«Улăпсем» сывă пурнăç йĕркишĕн

1 Мар, 2014

Кÿкеç поселокĕнче «Улăп» спортпа сывлăх комплексĕ уçăлнине Шупашкар районĕнче пурăнакансем хапăлласа йышăннă. Унсăрăн епле-ха! Çĕнĕ те хăтлă керменте хĕлĕн-çĕвĕн бассейнра шыва кĕме май пур, тренажер залĕ те кашнине тарават, спортзалта çутă та таса. Унта кунĕпех çын татăлмасть. Мĕнлерех пурăнать-ха çынсене спортпа туслаштаракан, сывлăха çирĕплетме пулăшакан учреждени? Çак ыйтăвăн хуравне Кÿкеçри спортпа сывлăх комплексĕн директорĕн çумĕ Надежда Николаева тупма пулăшрĕ.

 

Йыш ÿснĕ

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ 1980 çулта уçăлнă. Çак тапхăрта кунта чылай çамрăк вĕренсе тухнă, вун-вун спортсмен республика тата çĕр-шыв ăмăртăвĕсенче палăрнă. 2007 çулта поселокра çĕнĕ кермен хута кайнăранпа районта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышĕ самай ÿсрĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви 2011-2012 çулсенче ирттернĕ смотр-конкурсра «Улăп» пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Хальхи вăхăтра шкулта спортăн тĕрлĕ енĕпе 13 уйрăм ĕçлет, унта 1190 вĕренекен ăсталăха туптать. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен /298 çын/, йĕлтĕрçĕсен /139/, ишевçĕсен /249/ секцийĕсене ачасем уйрăмах йышлă çÿреççĕ. Вĕренÿпе хăнăху занятийĕсем учрежденин малтанхи çуртĕнче, ФСКра, Тутаркассинчи кĕрешÿ залĕнче иртеççĕ, çавăн пекех спорт шкулĕн уйрăмĕсем районти 11 вăтам шкулта пур. 31 тренер-преподаватель ĕçлет.

Кÿкеç тăрăхĕнчи çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тата спортпа туслаштарас тĕллевпе Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров та чылай ĕç пурнăçлать. Акă пĕлтĕр вăл пире пысăк парнепе савăнтарчĕ - ял ачисене спорт керменне илсе çÿремешкĕн шкул автобусĕ туянса пачĕ.

 

Стадион - пирĕн пуянлăх

2004 çулта поселокра çĕнĕ стадион ĕçлеме тытăннă. Футбол уйĕнче кашни çул вун-вун ăмăрту иртет, çамрăк футболистсем /тренерĕсем - Александр Балыбердин, Андрей Красных/ кунсерен мечĕк хăвалаççĕ. Усси пулнах: иртнĕ çул вĕсем «Сăран мечĕк» турнирта çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Футбол уйĕ тавра хывнă чупмалли çулсене çăмăл атлетсем такăрлаççĕ. Темиçе çул каялла республика чемпионатне Кÿкеçре ирттерни те çакнах çирĕплетет. Стадионта çавăн пекех волейболла вылямалли лапам, тăршшĕне сикмелли тата йĕтре тĕртмелли секторсем пур, куракан валли те вырăн çителĕклех.

Хĕлле стадионта йĕлтĕр сезонĕ уçăлать, çак тĕллевпе унта ятарлă трасса хыватпăр. Халăха йĕлтĕрсене вăхăтлăх усă курма та паратпăр. Конькипе ярăнма юратакансем вара пăр çине васкаççĕ, стадионта ăна çулсерен хатĕрлетпĕр. Чи пултаруллă ачасен хушшинче ăмăртусем йĕркелетпĕр. Акă çак кунсенче конькипе чупакансем /1-8-мĕш классем/ черетлĕ турнирта тупăшрĕç. Родион Козловпа Анастасия Федорова, Никита Данилкинпа Мария Никонорова, Дмитрий Ивановпа Софья Ямашева маттур пулчĕç.

Стадионта хоккей курупки вырнаçтарни спортсменсене уйрăмах хавхалантарнă: хĕллехи кунсенче вĕсем кашни кун каток çине тухаççĕ. Паян вĕсене Алексей Максимов çамрăк тренер çул кăтартса пырать. Темиçе çул «Улăпсем» республикăри «Ылтăн шайба» ăмăртăвне хутшăнаççĕ, пĕлтĕрхи турнирта 6-мĕш вырăн йышăнчĕç: пирĕн хоккеистсемшĕн - пысăк çитĕнÿ.

