Чирлисене сиплеççĕ

5 Сен, 2015

Кăçалхи çулталăк уявсемпе пуян. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине анлă уявларăмăр. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 95 çул çитрĕ. Кунсăр пуçне Элĕк районне тепĕр хутчен йĕркеленĕренпе - 50 çул. Вырăнти уявсем те пур - Мăн Ямашри вăтам шкул уçăлнăранпа 130 çул çитрĕ.

Асăннă шкултан çак тапхăрата 1688 ача вĕренсе тухнă. Вĕсен йышĕнче Надьăпа Аля Еремеевăсем те. Иккĕшĕ те кун-çулне чирлисене сиплес ĕçпе çыхăнтарнă. Аппăшĕпе йăмăкĕ нумай çул сиплев учрежденийĕсенче тимлеççĕ.

Паспорт çинче Алла тесе çырăннăскерне ял халăхĕ, ашшĕ-амăшĕ ачашшăн Аля тесе чĕнет. Хитре те сăпайлă хĕр шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Шкулти общество меропрятийĕсенче хастарлăхпа палăрса тăнă вăл. Пионерсен отрячĕн вожатăйĕ те, комсомол секретарĕ те пулнă, пултарулăх ушкăнне юрлама-ташлама çÿренĕ, спорт ăмăртăвĕсенче те ырă тĕслĕх кăтартнă.

1980 çулта Мăн Ямашри 8 çул вĕренмелли шкултан 32 ача вĕренсе тухса тĕрлĕ çĕре саланнă. Аля Еремеева тантăшĕпе Людмила Фроловăпа Канашри медицина училищине çул тытнă. Ачаранпа ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ темелле.

Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тĕрлĕ хисепе тивĕçнĕ вĕсем. Алла Леонидовнăна «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» паллăпа чысланă.

Геннадий САВЕЛЬЕВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.