Чăвашăн мухтавлă ывăлне халалласа
Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаев пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 86 çул тултарĕччĕ. Пирĕн пĕчĕк республика çинчен тĕнчипех пĕлтернĕ Андриян Григорьевича сума суса кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет. Пĕлтĕр ятарлă проекта пурнăçа кĕртсе унăн агросăнÿкерчĕкне 3 гектар çĕр çинче вырнаçтарчĕç. Кăçал та тĕнче уçлăхне парăнтарнă 3-мĕш космонавта халалланă мероприяти чылай йĕркеленĕ.
Велосипед спортне кăмăллакансем Çĕнĕ Шупашкарти тĕп лапамра пуçтарăннă. Вĕсене ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова, хула пуçлăхĕ Олег Матвеев тата хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков финиша ăнăçлă вĕçлеме ырă суннă. Республикăри «Солнце на спицах» велоюхăмăн председателĕ Вячеслав Платонов инструктаж ирттернĕ хыççăн Олег Бирюков старт панă. Икĕ кустăрмаллă транспорт çине Алла Самойловăпа Олег Матвеев та ларнă. Велочупуçăсем çумăра пăхмасăрах Шуршăла çитнĕ, 20 километра парăнтарнă. Ун хыççăн вĕсем Андриян Николаев вилтăприйĕ çине чечек хунă, унăн ячĕпе хисепленекен асăну комплексне кĕрсе тухнă, космонавтсен галерейипе паллашнă. Икĕ кустăрмаллă «тимĕр утпа» çула тухнисен пĕр пайĕ «Андриян Николаев космонавт çулĕпе» ятлă çулçÿреве тухнă. Тĕнче уçлăхне вĕçнĕскер çав хирсемпе çырмасем тăрăх Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне çÿренĕ. Унсăр пуçне старта тухнисем 3-мĕш космонавтăн Чăрăш Лаприкассинчен инçех мар вырнаçнă агросăнÿкерчĕкне те курма кайнă.
Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Андриян Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртнĕ. Унта хутшăнакансене Раççейĕн çăмăл атлетика енĕпе пĕрлештернĕ командисен тренерĕ, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский, 1972 çулхи хĕллехи Олимп вăййисен çĕнтерÿçи Владимир Воронков, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев саламланă. Эстафета vip-чупуран пуçланнă. Ăмăртăва республикăри патшалăх, хăйтытăмлăх органĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем, шкул ачисемпе студентсем, тĕрлĕ организаци ĕçченĕсем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем дипломлă тата медальлĕ пулнă.
3-мĕш космонавт летчикăн тăван тăрăхĕнче, Шуршăлта, митинг иртнĕ. Унта республика ертÿлĕхĕ, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР культура, национальноçсемпе архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов, Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа национальноç ĕçĕсен комитечĕн председателĕн çумĕ Елена Николаева, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Никаноров, Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, çыравçă тата публицист Николай Григорьев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай хутшăннă. Андриян Григорьевич çуралнă яла Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ Виктор Горбатко, СССР космонавт летчикĕ, «Российский космос» журнал тĕп редакторĕ Виктор Савиных, «Восток» космос карапа тунисенчен пĕри Виктор Благов, «Новости космонавтики» издательство çурчĕн» генеральнăй директорĕ, «Новости космонавтики» журнал тĕп редакторĕ Игорь Маринин çитсе курнă.
Митинг хыççăн пурте космонавт канлĕх тупнă часовньăна кĕрсе чечек çыххи хунă. Ун хыççăн мероприятие килнисем Андриян Николаев пурăннă çурта çул тытнă, космонавтăн çывăх çынни Анна Алексеевна çуралнăранпа 115 çул çитнĕ ятпа хатĕрленĕ «Çăлтăр амăшĕ» куравпа паллашнă.
Ирина КОШКИНА.
Комментировать