Тырă выраççĕ, çĕрулми кăлараççĕ

4 Сен, 2015

Сентябрĕн 2-мĕшĕ тĕлне 219 062 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă /78,5 процент/, çав шутра 218 983-шне вырса çапнă. Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Етĕрне районĕсенче вырма вĕçленсе пырать.

Пÿлмене 453 306 тонна «сарă ылтăн» кĕнĕ, гектарти вăтам тухăç - 20,7 центнер. Элĕк, Вăрнар, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне, Елчĕк районĕсен кăтартăвĕ пысăкрах.

Палăртнă вăхăт тĕлне çĕрулмине 1 502 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç - 217,6 центнер. «Иккĕмĕш çăкăра» çирĕм районта кăлараççĕ. Елчĕк /364,9 центнер/, Вăрмар /284,3/ тăрăхĕсенче тухăç уйрăмах пысăк.

Пахчаçимĕç 74 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ, гектарти вăтам тухăç - 289,7 центнер.

Кĕрхи культурăсене 51 636 гектар çинче акнă /51,6 процент/.