Хушпу сутса «Победа» машина туяннă
Пирĕн наци çипуçĕ капăр та илемлĕ пулнă пирки нихăçан та иккĕленмен-ха, анчах кăçалхи çулла çакна ытларах та курса-туйса ĕнентĕм. Района, ялсене кайсан çырмашкăн палăртнă статья валли тĕрлĕ материал пуçтарнисĕр пуçне фольклор ушкăнне çÿрекенсемпе те чылай тĕл пултăм. Улатăр тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеçре хĕрарăм капăрчăкĕсемпе паллашма пуçласан тухйине питĕ тăхăнса пăхас килчĕ. Тÿсеймерĕм - килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ чăваш кĕпине те тăхăнтăм. «Ай-яй килĕшет те сире! - тесе хавхалантарчĕç культура ĕçченĕсем. Мăй çыххипе ум çаккине те илсемĕр», - сĕнчĕç хайхисем. Кун пек чухне - асăнмалăх сăн ÿкермеллех. Шухăшланă - тунă. Тунмастăп, каярах çири тума хывас та килмерĕ - хитре те вăл, ÿт-кĕлеткене те аван сывлаттарать. Кайран та чылайччен хĕпĕртесе çÿрерĕм. Тепĕр икĕ эрнерен Тăвай районĕнчи Тенеялĕнче пулма тÿр килчĕ. Ялти клуб директорĕ Роза Ермолаева хушпусемпе тухьясем ăсталать иккен. Хăйĕн чун киленĕçĕпе хаваспах паллаштарчĕ вăл мана. Роза Анатольевна ку тăрăхри юрăсемпе такмаксене упраса хăварас тесе «Тенеяль» фольклор ушкăнĕ те йĕркеленĕ. Унта йăлтах тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем /пурĕ 17-ĕн/ çÿреççĕ. Сцена çине вĕсем авалхи чăваш кĕписемпе тухаççĕ. Роза Ермолаева улача кĕпесене ялти ватăсенчен пуçтарнă. Саппунĕсене вара ятарласа çĕлетнĕ. Ĕлĕкхисене пăхса. Хушпăвĕсемпе тенкисене /амана çапла калаççĕ кунта/ хăйсем ăсталанă. «Эпĕ хушпусемпе, тухьясемпе кăсăкланнине кура фольклор ушкăнне çÿрекенсем те тĕрлĕ капăрчăксемпе илемчĕксем ăсталама тытăнчĕç. Хам, авă, масмаксемпе сурпансем те тăватăп. Манăн ĕлĕкхи кĕмĕл укçасенчен тунă ум çакки те пур. Ăна мана асанне парнеленĕ. Тĕрĕссипе, асаннен кĕмĕлтен ăсталанă тухья та пулнă. Хăй вăхăтĕнче вăл çав хаклă капăрчăка çĕр чавса пытарса хăварнă пулнă. Кайран ăна шыранă чухне лумпа таккаса кăштах ватнăччĕ. «Мăнукăм, çакна майлаштарса туса параймăн-ши?» - ыйтнăччĕ манран асанне. Ун чухне эпĕ çамрăк пулнă. Çирĕмреччĕ кăна. Чиперех майлаштарса патăм. Çĕнĕ пекех пулчĕ. Эх, курасчĕ сирĕн, мĕнле хĕпĕртерĕ вăл ун чухне! Чи хаклă туприне тавăрчĕ тейĕн. Анчах тухйине мана мар, юратнă кинне парнелерĕ. Йĕрки-курки çапла - хĕрарăм туприн тĕп килте пурăнакан кинне куçмалла», - каласа панăччĕ ун чухне Роза Анатольевна. Сывпуллашиччен вăл мана хăйсен тăрăхĕнчи тума /кунта паянхи кунчченех ĕлĕкхи чăваш тĕн йăлипе пурăнакансем пур. Вĕсен