«Пĕлетĕр-и, мĕнле ÇЫН пулнă вăл...»

1 Мар, 2014

А.Г.Николаев космонавт летчикăн тăван ялĕнчи мемориал комплексĕпе «Хыпар» Издательство çурчĕ чылайранпа тытакан çыхăну çирĕпленсех пырать.

Вулакансем валли пĕрле космос темипе темиçе конкурс та ирттернĕ. Халĕ - тепĕр конкурс. Ăна тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут вĕçнĕ Юрий Алексеевич Гагарин çуралнăранпа кăçалхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче 80 çул çитнине халалланă. Тупăшăва 14 çул тултарнисенчен пуçласа кашниех хутшăнма пултарать.

«Пĕлетĕр-и, мĕнле ÇЫН пулнă вăл...» конкурса сумлă юбилее халалласа çырнă сăвăсене, юрăсене, рефератсене, электрон презентацисене, кивĕ сăн ÿкерчĕксене «Хыпар» хаçат редакцийĕнче кăçалхи çу уйăхĕн пĕрремĕшĕччен çак йĕркесен авторĕ йышăнать. Конкурса çĕртме уйăхĕн малтанхи кунĕсенче пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерÿçĕсене Шуршăлти космонавтика музейĕнче чыслаççĕ.


Юрий СТЕПАНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.