Çитĕнет калемпĕр Юнкăра...

11 Сен, 2015

Пысăк мар лаптăкра çынсем хĕрсех çĕрулми пуçтараççĕ. Кăпăшка çĕр çинче те çимĕç сайра тухни тĕлĕнтерчĕ.

- Кăларса пуçтарни лартма çитĕ-и? - ĕçлекенсене сăнанă май канăç памарĕ шухăш.

- Комбайн хыççăн юлнине пуçтараççĕ, - ăнлантарчĕ Муркаш районĕнчи «Кмк-агро» пĕрлешÿ ертÿçи Валерий Кондратьев. - Техника кивĕ, çирĕм çул ĕнтĕ. Кăларса илсен те уйра çĕрулми нумай выртса юлать. Ăна пуçтарса вăрлăхлăх хыватпăр: хĕвел çинче ытларах выртнипе симĕсленет, çĕрмест, чирлемест.

Çынсем хыççăн лаптăка культивацилеççĕ, çиеле тухнă çĕрулмине каллех пуçтараççĕ.

Пĕчĕк коллективра ялан ĕçлекенсем саккăрăн. Хĕрÿ тапхăрта йыш 20-22-е çитет. Çĕрулми пуссинче вăй хуракансене кунне 500 тенкĕ тÿлеççĕ, тÿлевсĕр апат çитереççĕ.

- Çĕрулми шултра, таса тухать, - мухтарĕç тухăçа ĕçченсем, - кивĕ комбайнпа чăрмавĕ те нумай çав.

Хуçалăхра «уладар», «арника» сортсем çитĕнтернĕ. Сăмах май, кашни икĕ çулта сорта улăштараççĕ. Çакă та тухăçлăха хăпартать. Кăçал гектартан вăтамран 250-270 центнер тухать. «Иккĕмĕш çăкăр» 40 гектар кăна, хальлĕхе 6-шĕ пушаннă ĕнтĕ. Килограмне 8 тенкĕпе сутаççĕ.

- Пасарта килограмĕ 12-15 тенкĕ. Ытла йÿнĕпе сутмастăр-и?

- Вырăнтанах туяннине шута илсен тăкака саплаштарать.

Эпир çитнĕ тĕле комбайн каллех чăхăмланă иккен. Валерий Мироновпа Григорий Хлебков тăрăшсах техника патĕнче тăрмашаççĕ. «Кунĕпех çапла, пĕрне тÿрлететĕн те тепри ванса каять», - пăшăрханаççĕ вĕсем. Кĕçех Юрий Терентьев механизатора малалла кайма алă сĕлтрĕç. Комбайн çинче ĕçлекен Алексей Хлебков, Александр Вазиков, Михаил Ягунов хăйсен вырăнне тăчĕç. Пысăк техника хыттăн кĕрлесе малалла йывăррăн куçрĕ.

Юнашар лаптăкра вара «уй-хир карапĕ» пĕчченех çурхи урпа вырать. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 200 гектар йышăннă. Çурхисем кăна юлнă-мĕн. Гектартан вăтамран 20-22 центнер тухать. Тырра типĕтнĕ май сутаççĕ, управа хураççĕ. Муркаш райповĕн лавккисем урлă саланать вăл. Выльăх-чĕрлĕх тытакансем урпа ытларах туянаççĕ. Хуçалăхра михĕсене тултарса сутлăха хатĕрлеççĕ. Килограмĕ 8 тенке каять. Предприятире вăй хуракансемшĕн - килограмĕ 1 тенкĕ. Улăм та йÿнĕпех илеççĕ.

- Комбайн урăх хуçалăхран, вăхăтлăха тара илнĕскер, - пĕлтерчĕ ертÿçĕ. - Кансĕртерех, мĕн тăвăн?

Иртнĕ çулсенче вара ку тăрăхри уй-хирте хăватлă техника кĕрленĕ. Унчченхи предприятин икĕ учредителĕ пĕр чĕлхе тупайманнипе йĕркеллĕ ĕçлекен хуçалăха хупнă.

Вĕсемпе тăрăшнă Валерий Кондратьев ĕçсĕр юлсан çухалса кайман, каллех хуçалăх йĕркеленĕ.

- Çĕре арендăна илнĕ. Халăхăн усă курмасăр выртнă 600 гектар пай çĕрне çумкурăк, йывăç-тĕм пусса илнĕччĕ. Ăна йĕркене кĕртме, пулăхне ÿстерме самай тăкаклантăмăр. Халĕ хуçалăха та, хуçисене те тупăш парать вăл. Кашни пайшăн 100 кг тырă уйăратпăр, çĕр налукне тÿлетпĕр.

