Арçынсем хĕрарăм умĕнче... ирĕлме шантарчĕç
Хĕрарăм хулпуççине черчен теççĕ те, анчах та çак черченлĕх мĕн чухлĕ хăватлă ĕç пурнăçлать. Яваплăхран та хăрамасть вăл. Йывăрлăха та парăнмасть. Авăнать - хуçăлмасть. Анчах пĕр йыша пуçтарăнсан тата ытларах усăллă ĕç тума пулать-çке. Шăпах çакна ăнланса илнĕ хыççăн республикăри хĕрарăмсем пĕр тĕвве пуçтарăнма шухăшлаççĕ те. Шăп та лăп 50 çул каялла пулса иртнĕ ку - çур ĕмĕр каялла Чăваш республикинчи хĕрарăмсен канашĕ йĕркеленнĕ. Çак пĕрлĕхĕн хастарĕсем çур ĕмĕр çемье, амăшлăхпа ачалăх, социаллă политика ыйтăвĕсемпе ĕçлеççĕ, салтакăн тăлăх арăмне, вăрçă ветеранне, сусăрсене пулăшассине те хăйсен тивĕçĕ вырăнне хураççĕ.
Паян çакăн йышши канашсем кашни районтах тата 5 хулара пур. Вĕсен уйрăмĕсене 278 ялта, тĕрлĕ предприятипе организацире йĕркеленĕ.
Паян Республикăри хĕрарăмсен канашĕ - чи сумлă, чи йышлă организацисенчен пĕри. Раççей хĕрарăмĕсен союзĕн регионти уйрăмĕ пулнă май чăвашсем те çĕршыв шайĕпе 2017 çулччен палăртнă "Пĕртанлăх. Аталану. XXI ĕмĕрти мир" программăпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Çак программа "Çирĕп çемье - çирĕп патшалăх", "Çирĕп аталанупа социаллă хăрушсăрлăхшăн", "Хĕрарăмпа арçыннăн пĕртанлăхĕшĕн", "Чун. Культура. Сывă пурнăç йĕрки", "Миршĕн, халăхсен хушшинчи туслăхпа çыхăнушăн", "Малпрактика. Çĕнĕ идея. Позитив" тата ытти çумпрограммăсем çине пайланать. Чăваш республиинчи хĕрарăмсен канашĕ, общество организацийĕ пулнă май, çакна пурнăçа кĕртес тĕллевпе социаллă проектсен гранчĕсен конкурсĕсене хутшăнса çĕнтерет, палăртнине пурнăçлама çапла майпа укçа-тенкĕ ĕçлесе илет. Унăн тĕп тĕллевĕ халĕ те - халăх сывлăхне упрасси, амăшлăха, ачалăха, çемьене хÿтĕлесси, пурнăçра йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене пулăшасси. Грант тенĕрен, чăвашсем ку енĕпе те хастарлăхпа палăраççĕ. "Çĕнтерÿ пусми", "Искусство терапийĕ: йывăрлăха лекнисен реабилитацийĕ тата вĕсене йĕркеллĕ пурнăçа тавăрасси", "Пурнăçшăн" проектсем онкочирпе асапланакансене социаллă-психологи енчен пулăшаççĕ. "Эпир - урă пурнăçшăн", "Çĕнĕ пурнăçшăн - пĕрле", "Манăн ача - уникум", "Сывлăх енне пĕрле утăмлатпăр!", "Наци тата культура йăли-йĕркине сыхласа хăварасси - амăшĕнчен хĕрне" проектсем мĕнле тĕллеве пурнăçлани ячĕсенченех паллă. Палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн хĕрарăмсем общество ытти организацийĕпе, тĕрлĕ ведомствăпа çыхăну йĕркелеççĕ. Вĕсенчен ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствине тата Чăваш патшалăх пукане театрне асăнса хăвармаллах. Пĕрле, чăн та, нумай ĕç туса ирттереççĕ вĕсем. Хăйсен пуçарăвĕпе вара республикăра "Хĕрарăма мухтатпăр" фестиваль, "Чи лайăх хĕрарăмсен канашĕ", "Эпĕ - амăшĕ", "Эпĕ - ашшĕ" конкурссем, "Ачасене - кĕнекесем", "Астăвăм хумĕ", "Йывăç ларт" акцисем ирттересси тахçанах ырă йăлана çаврăннă. Сăмах май, "Чи лайăх хĕрарăмсен канашĕ" конкурсра 2013 çулта Канашсем çĕнтернĕччĕ. Пĕлтĕр ку ята Çĕмĕрлесем тивĕçрĕç. Кăçал вара Çĕнĕ Шупашкарсене çитекен пулмарĕ.