 

Вун-вун ăмăрту

Спортпа сывлăх комплексĕнче çулталăкра нумай мероприяти иртет. Тĕслĕхрен: иртнĕ çулта пирĕн районта тĕрлĕ шайри 167 ăмăрту-турнир йĕркеленĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем - 2004 тата 2012 çулсенче Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисем. Вĕсем халĕ те Кÿкеçсен асĕнчех. Ун чухне стадионта волейболистсем, полиатлонçăсем, çавапа çулакансем, чупакансем тата турник çинче туртăнакансем вăй виçрĕç.

2013 çулхи раштав уйăхĕнче «Улăп» спортпа сывлăх комплексĕнче «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн черетлĕ турнир иртрĕ. Ăмăртăва çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 300 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Турнирăн чи сумлă наградисене чăн-чăн пăхаттирсем тивĕçрĕç.

Районта спорт фестивалĕ ирттересси йăлана кĕчĕ. Çав кун Шупашкар тăрăхĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ Кÿкеçе васкать. Паттăррисемпе хăюллисем спорт арени çине тухаççĕ: ăмăртусене 500 ытла çын хутшăнать. Вĕсем кире пуканĕ йăтас, вĕрен туртас, теннисла выляс енĕпе тупăшаççĕ, армспорт, шашка-шахмат, футбол, çăмăл атлетика тата ытти турнирта кĕрешеççĕ.

Çак кунсенче физкультурăпа спорт керменĕнче Афган вăрçинче пуç хунă Александр Сорокина асăнса йĕлтĕрçĕсен турнирĕ иртрĕ, ветерансен командисем футболла вылярĕç. Сывлăх кунĕ - пысăк пĕлтершлĕ мероприяти: çак кун спорт керменĕнче 1880 çын сывлăхне çирĕплетрĕ. Акă паян пирĕн стадионта республикăри патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен XIII спартакиади иртет. Вĕсем йĕлтĕрпе чупас енĕпе эстафетăра чи вăйлисене палăртаççĕ.

 

Чи малта - ухăçăсемпе кĕрешÿçĕсем

Ухăран пересси тата ирĕклĕ мелпе кĕрешесси Шупашкар районĕнче спортăн тĕп тĕсĕсем шутланаççĕ. Пирĕн шкул спортсменĕсен ку енĕпе кăтартăвĕсем те пысăк: вĕсем республика тата федерацин Атăлçи округĕн ăмăртăвĕсенче палăраççĕ. Кÿкеç вăтам шкулĕнче тата лицейра ухăçăсене ăсталăха туптама чылай çул каялла тир хута янă. Пĕлтĕр вĕренÿ учрежденийĕсенче республика чемпионачĕ иртрĕ, унта спорт шкулĕнче вĕренекен О.Козлова, С.Камаев, А.Елизаров, Н.Федорова, А.Семенов, Н.Ефремов медальсем çĕнсе илчĕç, К.Исаев çĕр-шыв ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Н.Архипов, И.Алексеева, Е.Гаврилова, А.Васильева кĕрешекенсем Раççей тата Атăлçи округĕн чемпионачĕсенче пьедестал çине хăпарнă. Çавăн пекех пире Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Александр Новиков атлет савăнтарчĕ. Вăл çĕр-шыври тĕрлĕ ăмăртуран 5 медальпе таврăнчĕ. Армспорт ăсти Юлия Пыркина Европа тата Раççей чемпионачĕсенче пухмача «кĕмĕлпе» пуянлатрĕ.

Юлашки çулсенче ишевçĕсем /тренерĕсем - Валерий Ивановпа Эрнест Филиппов/ те палăраççĕ. Малашне вĕсем пысăк кăтартусемпе савăнтарасса шанатпăр. Йĕлтĕрçĕсен спорчĕ те вăй илме тытăнчĕ, вĕсенчен те лайăх кăтартусем кĕтетпĕр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче спорт шкулĕнче тимĕр вăййине юратакансем валли секци уçăлĕ. Çак тĕллевпе кире пуканĕсем туяннă, тренер та ĕçе хатĕр.

«Улăп» спортпа сывлăх комплексĕн коллективĕ те спортпа туслă. Комплекс директорĕ Сергей Тунгулов кире пуканĕ йăтас енĕпе палăрнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ чухне пултаруллă каччă СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. 1983 çулта «Хыпар» хаçат турнирĕнче - иккĕмĕш, тепĕр çул çăмăл виçеллĕ яшсен ушкăнĕнче чемпион ятне тивĕçнĕ. 2007 çултанпа спорт шкулне ертсе пырать. Эпĕ - волейболист. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн дипломне алла илнĕ хыççăн районти Кăшавăш шкулĕнче физкультура учителĕнче, Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнчи ачасене бадминтон ăсталăхне вĕрентрĕм. 2006 çултанпа Кÿкеçри спорт шкулĕнче вăй хуратăп.


Андрей МИХАЙЛОВ

çырса илнĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.