çипуçĕ питĕ хăйнеевĕр/ тăхăнса пăхма сĕнчĕ. Кăвакрах тĕслĕ пир кĕпе тăхăнтăм, шупкарах хĕрлĕ саппун çакрăм, сурпан сыртăм. Роза Ермолаева хăйĕн асламăшĕ парнеленĕ ум çаккине çактарчĕ мана тата хăй ăсталанă хушпăва тăхăнтартрĕ. Чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ пулса тăтăм. Чăн та чипер вĕсен çипуçĕ! Питĕ кăмăла килчĕ. Каллех асăнмалăх сăнJÿкерĕнтĕм. «Халĕ ĕнтĕ анатри тата анат енчи чăвашсен тумĕсене тăхăнса куртăм. Сăнÿкерчĕксен пухмачĕ тулли пултăр тесен тури чăвашсем патне те çитмеллех», - терĕм. Çакнашкал хăтланкаларăшсем мана сĕре хавхалантарса ячĕç. Черетлĕ командировкăна Етĕрне районĕнчи Пĕрçырлана çул тытрăм. Кунта мана «Сăр ен» фольклор ушкăнне çÿрекенсем питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ку ансамбле Юлия Еремкина 29 çул каяллах йĕркеленĕ иккен. Вĕсем ялти ватăсенчен çыра-çыра илнĕ юрăсене шăрантараççĕ. Юлия Тихоновна вара амăшĕ парнеленĕ кĕмĕл укçасенчен тунă шÿлкемепе, хĕрес çаккипе /амана кунта çапла калаççĕ иккен/, мăй çыххипе сцена çине тухать. Ырă кăмăллă хĕрарăм хăйĕн капăр çипуçне мана та тăхăнса пăхма сĕнчĕ. Ку тăрăхри чăвашсен хушпу, тухья çук-мĕн. Ун вырăнне вĕсем тĕрленĕ шурă тутăр çыхаççĕ. Мĕн тетĕр, тури чăвашсен тумĕ те шутсăр кăмăла килчĕ! Авал кашни хĕрарăмăнах пулнă вĕт-ха кунашкал çипуç. Чăваш хĕрарăмĕ тырă вырма та кĕмĕлтен ăсталанă капăрчăксене çакса кайнă. Кĕтерин патша вăхăтĕнчи кĕмĕл укçасенчен /шÿлкеме çинчи укçасене ятарласа тĕсесе пăхрăм, вĕсем 1726 çулхисемччĕ/ тунă капăрчăксем аванах йывăр иккен. Мĕнешкел çирĕп те тÿсĕмлĕ пулнă чăваш хĕрарăмĕ. Ăна йăтса çÿремелле кăна мар вĕт-ха, кунĕпех пилĕк авса ĕçлеме тивнĕ. «Ĕлĕк кĕлетсене çаратса çÿренĕ. Хĕрарăмсем тĕп туприсĕр, пуянлăхĕсĕр юласран асăрханса тырă вырма та шÿлкеме çакса кайнă», - ăнлантарчĕ мана «Сăр ен» фольклор ушкăнне çÿрекен Юлия Ефимова. Халĕ ăçта-ха кĕмĕлтен тунă çав шÿлкемесемпе тенкĕсем /амасем/? «Сутса пĕтернĕ вĕсене. Ялта паян 4 çыннăн /манăннипе 5-ĕн ĕнтĕ/ чăн шÿлкемепе хĕрес çаккисем пуррине пĕлетĕп. Вĕсем ни хăйсем усă курмаççĕ, ни çынна памаççĕ», - хушса хучĕ Юлия Тихоновна. Кунта ĕнтĕ пирĕн çĕнĕ сăмах çуралчĕ. Пĕри те тепри хăйсем пĕлнине каласа пама пикенчĕç. «Пĕр вăхăтра /иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче стенкăсем модăраччĕ. Эпĕ çуралса ÿснĕ Элĕк тăрăхĕнче кĕмĕл укçасенчен тунă тенкĕне /амана/ çынсем стенкăпа улăштаратчĕç. Ăна сутса çемçе сĕтел-пукан илсе юлакансем те пулнă», - пĕлтерчĕ Юлия Ефимова.
