Заводсен çитĕнĕвĕ - коллектив пĕрлĕхĕнче

11 Сен, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти электромеханика тата Ишлейри пысăк вольтлă аппаратурăсен завочĕсене çитсе курчĕ.

Производство цехĕсемпе, участокĕсемпе, финанспа экономика кăтартăвĕсемпе паллашрĕ, ĕç коллективĕпе тĕл пулчĕ. Михаил Васильевич икĕ предприятипе те кăмăллă: кăтартусем курăмлă, çĕнĕ цехсем çĕкленеççĕ, уйăхри вăтам шалу самаях ÿснĕ. Çакă коллектив пĕрлĕхĕнчен, çынсем ыранхи куна шанса, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вăй хунинчен килнĕ. Заводсем Шупашкар районĕнче вырнаçнă. Халăх ĕçе ытларах ялсенчен çÿрет. Вĕсене автобуспа пырса илеççĕ, смена хыççăн каялла леçеççĕ.

Ялта пурăнакансем пĕр-пĕрне ачаранах лайăх пĕлеççĕ. Ĕçчен те туслă вĕсем. Укçа лайăх тÿленĕрен çамрăксем йышлă. Электромеханика завочĕн механика участокĕнче Александр Рябинин оператор 2010 çултанпа çеç ĕçлет пулин те юлташĕсем хушшинче ырă ят, чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Михаил Игнатьев çамрăк специалист станок умĕнче вăр-вар ĕçленине пĕр хушă куç илмесĕр сăнарĕ, шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ. Александр кунтан ниçта та каясшăн мар. Ĕçпе, шалупа вăл кăмăллă. Рабочисем пĕлтĕр уйăхсерен вăтамран - 27,3 пин, кăçал 32,9 пин тенкĕ илеççĕ. Продукци калăпăшĕ те палăрмаллах ÿснĕ. 2014 çулта - 300,6 млн тенкĕлĕх, 2015 çулхи 7 уйăхра 350,3 млн тенкĕлĕх тавар тиесе янă. Производство индексĕ 2 хут пысăкланнă. Тупăш пирки те çавнах каламалла. Вăл пĕлтĕр 2,1 млн тенкĕпе çеç танлашнă, кăçал 7 уйăхрах 14,7 млн тенке çитнĕ.

Юрий Порфирьев гендиректор çамрăксен хастарлăхне палăртрĕ. Тавар лайăх сутăнать, конкуренцие тÿсĕмлĕ. Предприяти промышленноç валли хăвăрт тăвакан об<ектсене тивĕçтерме пысăк вольтлă оборудовани, трансформатор подстанцийĕ, ытти хатĕр туса кăларать, "Лукойл", "Роснефть", "Беларусьнефть" тата çавсен йышши пысăк компанисемпе тачă çыхăну тытать, саккассене вăхăтра пурнăçлать. Завод энергетика, нефтьпе газ промышленноçĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх об<екчĕсем валли тавар хатĕрлет. Изделисен номенклатурине çулленех хушăнтарать.

Михаил Игнатьев тĕлпулăва пухăннисене лайăх ĕçленĕшĕн тав турĕ.

- Ку чухне, кризис вăхăтĕнче республикăри хăшпĕр предприяти кредит илет, унтан ăна тавăрса парать. Йывăрлăх умĕнче çухалса каясси камăн пулмасть, - терĕ Михаил Игнатьев. - Кунта вара пачах урăхла. Паянхи куна 2-3 çул каяллах хатĕрленме тытăннă. Çавна май кăтартусем лайăхлансах пыраççĕ, шалу ÿсет. Рабочисемпе ертÿçĕсем хушшинчи çыхăну çирĕп. Эсир кăçал 7 уйăхрах пĕлтĕрхи тавар калăпăшне, укçа çине куçарса ĕнтĕ, икĕ хут ытла ирттерсе пурнăçланă. Предприяти 2017 çулта, тен, маларах та, "миллиардниксен" клубне кĕрессе шанатăп. Вĕсем республикăра 31, эсир 32 е 33-мĕш пулатăрах.

Михаил Васильевич ĕç çыннисен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ. Республикăра малашне те ача сачĕсем, шкулсем тăвасси çинчен каларĕ. Медицина пулăшăвĕ парасси, экологи лару-тăрăвĕ лайăхланать.

Ишлейри заводра та кăтартусем савăнтарчĕç. Пĕлтĕр - 754,5 млн, кăçал 7 уйăхра 514,8 млн тенкĕлĕх продукци ăсатнă. 2013 çулта инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртнĕ - производство корпусĕ çĕкленнĕ.

Предприяти ăнăçлă аталанать. Юрий Поченов гендиректор пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлекен кашни çын пуçне 2014 çулта 2084,3 пин тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Заводăн "миллиардниксен" клубне кĕрес шанчăк пысăк. Майсем пуррине хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Рабочисем ятарлă лаптăкра, унта тимĕре шăратса çыпăçтарнă кăшкар вырнаçтарнă, пулас цех урайне бетон сарса тикĕслеççĕ. Автомашинăсем бетон тăкма хатĕрленсе черете тăнă. Тулли мар яваплă обществăна малалла аталанма производство об<екчĕсем çитмеççĕ иккен. Çĕнĕ цеха хута ярсан тавар калăпăшĕ татах ÿсĕмленет, рабочисем кирлĕ пулаççĕ. Предприяти туса кăларакан пысăк тата пĕчĕк вольтлă аппаратурăпа промышленноç, нефтьпе газ предприятийĕсем, электричество вăйĕпе ĕçлекен транспорт, вăл шутра метрополитен та, ял хуçалăхĕпе ытти отрасль те анлă усă кураççĕ.

Заводра Ишлей тата çывăхри ялсен çыннисем вăй хураççĕ. Тĕлпулура вĕсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç. Ял урамĕсене хăçан хытă сийлĕ çул сараççĕ? Йăлари хытă каяшсен çĕнĕ полигонĕ Шупашкар районĕнче хута кайĕ-ши? Ишлейре ача-пăчана выляма хăтлă площадка хăçан тăвĕç?

Ыйтусене Михаил Игнатьевпа пĕрле ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров хуравларĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