Ăстаçă çăкăрсăр лармасть

11 Сен, 2015

Елчĕк район хĕрĕ ялти шкулта 10 класс пĕтернĕ çул Канашри педагогика училищинче физкультура уйрăмĕ уçăлнă, амăшĕ унта вĕренме каймашкăн хытă ÿкĕтленĕ. Ахальтен мар Ольгăна учительсем спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах илсе çÿренĕ. Хĕр йĕлтĕрпе те, конькипе те аван чупнă, волейболла вылянă, çăмăл атлетикăра палăрнă. Çитĕнÿсем туман мар. Акă шорт-трек енĕпе /конькипе чупассипе/ республикăра 2, 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Спорта юратнă пулин те малашнехи пурнăçне унпа çыхăнтарас шухăшлă пулман хĕр. Амăшĕн сăмахĕпе килĕшмен. Апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăлланăран ăна пуринчен ытла кондитер профессийĕ илĕртнĕ. Шупашкарти кулинари училищинче повара вĕренсе тухнă. Пултарулăхне кура вĕрентекенсем ăна аслă пĕлÿ илме сĕннĕ. Шупашкар хулинче унашкал вĕренÿ заведенийĕ пулман. Аслă пĕлÿллĕ кондитера вĕренес тесен Петербурга çитиех кайма тивнĕ. Унта çул тытиччен 2-3 çул ĕçлемелле пулнă. Ниçта та кайман, республикăн тĕп хулинчех юлнă Оля.

Хăйне пÿрнĕ майсемпе çамрăк чухне усă курманшăн паян вăл пач та ÿкĕнмест. Муркаш районĕнчи Катикассине качча тухнăскер вырăнти ача садĕнче ĕçлеме те, килти хуçалăхра вите тулли выльăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал, кăркка, кролик усрама та, темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç ÿстерме те вăхăт çитерет.

Эпир пырса çитнĕ кун Шупашкарти тăванĕсем çĕр çырлин /виктори/ калчине илме килнĕччĕ. Маларах калаçнă хушăра хĕрарăм çырла пирки асăнманччĕ. Халĕ те виктори лаптăкĕ пĕчĕк мар, анчах малтанхи çулсенче тата пысăкрах пулнă-мĕн. "Фестивальный" сорта килĕштеретĕп. Сивве чăтăмлă", - палăртать Ольга Владимировна Матвеева хулана парса яма калча тĕммисене уйăрнă май. Хăй вăхăтĕнче 600-шер кило пуçтарса мăшăрĕпе пĕрле Хусана сутма çÿренĕ. Викторипе тултарнă савăт-сапа 1-2 сехетрех пушаннă.

Темиçе ĕçпе тăрмашма юратаççĕ Матвеевсем. Хăйсен тата ытти çынсенчен арендăна илнĕ çĕр çинче выльăх валли курăк çитĕнтернисĕр пуçне тырă ÿстереççĕ, çĕрулми лартаççĕ. Индокăвакал чĕпписене кил хуçалăхĕнчех пустарса кăлараççĕ. Пирвайхи ушкăнпа кăçал 34 чĕп тухнă, иккĕмĕшпе те 30 ытла. "Çаксене мĕнле юратмалла мар? Вĕсен пурнăçĕ те хăйне май-çке", - читлĕхре амăшĕпе пĕрле çÿрекен чĕпсене ăшшăн пăхса пăшăлтатрĕ хĕрарăм.

Пуçласа усранă çулах килĕшнĕ çак кăвакал çемьене. Ара, ахаль йышши пек кăшкăрмасть, лăпкă. Ашĕ те ытла çуллă мар, çавăнпа аван сутăнать.

"Тĕрлĕ выльăха е чăх-чĕпе пăхма интереслĕ", - тет Ольга Владимировна. Пĕлтĕр 10 кăркка усранă. Ашлăх хăйсем валли те юлман темелле, туянас текен тупăнсах пынă. Çавăнпа кăçал йыша çирĕм пуçа çитернĕ. Кăрккасемпе индокăвакалсем туслă, мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарнăран пĕрле çÿреççĕ.