Ку тăрăхри Урапакассинче çуралса ÿснĕ арçын /шел, ятне çырса хума ăс çитермен/ каласа пани те аса килчĕ. «Мăшăрăма туй кунĕнче анне авалхи кĕмĕл укçасенчен меллештернĕ хĕрес çакки парнеленĕччĕ. Каярах çурт лартма тытăнтăмăр та - укçа çитмест. 1990 çулта çав хĕрес çаккине Шупашкарти ювелир лавккине кайса патăм. Мана уншăн 1200 тенкĕ пачĕç. Çав тапхăрта вăл аванах пысăк укçаччĕ. Унпа вара строительство материалĕсем туянтăм. Пÿрт лартма вара 11 пин тенкĕ тухса кайрĕ», - тенĕччĕ вăл.
Ку тема мана чăн та питĕ кăсăклантарса ячĕ. Кирек ăçта кайсан та хушпупа тухья, тенкĕпе шÿлкеме çинчен калаçу пуçартăм. «Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче пурăнакан хуньăм каласа панăччĕ. Вăл ача чухне асламăшĕн кĕмĕл укçасенчен тунă хушпăвне вăрласа вăрттăн сутса янă. Укçипе пластик йĕлтĕр туяннă. Ку ĕç-пуç иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пулнă. Вара ялта пĕр унăн кăна пластик йĕлтĕр пулнă. Эпир те шкулта вĕреннĕ çулсенче фольклор ушкăнне çÿреттĕмĕр. Астăватăп-ха, 5-6 хĕрачан тухйисем авалхи кĕмĕл укçаран тунăскерсемехчĕ. Райцентра кайсан мишер ачисем çав тухьясене курсан: «Сут та сут!» - тесе тапăнатчĕç», - каласа кăтартнăччĕ Тутар Республикинчи чăваш ялĕнче çуралнă Александр Михайлов.
Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан 81 çулти Агафия Казенова пĕлтернĕ тăрăх - ялта паян ĕлĕкхи кĕмĕл укçасенчен тунă хушпу никамăнах та юлман. Йăлт сутса пĕтернĕ. Хăй вăхăтĕнче ку тăрăхра пурăнакансем хушпу сутса «Победа» машина туянни те пулнă-мĕн. Ватăсем /вĕсем ашшĕ-амăшĕ каласа панине астăваççĕ/ аса илнĕ тăрăх - революци хыççăн хăшпĕр ялтан хушпусемпе теветсене, тухьясене лавпах тиесе тухса кайнă. Елчĕк тăрăхĕнче çуралса Jÿснĕ пĕлĕшĕм вара ача чухне асламăшĕн тухйипе вылянине аса илчĕ. Ăна вĕсем сÿтсе мăй çыххисем те тунă-мĕн. Çапла сапаласа пĕтернĕ. Хăй вăхăтĕнче асламăшĕн кĕмĕл укçаран ăсталанă тепĕр тухья та пулнă иккен. Ăна коллективизаци вăхăтĕнче: «Эсир ытлашши аван, ытлă-çитлĕ пурăнатăр», - тесе илсе тухса кайнă. Килте тĕртнĕ пиртен çĕлетнĕ кĕписене те хăварман. Кайран вĕсене ялти лавккарах сутнă имĕш. «Вĕсен йышĕнче асаннен хăйне кăмăла килнĕ, юратнă кĕпи те пулнă. Ăна илсе тухса кайсан сĕре куляннă вăл. Вара укçа пухса çав кĕпене хĕр тусне туянса пама ыйтнă. Сутуçăсене кĕпене хуçине сутма юраман-мĕн», - тĕлĕнтерчĕ ĕçтешĕм. Пирĕн Трак ен тăрăхĕнче те ĕлĕкхи кĕмĕл укçасенчен ăсталанă тенкĕсем, хушпусем юлман. Хăшĕсем вĕсене ювелир лавккисене панă, теприсем укçисене кăларса илсе пасарсенче пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пĕтернĕ. Чăн-чăн хушпупа тухьяна малашне музейра кăна курăпăр-и ĕнтĕ?
Роза ВЛАСОВА
Комментировать