Малашне паянхинчен виçĕ хут лайăхрах ĕçлер!

11 Сен, 2015

Ĕнер республикăри Хĕрарăмсен канашĕн XVII-мĕш отчетпа суйлав съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Анлă пухăва республикăри Хĕрарăмсен канашĕн районсемпе хуласенчи пуçламăш организацийĕсен членĕсем малтанхи минутсенченех уяв сăнĕ кĕртрĕç. Пирĕн тăрăхра пурăнакан халăхсен хастар хĕрарăмĕсенчен йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Фойере тĕлĕнмелле курав тыткăнларĕ: кашни район-хулара Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа алă вĕççĕн тĕрленĕ "Çĕнтерÿ пусмисен" выставки пулчĕ вăл.

Республикăри Хĕрарăмсен канашĕ - вырăнти чи массăллă та хастар ĕçлесе пыракан общество организацийĕсенчен пĕри. Хăйĕн умне вăл пархатарлă тĕллевсем лартнă: арçынсемпе хĕрарăмсен пĕртанлăх гарантийĕсем пурнăçланса пырассине йĕрлесси, ачасемпе амăшĕсен ыйтăвĕсене хÿтĕлесси, социаллă пурнăçа лайăхлатма витĕм кÿресси, хĕрарăмсен сывлăхĕшĕн çине тăрасси, çемье институтне тĕреклетесси т.ыт.те. Раççейри Хĕрарăмсен Союзĕн ĕç-хĕлĕн программипе килĕшÿллĕн вăл хăйĕн тĕрлĕ проектне хута ярса пурнăçлать. Акă, çакнашкаллисенчен пĕри - "Наци йăла-йĕркине упраса малалла вĕрентесси: амăшĕнчен - хĕрне”. Асăннă проект республикăри алă ăстисен, юрă-ташă маçтăрĕсен пултарулăхĕпе паллашма, ăсталăх класĕсенче вĕсене ăша хывма май парать.

Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зай­цева с<ездра общество организацийĕ юлашки виçĕ çулта мĕнле ĕçлесе пыни пирки анлă доклад тунă май хăйсем пуçарнă проектсенчен чылайăшне малалла тăсма палăртни çинчен каларĕ. Канаш йĕркелесе ирттерекен конкурссемпе фестивальсем, çавра сĕтелсемпе акцисем çемье çирĕплĕхĕшĕн тата халăхăн обществăри хастарлăхне çĕклессишĕн пулса пынине çирĕплетрĕ.

Çак шухăша хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев та малалла тăсрĕ. Республикăри асăннă организаци пурнăçри çитменлĕхсене вăхăтра асăрхаса тÿрлетÿсем тума хистенине ырласа йышăнчĕ вăл. Хĕрарăмсен, этемлĕхĕн черчен çуррин, хăвачĕпе республика аталанăвĕнче курăмлă улшăнусем пулнине палăртса хăварчĕ. Çуралакан ачасен, нумай ачаллă çемьесен йышĕ юлашки çулсенче ÿсни хĕрарăмсем пурнăç çине шанчăклă куçпа пăхнине пĕлтермест-им? Тăлăхсене хăйсен хÿтлĕхне йышăнакан килйышсем нумайланни те хĕрарăмсен ырă витĕмĕпех пулса пыни те вăрттăнлăх мар-çке.

С<ездра Хĕрарăмсен канашĕн правленийĕн тата тĕрĕслев-ревизи комиссийĕн ĕç-хĕлне ырласа йышăнчĕç. Организаци малашне тата та анлăланасса çак кунсенче хĕрарăмсен тĕрлĕ шайри пĕрлешĕвĕпе туслă çыхăнура ĕçлесси çинчен килĕшÿ туни систерчĕ. Çавна май малашне организацин статусĕ те урăхла пулĕ - республикăри Хĕрарăмсен союзĕ. Çак сăлтавпа с<ездра унăн ертÿçине çĕнĕрен суйларĕç, Уставне улшăнусем кĕртрĕç, правлени членĕсен списокне çĕнĕрен çирĕплетрĕç. Союзăн председателĕ пулма пур делегат та пĕр саслă пулса Ольга Юрьевна Зайцевăнах шанчĕ.

- Тусăмсем, пытармастăп: Раççейре пирĕн çинчен ырăпа асăнаççĕ. Пирĕн пархатарлă пуçарусене асăрхаççĕ те ытти регионсенче вĕсене практикăна кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Çапах та пуçа каçăртма васкар мар, малашне паянхинчен те виçĕ хут лайăхрах ĕçлер! - çакнашкал хавхалануллăн пулчĕç хăватне ÿстерсе пыракан пĕрлешĕвĕн ертÿçин сăмахĕсем.

Ирина ИВАНОВА

Рубрика: