Хунямăшĕн киоскне вут чĕртнĕ

11 Сен, 2015

Çак пăтăрмах кăçалхи мартăн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Кăнтăр пасарĕнче пулнă. Арçын хунямăшне Хĕрарăмсен кунĕ умĕн çакăн пек усал парне кÿнĕ тейĕн.

Ÿсĕрскер пасарти киоска алăка ватса кĕнĕ. Шалтан чĕртсе янă. Пушарта ларек, унти тавар /вăрлăх, имçамсем, пахча валли кирлĕ ытти япала/ çунса кайнă. Сиен - 500 пине яхăн тенкĕлĕх. Пуçтах киоск хуçин кĕрĕвĕ пулнă иккен. Çак преступление вара арçын хунямăшĕпе, предпринимательпе, урлă пулнипе тунă - çапла тавăрнă. Хĕрарăм кĕрĕвне пасарти сăнав камери ÿкерсе юлнине пăхсан палласа илнĕ.

Тепĕр кунне полицейскисем «пиромана» тытма килне пынă. Арçынна ку килĕшмен, вăл çĕçĕ ярса илсе унпа пакунлисен умĕнче сулкалашнă, йĕркелĕх хуралçисене вĕлерессипе хăратнă. Паллах, ăна иртĕхтермен, аллисене самантрах пăркăчланă.

Халь вара унăн ют пурлăха тĕп тунăшăн кăна мар, полицейскисене хирĕç тăнăшăн та явап тытма тивет. Уголовлă ĕçе тĕп хулари Калинин районĕн сучĕ тишкерĕ.

Н.КОНОВАЛОВ

Рубрика: