«Хĕрĕхĕшĕ те - чун юратни»
Ягодка, Тоня, Катя, Анечка, Яночка... - хăшĕ килĕшет, çапларах ят парать чун юратнă качакисене Муллаварта ?Канаш районĕ% пурăнакан Людмила Ильинична Алексеева. Пиллĕкĕн-улттăн кăна мар-çке вĕсем, тăхăр сурăхне шута илсен пĕтĕмĕшле выльăх пуçĕ хĕрĕхе çитет.
"Ывăнатăп та вĕсемпе, тепĕр чухне тарăхтараççĕ те, анчах качакасемсĕр пурăнаймастăп, питĕ юрататăп", - тет тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăм. 2001 çулта пĕр сутуçă ăна качака илсе килсе панă. Çавăнтанпа Людмила Ильинична çак выльăхран уйрăлмасть. Чылай çул Канашри "Сортсемовощ" пĕрлешÿре бухгалтерта тăрăшнă вăл. Пĕр вăхăт агрегат заводĕнче ĕçленĕ чухне аллине суранлатнă. Хăрах ал тупанĕ çуккине пăхмасăрах выльăхпа тĕрмешет. Ирхине 4-5 сехетре тăрать те качакисене çывăхри вăрмана симĕс курăк çитерме илсе тухать. Икĕ сехет ытларах çÿретсен туслă йыш кил картишне таврăнать. Кунне виçĕ хутчен çапла çÿретет Людмила Ильинична. Выльăх каннă вăхăтра витене типтерлет, тислĕк кăларать, качакасене сăвать ?сĕт антараканни - 12 пуç%.
Пахчара шăтăк чавать те тислĕке унта хурать, çакăн хыççăн тăпрапа хуплать. Çакă çĕршĕн те усăллине палăртать, пахчаçимĕç тухăçлă çитĕнет.
Выльăхпа таса пурăнма йывăр, çапах тăрăшатăп тенĕ хыççăн хĕрарăм тислĕк шăршишĕн хăйне сăмахпа пĕрре мар кÿрентернине асăнчĕ. Ялта çуралса ÿснĕ çын çакăншăнах хирĕçме хăяймĕ, хуларан куçса килнине вара чăтма йывăртарах курăнать.
Иксĕмĕр калаçса ларнă хушăра акă юнашар пĕр çамрăк качака пырса тăчĕ. "Юратнă тантăшăм, чи илемли эсĕ манăн. Мĕн, тунсăхласа çитрĕн-и?" - çапларах çепĕççĕн пуплет вăл кашни выльăхĕпе. Хĕрĕх пуçран чи юратнине уйăраймасть, уншăн пурте пĕр тан. Сутма е пусма тивсен пуриншĕн те кулянать. "Аплах пулмалла мар та, кăмăла хытармалла. Çук вĕт, пултараймастăп", - тет.
Выльăх сутасси çинчен нимĕнле пĕлтерÿ те памасть. Пĕлекенсем, куракансем хăйсемех пырса туянаççĕ. Кайран ятарласа килсе тав тăваççĕ. 3-4 çул каялла пĕри 80 çулти амăшĕ валли качака туянма пынă. "Ай-уй, пăхайĕ-ши вăл ăна?" - иккĕленнĕ сутуçă. "Эсир ман аннене пĕлместĕр-ха. Питĕ пултаруллă вăл, тепĕр çамрăкран та ирттерет", - хуравланă лешĕ. Каярах лайăх качака панăшăн тав тунă, амăшĕ питĕ кăмăллă пулнине асăннă.
Сутакан качака çинчен туянакана нимĕн пытармасăр йăлт каласа ăнлантарать Людмила Ильинична. Çитменлĕхсене те, чирлесен мĕнле сиплемеллине те манса хăвармасть. Килĕшмесен каялла тавăрса пама ыйтать. "Унашкал тĕслĕх те пулнă-и?" - кăсăкланатăп эпĕ. "Пулнă. Питĕ хытă макăрнăран пĕри каялла илсе килсе пачĕ. Ют алла хăнăхайман качака", - пытармарĕ хĕрарăм.
Тепĕр чухне выльăха тутарсем туянаççĕ. Какай валли çамрăккине кăмăллаççĕ. Людмила Ильиничнăна выльăха пустарма шел, çавăнпа вăл ÿстерсе сутма тăрăшать. Вăл е ку сăлтавпа ирĕксĕрех пусма тивсен яланхи пулăшуçăсене чĕнет.
Хăйĕн пурнăçĕнче аш-какай питех çимен вăл. Качака какайне шăршă кĕрет тесе чылайăшĕ кăмăлласах каймасть. Çак таранччен Людмила Алексеева та, ахăртнех, çапла тунă. Анчах пĕррехинче пĕр хĕрарăм ăна чаплă рецептпа паллаштарнă. Çавăнтанпа качака ашне çисе тăранаймасть. Малтан ăна яланхи пекех шывра пĕçермелле. Унтан аша шăмăсенчен уйăрмалла. Тип çу ярса тепĕр хут вĕретмелле. Çав тери тутлă пулать-мĕн.
"Зааненский" качака ăратне сĕтлĕ пулнăшăн ырлаççĕ. Людмила Ильиничнăн та пур вăл. Паянхи куна ытти ăратпа хутăшса кайма та ĕлкĕрнĕ. Анчах хĕрарăм вырăнти ăрата ытларах килĕштерет. "Вĕсене мăйракисенчен те пулин тытма пулать, лешсен вĕсем çук. Хамăрăн качакасем те сĕт аван антараççĕ", - ырлать хĕрарăм вырăнти выльăха.
Ун патне сĕт туянма пыркаласах çÿреççĕ. Килмен чухне те вăл сая каймасть. Кил хуçи хĕрарăмĕ унран тăпăрчă та хатĕрлет, юлнă сĕте путексене ĕçтерет ?эпĕ çитнĕ кун шăпах йыш хушăннăччĕ%, йыттине, кушакĕсене ярса парать. Чĕрчуна питĕ юратаканскер килсĕр-çуртсăр, хуçасăр юлнă кушаксене пулăшмасăр тăма пултараймасть. Качакасемпе çÿренĕ чух курать те мĕскĕнсене киле илсе таврăнать. Паянхи куна 7 кушак пурăнать.
Хушăран упăшки çакăншăн кăмăлсăр пулса мăкăртатнине те илтме тивет. "Темех мар. Кушаксене те, качакасене те хамах пăхатăп. Унран пулăшу ыйтмастăп. Апат хатĕрлеме бензоçава та, мотоблок та пур. Çĕр сахал, çавăнпа выльăх валли апата ытларах туянма тивет", - палăртать харсăр, çав вăхăтрах çепĕç те ырă чунлă хĕрарăм.
Качакисем çинчен вăл сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр. "Çынна усал тăвиччен, ун çинчен ырă мар калаçиччен пĕр качака та пулин усраччăр, унпа уйра е вăрманта уçăлса çÿреччĕр, калаçчăр. Мĕн тери лайăх, усăллă ĕç пулĕччĕ", - çапларах сĕнчĕ вăл çынсене.
Ирина НИКИТИНА.
Комментировать