Унăн çăлтăрĕ сÿнмĕ

4 Сен, 2015

Этем тĕнче уçлăхне тухнăранпа кăçал 54 çул иртрĕ пулин те пĕтĕм тĕнчене чăннипех тĕлĕнтернĕ çак пулăм халăхăн ăс-хакăлĕн тата ăслăлăхĕн чи пысăк ÿсĕмĕ евĕр яланлăхах кĕрсе юлчĕ пирĕн пурнăçа. Тăван халăхăмăрăн мухтавлă ывăлĕ - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, Чăваш Республикин тата унăн тĕп хулин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев - хăйĕн паттăр ĕçтешĕсемпе пĕрле унта пысăк тÿпе хывнипе пире çав çитĕнÿ тата та пĕлтерĕшлĕрех, хаклăрах. Юрий Гагарин Çĕр-планетăмăрăн туртăмне парăнтарса унăн орбитинче хывнă çула ун хыççăнах çăлтăрсем патне çĕкленнĕ Герман Титовпа Андриян Николаев такăрлатрĕç. Халĕ вĕсен ăнтăлăвне ыттисем малалла тăсаççĕ. Паянхи кунччен тĕрлĕ çĕршывăн 534 космонавчĕ-астронавчĕ тĕнче уçлăхĕнче эрнерен пуçласа çулталăк таран сăнав-тĕпчев ирттерчĕ пулсан, эпир пурпĕрех малтанхи улăп-паттăрсемпе ытларах мăнаçланатпăр. Мĕншĕн тесен космос паттăрсене, хăйсен ĕмĕчĕ патне тĕллевлĕн утакансене, çирĕп çынсене çеç пăхăнать.

Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Андриян Николаев - чăн-чăн мухтав Çăлтăрĕ. Вăл чăваша тĕнчене кăларнă, чăвашлăхшăн тунă ырă пуçарусен, халăхсен хушшинчи туслă-усăллă çыхăну-хутшăнусен чăн-чăн элчи пулнă.

Сентябрĕн 5-мĕшĕ Николаевсен йăхĕшĕн кăна мар, республикăри кашни çыншăн паллă, сăваплă кун. Çак кун Андриян Григорьевич тата унăн амăшĕ - Анна Алексеевна - çут тĕнчене килнĕ. Ман шутăмпа темле паллă пур кунта: амăшĕпе ывăлĕ шăп пĕр кунта çуралнă.

Сĕнтĕрвăрри район депутачĕсем çак сăваплă куна кăçалтан тăван районĕн кунĕ пек палăртма йышăннă. Тĕп уяв, паллах, СССР космонавт-летчикĕн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн Андриян Николаевăн Шуршăлти мемориал комплексĕнче иртĕ. Унăн программи питĕ пуян та анлă. Хăнасен йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та пулĕ.

Шел, хаклă Андриянăмăр çук халĕ пирĕн хушăра! Хăй çуралнă, чунра ялан асра тытнă тăван çĕрĕнче яланлăх канăç тупрĕ. Унăн ячĕ нихăçан та манăçмĕ, вăл çутнă Çăлтăр нихăçан та сÿнмĕ.

 

Юрий ЛИСТОПАД

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.