- Тăкакланнине кура, тен, пай çĕрне туянса хуçалăх харпăрлăхĕ çине куçармалла? Сутакансем пурах-тăр.

- Мĕн тума? Çĕр сутассине яланах хирĕçленĕ эпĕ. Ял çыннинчех пултăр вăл. Паян кирлĕ мар тейĕпĕр, ыран мĕн пуласса кам пĕлет? Пĕрре сутсан тек тавăраймăн. Куçман пурлăх яланах хакра.

Складра та хĕрсех ĕçлеççĕ: тырă алласа типĕтеççĕ, михĕсене тултараççĕ.

- Хĕлĕн-çăвĕн ĕçлетпĕр. Уй-хир пушансан çĕрулми суйласа сутма-лартма хатĕрлетпĕр, - терĕ Луиза Петрова весовщица.

Хастар çын аллинче ĕç вĕресе тăрать. Пĕчĕк лаптăкрах тупăш илмелли çăлкуç шырать ертÿçĕ. Тырă, çĕрулми туса илнипех çырлахман. Пĕрер гектар хĕрлĕ кăшман, кишĕр те лартнă. Хĕрлĕ кăшмана хуçалăхран халех килограмне 10-15 тенкĕпе туянма хатĕр. Шултра çитĕннисене йăран çинчен суйласа кăларса сутнă.

- Татах ыйтаççĕ, çитĕнмесĕр сутма килĕшмерĕм, - паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Валерий Кондратьев производство объекчĕсем тăрăх кăтартса çÿренĕ май. - Иртнĕ çулсенче нихăçан та кун пек хакпа илмен, килограмĕ 3-4 тенкĕрен иртмен. Тухăç аван, гектартан 2,5 тонна тухатех. Çĕрулмирен те тупăшлăрах кăçал вăл.

-Апла çитес çул хăрамасăрах унăн лаптăкне ÿстермелле.

- Ытлашши лартсан пуçтарса кĕртме вăй çитмĕ, сутăнмасси те хăратать. Ялхуçалăх таварĕ таканари шыв пек вылянса тăрать: паян хаклăпа илеççĕ, ыран çаврăнса утаççĕ.

Юнкă тăрăхĕнче кантăр, горчица, калемпĕр /кориандр/ та самай пысăк лаптăксем йышăнаççĕ. Кантăрпа горчицăна республикăри хăшпĕр хуçалăхра çитĕнтернине курнăччĕ-ха. Анчах калемпĕр пирки пĕрремĕш хут илтрĕмĕр. Эпир иккĕленсе тăнине кура ертÿçĕ машинăпа уй-хире илсе кайрĕ. 30 гектар çинче сарă-хăмăр тĕслĕ ÿсен-тăран пилĕк таран ашкăрса ларать.

- Вăрлăхне Самар тăрăхĕнчен туяннă. Чăваш Енре пирĕн хуçалăхра кăна-ха вăл. Вырăнти пĕр фермер халех кăсăкланать ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, хамăр та кăçал пĕрремĕш хут акрăмăр. Лайăх пуçтарса кĕртсен, тупăшлă вырнаçтарсан малашне лаптăка пысăклатма пулĕ. Кантăр та чи малтан пирĕн тăрăхра тымар ячĕ, кайран ыттисем çитĕнтерме пуçларĕç.

Кăнтăр ÿсен-тăранне вăй илме нÿрĕк, ăшă кирлĕ. Кăçал çумăр çителĕклех пулнипе çăра та парка çитĕннĕ. Анчах пĕр пек пиçсе çитеймен: тулса хăмăрланнă пĕрчĕпе пĕрлех симĕсси те пур. Апла вырма тăхтама тивет.

Вырса илнĕ кантăр, горчица, калемпĕр вăррине тасатса типĕтеççĕ, пысăк михĕсене /пĕрне 1 тонна кĕрет, пĕчĕк михĕсемпе йышăнмаççĕ-мĕн/ тултарса Германи, Польша çĕршывĕсене ăсатаççĕ.

- Хакла каять-и?

- Коммерци вăрттăнлăхĕ, эпир чĕртавара тепĕр предприяти урлă вырнаçтаратпăр. Мĕншĕн тесен ют çĕршывсем пысăк калăпăшпа кăна йышăнасĕ, - сăпайлăн хуравларĕ Валерий Кондратьев.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.