Ватта сума сăвакан...

4 Сен, 2015

Чăваш халăхĕн пысăк пайĕ республика тулашĕнче тĕпленсе пурăнать, пирĕн йăхташăмăрсем Чăваш Ене çитсе курма ĕмĕтленеççĕ, çитсе кураççĕ те. Çак ĕçе йĕркелес тĕлĕшпе патшалăх органĕсем те нумай вăй хураççĕ, культура, вĕренÿ тата ытти тытăмрисем валли килĕшÿсем тăваççĕ, пĕр-пĕрин патне тухса çÿреме тивĕçлĕ условисем йĕркелеççĕ. Çак енĕпе Чăваш Енпе Ульяновск облаçĕ хушшинчи хутшăнусене уйрăмах палăртмалла. Тĕрĕссипе, çак çыхăнусен тымарĕ питĕ тарăн, 1868 çулта чăвашсене çутта кăлараканĕ Иван Яковлев Чĕмпĕрте чăваш шкулĕ уçнă хыççăн асăннă хула пирĕншĕн тата çывăхланнă. Икĕ регион хушшинчи туслăх паян та çирĕпленсе пырать. Августăн 19-мĕшĕнчи пулăм - Чăваш Республикипе Ульяновск облаçĕн Туслăх уявĕ - çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Туслăх праçникĕ Шăмăршă районĕнче иртрĕ.

Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ çывăхĕнче сумлă хăнасене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шăмăршă район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, официаллă ытти çынсем кĕтсе илчĕç.

Çумăр пĕрĕхсе тăчĕ пулин те чăрмантармарĕ. «Кун пеккине кăна мар курнă»,- терĕç пирĕннисем те, хăнасем те. Сăмах 2011 çулта Ульяновскра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чăваш Акатуйĕ пирки пулчĕ ĕнтĕ. Ун чухне çумăр витререн тăкнă пек лÿшкесе çунăччĕ, апла пулин те уява пынисене чăрмантараймарĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ, Туслăх уявĕ саланмарĕ, çирĕпленчĕ кăна.

Михаил Игнатьев ĕçтешне - Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрне - Ульяновск облаçĕн Правительствин Председательне Сергей Морозова - ăшшăн йышăннă май çак шухăша палăртрĕ:

- Эпир сирĕнпе 2010 çулта - мана республикăна ертсе пыма шансан - пĕр-пĕрне пуçласа алă патăмăр. 2011 çулта Ульяновскра Пĕтĕм Раççейри Акатуй ирттертĕмĕр. Çавăн хыççăн çыхăнусем тата та çирĕпленчĕç. Туслăха çамрăк, килекен ăрусем те тытса пыччăр. Чăваш Енре хăвăра яланах хăтлă туйăр, - терĕ.

Сергей Морозов хăйĕнпе пĕрле Чăваш Ене Правительствин членĕсене, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ертÿçисене, общество хастарĕсене илсе килнине пĕлтерчĕ, «Туссен хушшинче» проект пуриншĕн те усăллă пуласса палăртрĕ.

- Туслă пулма нимĕн те чăрмантармасть, - терĕ Сергей Иванович. - Çакăн валли пирĕн пурте пур: пĕрлехи истори, йăла-йĕрке, чаплă уявсем, унтан та ытларах - ăнтăлу. Çак визит маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. 2004 çулта, тин çеç кĕпĕрнаттăр должноçне йышăннăскер, Шупашкарта пулнăччĕ. Сирĕн республикăн ăнăçу урокĕсемпе паллашнăччĕ. Унтанпа 10 çул ытла иртрĕ. Çав уроксене ăша хыврăмăр, пурнăçа кĕртрĕмĕр. Халĕ эпир те çитĕнÿсемпе мухтанма пултаратпăр. Çак кунсенче облаçа тĕпрен улшăнма май паракан планăн виççĕмĕш тапхăрне ĕçлеттерсе ятăмăр. Сирĕн çĕр телейлĕ, вăл пире шанăç пачĕ. Эпĕ сире республикăн лайăх ертÿçи пулнăран кăна мар, хамăн çывăх тус пек хисеплетĕп, пирĕншĕн тĕслĕх пулнишĕн савăнатăп.

