Икĕ уяв пĕр тĕвĕре

4 Сен, 2015

Лаш Таяпара 1840 çулта аслă Пăлапа Лаща юханшывĕсен хутлăхĕнче Çветтуй Турă Амăшĕн чиркĕвĕ уçăлнă. Çавăн хыççăн тепĕр уйăхранах православи чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Рожденственский тăрăшнипе паянхи Елчĕк районĕн территорийĕнче пĕрремĕш шкул ĕçлеме пуçланă. Сăмах май, асăннă ял 1920 çулччен Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ.

19-мĕш ĕмĕр варринче Лаш Таяпа чиркĕвĕпе шкулне кÿршĕри вунă ытла ялтан чылай çын çÿренĕ. 20-мĕш ĕмĕр пуçланиччен çак шкулта пĕлÿ илнĕ 12 яшпа хĕр Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ. Вĕсенчен пĕри - Семен Николаев. Вăл 1906 çулта Хусан университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ. Хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăха çутта кăларас енĕпе ĕçлекен комиссариатĕнче тăрăшнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вара Чехи тĕп хулинче Прагăра 15 çул вырăс библиотекин заведующийĕнче вăй хунă.

Çветтуй Турă Амăшĕн чиркĕвĕ икĕ престоллă пулнă. Шел, вăл уçăлни шăп пĕр ĕмĕр иртсен ахăр саманара ăна хупнă çеç мар, унăн аялти пысăк пÿлĕмĕнчен клуб туса хунă. Çавăн хыççăн Турра ĕненекенсем 30-40 çухрăмра вырнаçнă Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнчи тата Пăвапа Теччĕ хулисен хутлăхĕнчи Пăрал салин чиркĕвĕсене çÿреме пуçланă.

21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пуçаруллă çынсем ял варринче, вăтам шкулпа юнашар, Çветтуй Турă Амăшĕн çĕнĕ храмне тума вăхăт çитни çинчен калаçма пуçларĕç. Çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе пурăнакан Юрий Попов, Владимир Меметов, Сергей Тунгулов, Валерий Егоров, Николайпа Анатолий Князевсен ырă шухăшне ял халăхĕ 5-6 çул каяллах ăшпиллĕн йышăнчĕ. Çавна май ял варринче пысăк та илемлĕ храм çĕкленчĕ. Августăн 28-мĕшĕнче унăн юлашки çиччĕмĕш куполне хăпартрĕç.

Çапла, Лаш Таяпара чиркÿ тата шкул уçăлнăранпа кăçал 175 çул çитрĕ. Çак юбилейсемпе çыхăннă уява сумлă хăнасем чылай пуçтарăнчĕç. Вĕсен хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов. Вĕсем ял халăхне уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Хăнасем шкула та çитсе курчĕç. Икĕ хутлă çурта юсаса çĕнетнĕ. Спортзала тивĕçлĕ сăн кĕртме çеç пĕр миллион тенкĕ ытла укçа тăкакланă.

«Иккĕленместĕп, Лаш Таяпари шкултан малашне те Владимир Андреев олимпиец пек, Юрий Попов, Илья Самсонов, Николай Анисимов, Луиза Дмитриева спорт мастерĕсем пек çĕршывĕпе паллă атлетсем вĕренсе тухĕç. Физкультурăпа спорта юратни, урă пурнăç йĕркине тытса пыни сире пурнăçра, вĕренÿре, ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшаççĕ», - терĕ Михаил Игнатьев ялйыша.

Петр СИДОРОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.