Хăйсем валли Матвеевсем кролик, сысна усраççĕ. Чăх-чĕп йышлă. Кĕтĕве виçĕ сăвакан ĕне тухать. Вăкăрсем ÿт хушаççĕ. Ку хальлĕхе кăна-ха. Нумаях пулмасть çемье фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Çакна кура выльăх шутне ÿстересшĕн. Кăна валли хуралтăсене пысăклатасшăн. Ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ. Хальччен килти хушма хуçалăха аталантарма паракан кредитпа тухăçлă усă курнăран пĕчĕккĕн техника, выльăх туяннă. Халăхран пуçтарнă çамрăк вăкăрсене самăртнă.

Кил хуçи фермер пулса тăрсан Матвеевсем Муркаш районĕнчи страус ĕрчетекен фермăна çитсе курнă. Страуссемсĕр пуçне унта ăратлă вăкăрсем те ĕрчетме тытăннă. Мăшăр çĕнĕ шухăшпа çунатланнă: вите туса пĕтерсен унта ăратлă выльăх усрасшăн.

Малашнехи планра сурăх ĕрчетес тĕллев те пур. Хĕрлĕ Чутай районĕнче пĕри, ав, "курдючный" ăратлисене илсе килнĕ. Матвеевсем вĕсен хуçалăхĕ мĕнле аталаннине сăнаççĕ. Ăратлă выльăха малашне туянакансем тупăннине пĕлесшĕн. "Пăхса ÿстерни кăна çителĕксĕр. Ăна вырнаçтармалли майсем çинчен те малтанах шухăшламалла", - палăртать çиччĕ виçсе пĕрре касма хăнăхнă Ольга Владимировна.

Çĕвĕç мар пулин те повар ĕçĕ те виçене юратать. Яшка хуранне пĕр кашăк тăвар вырăнне иккĕ яр-ха - вун-вун çынна выçă тăратса хăваратăн. Турра шĕкĕр, Ольга Матвеевăн пурнăçĕнче унашкалли пулман. Катикассинче 16 çул пурăннă хушăра та, малтан 10 çул хулари шкулта ĕçлесе пурăннă чухне те. Ăста пулнăранах пĕрре курса куç хывнă та ăна мăшăрĕ. Ара, лешĕ те повар профессине алла илнĕ. Ачасем çуллахи вăхăтра канакан "Чайка" лагерьти апат-çимĕç хатĕрлемелли пÿлĕмре паллашнă мар-и çав вĕсем?

Ялта пурăнма пуçласан упăшки техника патне ытларах туртăннă. Халĕ фермер ĕçне кÿлĕннĕренпе пушшех вăхăчĕ сахал. Газ плити умне сайра тăрать арçын. "Е пĕçерсе йăлăхнă", - тет мăшăрĕ.

Поварсен апат сĕтелĕ тулăх: яшки сĕтеклĕ, пăтти çуллă, ирсерен кил хуçи хĕрарăмĕ тутлă кукăль пĕçерет.

Иксĕмĕр апатланнă хушăра кил хуçи хĕрарăмĕнчен кушакĕсем те хăпма пĕлмерĕç. Çăвăрланă хыççăн çурасене ачисем усрамашкăн хăварнă. Халĕ пĕтĕмпе çичĕ чун сĕт-турăхпа апатланать. Ĕненетĕр-и е çук-и - вĕсенчен чĕрĕпсем те юлмаççĕ. Кунсерен иккĕн сĕт ĕçме картише килеççĕ. Хăнăхнăран-ши, Матвеевсенчен пачах шикленмеççĕ. Кăмăллă çынна вăрманти чĕрчун та туять пулĕ çав.

Халĕ Ольга Владимировна ялсăр пурăнаймасть. "Ÿркенмесен пурнăç тытса пыма пулать", - тет 8 класра вĕренекен аслă ывăлĕ те яла кăмăлланине пытармасть. Виççĕри кĕçĕн хĕрĕ кăна хальлĕхе кун пирки шарламасть-ха. 10 çул ытла хулара ĕçлесе пурăннă Ольга Владимировна Катикассине качча килсен нумайăшĕ вăл кунта хăнăхасси пирки иккĕленнĕ. Пĕррехинче вырăнти фермăра ĕçлекенĕн канма каймалла пулнă. Ăна тин çеç яла килнĕ çĕнĕ кин улăштарма килĕшнĕ. Хулара пурăннă çын фермăра правур ĕçленине курсан чылайăшĕ тĕлĕннĕ. "Кунран ял çынни пулатех", - тенĕ те текех иккĕленме пăрахнă.

Ирина НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.