Çемьене пĕччен тумаççĕ. Вăл арканнăшăн яланах иккĕшĕ те айăплă-яваплă. Апла тăк арçыннăн яваплăхне те ÿстермелле. Çак тĕллевпе Республикăри хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче ашшĕсен канашĕ йĕркеленчĕ. Ăçта хĕрарăмпа арçын - унта ача. Ăна вара тивĕçлĕ воспитани памалла. Паян, компьютер саманинче, пушшех те пĕлтерĕшлĕ ку. Çавăнпах "Чăваш республикинчи ашшĕ-амăшĕн пысăк канашĕ" пушă вырăнта çуралман.
2013 çулта Хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче ыркăмăллăх фончĕ йĕркеленчĕ. Ку фонд ытларах сахал тупăшлă çемьесене пулăшас енĕпе тăрăшать.
Çакăн тата ытти çинчен каласа кăтартрĕ пухăннисене хăйĕн отчетĕнче Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева - авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче çак юхăмăн хастарĕсем XVII съезда пуçтарăнчĕç. Унта районти хĕрарăмсен канашĕсен членĕсемпе пĕрле республика ертÿлĕхĕ хутшăнчĕ.
...Уяв урамранах пуçланчĕ. Ял-хуларан килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрри-ташшипе тыткăнларĕç. Съезд делегачĕсем "Çĕнтерÿ пусми" куравпа кăмăлласах паллашрĕç - ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине халалланă.
Хĕрарăмсем пысăк яваплăхпа ĕçлесе пурăнни пиркиех сăмах хускалчĕ съездра. Вĕсем кил вучахне упранипе кăна çырлахмаççĕ, республика аталанăвĕнче те вĕсен тÿпи пĕчĕк мар. Тепĕр чухне çакна, тен, пурте асăрхама та пĕлмест. "Анчах та малашне асăрхаттаратпăрах вĕсене те", - шÿтлерĕç съезд ĕçне хутшăннă арçынсем.
Ольга Юрьевна Хĕрарăмсен канашĕн пĕтĕм ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ пулсан уйрăмах хастар ĕçлекеннисем хăйсен опычĕпе те паллаштарчĕç - Çĕрпÿсемпе Çĕнĕ Шупашкарсен мăнаçланмалли пурах.
Çĕнĕлĕх те пулчĕ съездра. Хĕрарăмсен юхăмĕ малашне "Канаш" мар, "Союз" ятпа аталанĕ. Çакăн пирки съездра Устава улшăнусем кĕртрĕç. Çак кунсенче хĕрарăмсем йĕркеленĕ общество тĕрлĕ организацийĕн ертÿçисем тĕл пулса йышăнăва алă пуснă - Чăваш республикинчи хĕрарăм предпринимательсен ассоциацийĕ, Пĕтĕм Раççейри "Раççейри амăшĕсем" общество юхăмĕн регионри уйрăмĕ, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи "Чăваш хĕрарăмĕ" канаш, Чăваш республикинчи Салтак амăшĕсен комитечĕ Чăваш республикинчи хĕрарăмсен канашĕпе пĕрлешсе союз йĕркеленĕ. Чăваш республикин хĕрарăмĕсен союзĕн председателĕ пулма пĕр саслăн Ольга Зайцевăна суйларĕç. "Чăваш Ен Раççейре лидерсен йышĕнче пулмалла, - малашне татах та хастартарах ĕçлеме шантарса палăртрĕ хăйĕн пĕтĕмлетÿллĕ сăмахĕнче Ольга Юрьевна. - Пире, чăн та, капла та асăрхаççĕ, капла та пĕлеççĕ, сумлă хăнасем килсех çÿреççĕ". Чăваша тĕнче пĕлнине вара çакă та çирĕплетет. Çитес вăхăтра Евразири хĕрарăмсен канашĕ пухăнма палăртнă. Унăн ĕçне телекĕпер меслечĕпе Раççейри икĕ регионта - Пушкăрт Республикинче тата Чăваш Енре - çутатĕç.
Мĕнле уяв вăл - чыславсăр? Хĕрарăмсен юхăмне уйрăмах хастар хутшăнакансем съездра Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Уява савăнăçлă концерт вĕçлерĕ.
Хĕрарăм ячĕпе мухтавлă нумай сăмах янăранипе арçынсем татах чăтса çитереймерĕç курăнать. Чиперуксене черетлĕ хитре сăмах каланă май пĕтĕмлетме те манмарĕç: "Эсир пире юратсан эпир... ирĕлетпĕр". Мĕнех, ирĕлсе кайичченех юратма кирлĕ мар-тăр, çапах та арçынпа хĕрарăм пĕр чĕлхе тупсан, иккĕшне пĕр шухăш-ĕмĕт пĕрлештерсен пурнăç та илемлĕрех.
Маргарита ИЛЬИНА.
Сар.ru сайтĕнчи
сăнÿкерчĕксем.
Комментировать