Шăмăршăра икĕ регион ер­тÿçисем Ленин урамĕнчи 54 В çурта пурăнма кĕрекенсене уçăсем пачĕç. Ăна тивĕçнисемшĕн çакă - чăннипех пысăк телей. Кивĕ, юрăхсăра тухнă, хăтсăр общежитисенчи пÿлĕмсенче, уйрăм çуртсенче пурăннă вĕсем ку таранччен. Хальхи вăхăтчен районта кунашкал условисенче 101 çын /44 çемье/ пурăннă. Вĕсенчен 21 çемье çĕнĕ çуртра хваттер илчĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 2014-2015 çулсенче района 33 млн тенкĕ уйăрса панă, 10,5 млн тенкине - Чăваш Республикин бюджетĕнчен. Ытти 23 çемье валли Шăмăршăри Космовский урамĕнче нумай хваттерлĕ çурт тăваççĕ.

Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - республикăра авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлă çуртсене куçарас енĕпе ĕçлекен программăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Çакă 13200 çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май парĕ. Тĕллеве пурнăçлама 5 млрд укçа кайнă.

Телее тивĕçнисемпе те паллашрăмăр. Светлана Руссакова 17 çулти ывăлĕпе районти «Сельхозтехника» общежитийĕнче пурăннă. Хăй лавккара ĕçлет, ывăлĕ Патăрьелте автомеханика вĕренет. Общежитири условисем çинчен каласа кăтартма кирлĕ мар ĕнтĕ. «Питĕ савăнтăм, тахçантанпах кĕтнĕ», - тет Светлана Геннадьевна.

«Ватă çын - тăватă çын»,- тесе ахальтен каламан. Унăн пурнăç опычĕ çитĕнекен ăрушăн - иксĕлми пуянлăх. Çамрăксене вĕрентсе, хушса çеç лармасть вăл - пур енĕпе те хăй хастарлăх кăтартать.

Акă, виçĕмкун Канашра, хулан Культура керменĕнче, аслă ăрурисен пултарулăхĕн «Чун юрлать» фестивалĕ иртрĕ.

Канаш хулипе районĕнче пурăнакансем çиччĕмĕш хут пуçтарăнчĕç асăннă мероприятие. Унта общество организацийĕсемпе пĕрлĕхсен çумĕнчи ветерансен «Надежда», «Нептун», «Родник», «Педагогика ĕçченĕсен ассоциацийĕ» клубĕсенчи пултарулăх коллективĕсем хутшăнчĕç. Фестиваль пуçаруçисем - Пĕтĕм Раççейри «Раççейри пенсионерсен союзĕ» обществăн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕсем.

«Чун юрлать» фестиваль кăçал «Чăваш Ен - пирĕн тăван кил» чĕнÿпе иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР транспортпа çул хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, ЧР обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, Канаш хулин пуçлăхĕ Людмила Иванова, Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев çамрăк чунлă ватăсене вĕсен иксĕлми хастарлăхĕшĕн ăшшăн тав турĕ:

- Çакăн пек мероприятисем çынсене çывăхлатаççĕ, тăван çĕршыва, тăван çĕре юратма вĕрентеççĕ, - терĕ вăл. - Чăваш халăхĕ ытти халăхпа нихăçан та хирĕçÿллĕ пурăнман, килĕшÿпе туслăх уншăн яланах тĕп вырăнта тăнă. Правительствăн тĕп тĕллевĕ - республикăри тăнăçлă пурнăçа упраса хăварасси тата çирĕплетсе пырасси.

Михаил Васильевич «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама йышăнни пысăк ĕç стажĕллĕ чылай пенсионерăн пурнăçне лайăхлатма май панине палăртрĕ. Стаж «планкине» халĕ тата та пĕчĕклетнĕ. Çапла майпа республикăри 41 пин çын саккунпа палăртнă çăмăллăхсемпе усă курать. Сăмах май, çав кун Канашра, Канаш районĕнче пурăнакан тата темиçе çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçрĕ.

Михаил Игнатьев Канаш хулин малашлăхĕ сулмаклине палăртрĕ. Хула иртнĕ çул Раççей шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ. Çакă унăн экономикине аталантарма тата 600 млрд тенкĕ уйăрса пама шанăç кÿрет. Унсăр пуçне вырăнти предпринимательсемпе бизнесменсем тата темиçе пысăк проекта пурнăçа кĕртĕç. Çапла майпа кунта тĕпленсе пурăнакан çамрăксем валли ĕç вырăнĕсем тупăнĕç.

