Чипер Варвари

5 Сен, 2015

Ывăнма пĕлет-и çамрăк кĕлетке? Кунĕпе ĕçлесен те каçхине вăййа тухас килет пĕве кĕнĕ хĕрĕн. Петĕрĕн ытамĕнче мĕнешкел лайăххине пĕлет вăл. Чуптуса та курнă. Пĕррехинче каччă ял хĕррине чĕнсен те хирĕçлемен Варвари. Унта, çын курман çĕрте, вăрттăн çимĕçе тутанса пăхрĕç вĕсем. Çак вырăнта темиçе те тĕл пулчĕç каярахпа. Юратакан çынсем пĕр-пĕринчен вăтанаççĕ-и? Хырăм юлнине пĕлсен çеç ял-йышран намăсланчĕ хĕр. Ашшĕ-амăшĕ мĕн калĕ тата? Нумай шухăшласа вăхăт ирттермерĕ хайхискер - хырăм пăрахма палăртрĕ. Юнашар ялти пĕр хĕрарăм пулăшрĕ ăна.

Вăхăт иртрĕ. Чипер Варвари качча тухрĕ. Ĕçмен, туртман, хăйне итлекен упăшка лекрĕ ăна. Савăнса кăна пурăнмалла та, анчах... çемьере йыш хушăнмарĕ вĕсен. Сăлтавне пĕлет хĕрарăм, анчах мăшăрне калама шикленет. Урăх çынран ача пăрахнă вĕт вăл. Халь пулсан-и? «Йĕплĕ чĕлхесем» пÿрнепе тĕллесе кулнине те чăтса ирттерĕччĕ. Тепĕр тесен, вĕсене мĕн ĕç? Ял-йыш ача çитĕнтерме пулăшать-и? Пĕр вăхăт калаçать те чарăнать. Варварин çеç чунĕнче ĕмĕрлĕх суран юлчĕ.

Халăх мелĕпе те сипленсе пăхрĕ вăл. Çук, нимĕн те пулăшмарĕ ăна. Вăхăт иртнĕçемĕн хăйĕн шăпипе çырлахрĕ Варвари. Кÿршисем пур-çук укçана ачисем валли тăкаклаççĕ. Вĕсем упăшкипе иккĕшĕ тулăх, канлĕ, перекетлĕ пурăнаççĕ. Кил-çурт çавăрнă, мĕн кирли йăлтах пур. Кÿршĕ-аршă çинчен калаçсах вăхăт ирттерет мăшăр. Пĕрисем патшалăхран кивçен илсе пÿрт никĕсĕ янă, теприсен ачи-пăчи ашшĕ-амăшне итлесшĕн мар, виççĕмĕшĕсен... Хăйсен килĕнче çĕнĕлĕх çукпа пĕрех те ыттисен пурнăçĕпе кăсăкланнинчен мĕн тĕлĕнмелли?

Пĕрре иккĕшĕн хушшинче те вăрçă тухрĕ. Кĕтмен-туман çĕртен вĕсен картишне палламан çамрăк кĕрсе тăчĕ. Ак хайхи, Виталин ывăлĕ иккен вăл. Кур-ха, каснă-лартнă ашшĕ. Упăшкинчен урăх хĕрарăм ача çуратнине пĕлмен те Варвари. Ик аллипе пĕççине шарт! çапрĕ те кил хуçи арăмĕ, айккинелле пăрăнчĕ. «Пÿрте кĕртместĕп», - пахча алăкĕ патне çитсен кăшкăрчĕ вăл. Ашшĕ те ывăлĕн хÿттине кĕмерĕ. Çакăнта килсе чунне ыраттарнăшăн хытах ÿкĕнчĕ çамрăк. Ялтан тухсан куççульленчĕ те.

Виталипе Варвари пурнăç иртнине те сисмерĕç. Тахăш самантра ватлăх кунĕсем çитрĕç. Кил хуçи çĕре кĕчĕ. Çак тĕнчере пĕр пĕччен юлчĕ Варвари. Çынсем лайăх пурăнни, ачисем ашшĕ-амăшĕ патне килсе çÿрени, ватăсем мăнукĕсемпе йăпанни вĕчĕрхентерчĕ ăна.

Упăшкин кивĕ машинине илес кăмăллисем тупăнчĕç. Анчах Варвари яхăнне те ямарĕ. «Çĕрсе пĕттĕр, килти япалана никама та сутмастăп», - терĕ.

Хăйĕнчен уйрăлса кайнă мăшăрĕн сăнÿкерчĕкне чи курăнмалли вырăна лартрĕ арăмĕ. «Витали, эпĕ лавккана каятăп», - пÿртре шăпăрт çÿремест ватă. «Эпĕ килтĕм», - алăк уçса кĕрсенех сăнÿкерчĕк патне пырса тăрать вăл.

Чăх-чĕпне тилĕ тытнăшăн хытă кулянса пĕр вăхăт вырăнпах выртрĕ Варвари. Тухтăр эмел илме хушрĕ ăна. Чирленĕскер хаклине туянма килĕшмерĕ, йÿнĕреххипе сипленчĕ. Пурлăхне кам валли хăварать-ши вăл? Тепĕр темиçе çултан кам аса илĕ-ши ăна?

Елена ЦВЕТКОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.