Сысна çури суйлар-и?

10 Сен, 2015

Сысна çурине пасарта туяннă чухне мĕн пăхмалла? Çурасене çĕпрепе ÿстереççĕ теççĕ те, иккĕленетĕп.

Алина КРАСНОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

1. Сысна çурин пуçĕ, янахĕ тĕрĕс вырнаçнă-и? Асав шăлĕсене катнă-и? Çăварăн асав шăлĕсене 2-3 кунра чухнех катмалла. Асав шăлсем хăмăр тĕслĕ, шăл ретĕнчен кăнтарса тăраççĕ. Вĕсем пурри çурана пăхассине йывăрлатать.

2. Сысна çурин çурăмĕ авăнчăк пулмалла мар.

3. Çура хырăмне пăхăр, мăкăль е усăнчăк курăнмасть-и? Май пулсан хырăма хыпашласа пăхмалла. Хырăм çемçе, таса пулмалла.

4. Çура начарккаскер ан пултăр. Начаркка сысна çури лайăх ÿсесси иккĕлентерет.

5. Сына çури сĕре мăнтăркка та пулмалла мар. Кунашкаллисене пылак апата хăнăхтарма пултарнă. Урăх апата куçарма йывăртарах пулĕ.

6. Сывă сысна çурине алла тытсан вăл çухăрать, алăран тарасшăн тапăлтатать.

7. Сысна çурин хÿре айне, кайри пĕççисене пăхăр. Унта таса та типĕ пулмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.