Культура тытăмĕнчи лару-тăру çинчен сăмах пуçарсан Михаил Васильевич Чăваш Енре юлашки çулсенче пĕр клуба та, библиотекăна та хупманнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 747 культурăпа кану учрежденийĕ. Унта халăх пултарулăхĕ, спорт, декораципе хушма искусство тата ытти енĕпе 6012 кружокпа секци, клуб тата ытти те ĕçлеççĕ. Вĕсене 79,5 пин çын çÿрет. Тĕрлĕ конкурсра, фестивальте, смотрта çĕнтернĕ, çутĕçĕпе общество пурнăçĕнче палăрнă 226 коллектив «Чăваш Республикин халăх пултарулăх коллективĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Республика ертÿçи иртнĕ çул Шупашкарта пенсионерсен пĕрремĕш спартакиадине ирттернине аса илчĕ. Ун чухне Чăваш Ен команди виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

- Эпир ытти республикăпа облаçран килнисене кирек миçе çулта та спортпа çывăх, туслă пулмаллине çирĕплетсе патăмăр, - терĕ Михаил Васильевич. - Пирĕн ятпа тав сăмахĕсем халĕ те килеççĕ. Ăмăртусене хутшăнакансем Чăваш Ен спорт регионĕ пулнине палăртрĕç, вĕсене пирĕн хулари ăшă, кăмăллă лару-тăру питĕ килĕшнĕ. Çакă республикăна инвестицисем килессине те витĕм кÿрет.

Вадим Николаев та, Вячеслав Александров та, Людмила Иванова та, Владислав Софронов та юрă тĕнчипе çывăх çынсене /ватăсене тесе калама сăмах çаврăнмасть. - Авт./ паллă кунпа саламларĕç. Вадим Иванович, хăй те ачаранах кĕвĕ-çемĕпе туслăскер, алла хуткупăс тытса анне çинчен хывнă юрра чăвашла шăрантарчĕ. Залри халăх ăна тăвăллăн алă çупса тав турĕ.

«Россияночка», «Парчар», «Ентешсем» ансамбльсем, ветерансен хорĕ, уйрăм солистсем тем тĕрлĕ юрăпа савăнтарчĕç. Паллах, кун пек уявсем чыслав саманчĕсемсĕр пулмаççĕ. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят илнисемсĕр пуçне чылайăшĕ Канаш хула тата Канаш район администрацийĕсен Тав çырăвĕсене тивĕçрĕ. Матьшÿ ялĕнчи Анисия Андреевнăпа Виталий Владимирович Владимировсене тата Канашра пурăнакан Мария Трофимовнăпа Иван Ильич Любовсене пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитнĕ ятпа саламларĕç, парнесемпе чысларĕç.

Владимировсемпе эпир те паллашрăмăр. Колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вĕсем, Виталий Владимирович бригадир та пулнă. Пилĕк ывăл çуратса ÿстернĕ, халĕ 10 мăнукпа вĕсен 7 ачипе киленсе пурăнаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕн Андрейăн çемйи ашшĕ-амăшĕн тĕп килĕнче тĕпленнĕ.

- Питĕ ĕçчен çемье, - терĕ вĕсем çинчен Çеçпĕл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Иванова. - Килти хуçалăхĕнче тем те çитĕнтереççĕ, анкартинче кăна 100 ытла сарă-хĕрлĕ кавăн пĕчĕк хĕвел пек чуна ăшăтса выртать. Картиш тулли - выльăх-чĕрлĕх. Пысăк ĕçсем тунă чухне ытти ачисем килсе пулăшаççĕ.

Канашри таврапĕлÿ музейĕнче хÿтлĕх тупнă «Оптимисты» клуб ертÿçипе Татьяна Рубцовăпа та сăмах хушса илме май пулчĕ. Асăннă ушкăнра педагогика ветеранĕсем иккен. Тĕрлĕ çулти пенсионерсем çÿреççĕ унта. Юрласа ташлама кăна мар, инçе çула тухма та шикленмеççĕ. Сăмахран, юлашки вăхăтра Мускава та çитнĕ. Нумаях пулмасть районти ветерансен союзĕпе Хусанта пулнă. Унта вара Хусанти ветерансен канашĕпе пĕр чĕлхе тупнă та «Железнодорожник» клубра тĕлпулу ирттернĕ, хулапа паллашнă, хăйсем патне хăнана чĕнсе хăварнă.

«Ватта сума сăвакан - хăй те сумлă пулакан, вĕсен сăмахĕ - тăн пуçшăн çăлкуç» - тенĕ пирĕн несĕлсем. Çакăнпа кам килĕшмĕ?

Надежда СМИРНОВА.

Борис ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.