа ĕçлĕ, ыйтăва суйлав умĕн хăшĕсем ахалех политикăпа çыхăнтараççĕ-мĕн. Ку кăвайт çине краççын сапнă пекех пулчĕ. Тĕрĕссипе, чăннипех политика ыйтăвĕ вĕт - наци политикин ыйтăвĕ.
Хула администрацийĕ лицейре ку микрорайонти ачасем валли вырăн çуккипе вĕренÿ процесне тепĕр хут пуçарма май çук текен пĕтĕмлетÿ тунине пĕлтĕмĕр. Министр заместителĕ те çакăнпа килĕшет: вăл патшалăх ĕçченĕн шайĕпе шухăшласа наци культурине кирлĕ талантсемшĕн тăрăшнине ĕнентереймерĕ.
А.Салаева вара администраци лицей çуртне юсама йышăнни çинчен пĕлтерчĕ - çак ĕçе 4-мĕш лицей директорне шаннă. Чăн та, итлевре лицей директорĕпе Ю.Ивановпа паллаштарчĕ. Г.С.Лебедев ячĕллĕ тата 4-мĕш лицейсене пĕр вĕренÿ заведенине пĕрлештерес ыйтупа пухăннисене сасăлаттарчĕç. Лебедев ячĕллĕ лицейре вĕрентнисем каланă тăрăх - пĕрлештерессишĕн 4-мĕш лицей вĕрентекенĕсем тата унта çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ сасăларĕç. Ыйтăва татса пама пĕр ен кăна хутшăннине кура тепĕр ене те - пултарулăх союзне тата коллектива, республикăри районсене - Правительство шайĕнче итлес текен сĕнÿ пулчĕ.
Пултаруллă ачасен республика шайĕнчи наци лицейĕ кирлĕ-и? Çак ыйтăва тĕлпулăва хутшăннисем тĕрлĕ енлĕн сÿтсе яврĕç. Пĕрисем каланă тăрăх - вĕрентÿ çинчен калакан саккунра «пултаруллă ачасем» ăнлав çук, апла-тăк лицей те кирлĕ мар. Теприсем университетсен çумĕнче шкулсем йĕркелени, талантлă ачасене лицейсăрах шкул ачисен олимпиадисенче тупса палăртни пирки сăмахларĕç. Мĕнпур ача талантлă, анчах кашнийĕн уйрăмлăхсем пур, лицей вара вĕсене тупса палăртма, аталантарма тивĕç.
Чăваш Ене наци республики пулса çирĕпленме, унăн культурине, наукине, халăх хуçалăхне аталантарма тивĕçлĕ кадрсем кирлĕ пулнă, вĕсене тĕрлĕ майпа хатĕрленĕ. Пединститут, коммуналлă техникум, коопераци, электромеханика техникумĕсем, тĕрлĕ профильлĕ училищĕсемпе шкул-интернатсем çуралнă. Унтан - Чăваш патшалăх университечĕ, гуманитари наука-тĕпчев институчĕ, релестроенин проектпа технологи, Чăваш ялхуçалăх наука-тĕпчев институчĕсем... Кадрсем кирлипех Шупашкарта физикăпа математика интерначĕн никĕсĕ çинче педучилище йĕркеленĕ, физикăпа тата математикăпа вĕрентессине Министрсен Канашĕ Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицее шаннă. Кайран çакăншăнах лицее профильпе килĕшÿллĕн ĕçлемест тесе айăпланă. Унта пулас архитекторсене те хатĕрленĕ.
Ман шутпа, республикăна нумай профильлĕ, ачасене уйрăммăн хатĕрлекен наци лицейĕ кирлĕ. Унта ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне - архитектура, литература, наукăпа техника, музыка тата ытти енĕпе - тупса палăртмалла, аталантармалла. Çав ачасем лицей хыççăн университетсене, консерваторисене вĕренме кĕмешкĕн пултарччăр - Балтика тăрăхĕнчи республикăсенчи пек. 5 çул каялла Мордовире те талантлă ачасем валли ятарлă шкул уçнă. Унăн воспитанникĕсем халĕ пĕтĕм тĕнчери конкурсра физика енĕпе малти виçĕ вырăна йышăннă.
Итлеве хутшăннисенчен хăшĕ-пĕри талантлă ачасемпе районсен хăйсен ĕçлемелле теме те именмерĕ. Тĕрĕссипе, ялпа хула, республикăпа хула, культурăпа вĕрентÿ интересĕсен хирĕçтăрăвĕ куçкĕрет палăрчĕ. Чăн та, А.Салаевăпа С.Петрова çакна йышăнасшăн пулмарĕç.
Лицее хулана панă хыççăн унăн шăпи хурлăхлă пулса тухнă теме те юрать. Черетлĕ вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕсленĕ, укçа та кашни çулах уйăрман. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленипе техника хăрушсăрлăхĕн смотрĕ пулнă. Кашни вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче директор отчет тăратнă, капиталлă юсав ирттерес ыйтăва çĕкленĕ. Шел те, хулан вĕрентÿ управленийĕ пурлăх комитетне çакнашкал ыйтупа тухни пирки пĕлтернине астумастăп.
Кĕтмен çĕртен 2011-2012 çулсенчи вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче техника сăлтавĕсене пула лицей ĕçне чарса лартни çинчен пĕлтереççĕ. Телевизорпа кăтартнăччĕ: стенан пĕр çур тăваткал метрлă лаптăкĕ штукатуркăсăр. Республикăри пĕр хаçатра манăн лицее хÿтĕлекен çырусене виçĕ хут пичетлерĕç. Тивĕçлĕ хурав пулманнипе республика Президенчĕн ячĕпе çыртăм, анчах унăн позицине пĕлеймерĕм. Ун вырăнне Вĕренÿ министерствинчен ячĕшĕн янă хурав илтĕм. Финанс экс-министрĕ лицее хупнипе çыхăннă тăкаксем пирки те хуравламарĕ.
А.Салаева вице-мэр хуравланă тăрăх - муниципалитет лицейĕ республикăри ачасене вĕрентме тивĕç мар, юсав ĕçĕсене вара вĕренÿ процесĕн вăхăтĕнче ирттерме юрамасть-мĕн. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - пединститутра тата Кăнтăр поселокĕнчи клубра маччасем йăтăнса аннăччĕ, музучилищĕре, 27-мĕш шкулта стендсем сиенленнĕччĕ. Хаçатра юсамалли шкулсен списокне те пичетленĕччĕ. Пĕринче те юсава пула вĕренÿ процесне чарса лартман. Ленинград урамĕнчи пурăнмалли 14-мĕш çурт, хулан К.Маркс урамĕнчи хальхи администраци çурчĕ тĕлĕшпе ыйтусем тухса тăрсан та пурнăç, ĕç чарăнса ларман.
Лицейре пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен пĕри акă мĕнлерех шухăш каларĕ: лицей шăпине çапла татса парса хăшĕсем республика Пуçлăхне япăх тăвасшăн мар-ши? Вĕренÿ министрĕн заместителĕ лицей общежитийĕнчи япăх лару-тăрăва сăнларĕ, ăна лайăхлатма май çук-мĕн, çапла каласа архитекторсемпе строительсене кÿрентерчĕ. Хăй вăхăтĕнче вара «Спецстроймеханизаци» трест /хальхи «Дорисс» АУО/ администраци çурчĕн виççĕмĕш хутне персонала унтан кăлармасăрах çĕклени асра.
Тĕлпулура вăхăт иртнĕ май çĕнĕ лицей, унта техника шайĕ пысăк пуласси пирки каларĕç. Анчах халĕ оптимизаци çулĕ çине тăнă май вăл музучилищĕн ансат кăна хатĕрленÿ уйрăмне çаврăнмĕ-и? Иккĕмĕшĕнчен, нумайăшĕ финанс тата техника сăлтавĕсене пула вăл республика е хула юбилейĕсем тĕлне уçăласси пирки иккĕленет.
Çăлăнăç çулĕ пур. Вĕренÿ заведенине çĕнĕрен ĕçлеттерме пуçламалла, çĕре, сооруженисене, пурлăхпа инвентаре республика харпăрлăхне тавăрса памалла, çакăн хыççăн лицейăн малашнехи шăпи çинчен шухăшлама пулать. Ку ыйтăва мĕнлерех лару-тăрура сÿтсе явнине курнă май шухăш çирĕпленчĕ: республикăн тĕп хулинче культурăпа вĕрентÿ сферисемшĕн кунти тĕп наци çынни яваплă пулмалла. Республикăра пурăнакансем, хулари наци
культура автономийĕсем хисеплекен чăваш пултăр.
Талантлă та пултаруллă ачасене тупса палăртас, аталанма пулăшакан атмосферăра воспитани парса çитĕнтерес енĕпе эпир пĕр утăм каялла чакни куçкĕрет. Çавăнпа та ку ыйтăва республика общественноçне явăçтарса анлăн сÿтсе явмалла. Çавăнпа Чăваш Республикин Ваттисен канашĕн ячĕпе манăн çырăва хаçатра пичетлеме ыйтатăп.
Алексей БОЙКОВ,
архив службин ветеранĕ,
ЧР Ваттисен канашĕн членĕ
Комментировать