Суд тенкелĕ çинче - садик заведующийĕ

4 Сен, 2015

Çĕнĕ Шупашкарти муниципалитетăн ача сачĕсенчен пĕрин заведующийĕ пулнăскер суд тенкелĕ çине ларнă. Ăна служба вырăнĕпе усă курса улталанăшăн тата службăри ултавшăн айăпланă. Хĕрарăма 6 уйăхлăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, 5 пин тенкĕлĕх штрафланă.

Следстви комитечĕн химиксен хулинчи пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - 2012 çулхи январьте заведующи хушу кăларса хăйĕн тăванне ача садне кĕçĕн воспитатель должноçне йышăннă. Çакă çывăх çыннине ĕç укçи, çие юлнă май тата ача çуратнăшăн, ача пăхнăшăн пособи илме кăна кирлĕ пулнă. 2015 çулхи мартченех ĕç вăхăтне тата ĕç укçине шута илмелли табельсене суя кăтартусем кĕртсе пынă. Малтан хĕрарăм хăйĕн должноç тивĕçĕсене пурнăçланине суйса кăтартнă, кайран вăл çие юлнă май тата ача çуратнине кура отпускра пулнине çирĕплетсе çырнă. Çавна май заведующи тăванне сăлтавсăрах шалу тата пособисем тÿленĕ - пĕтĕмпе 100 пин ытла тенкĕ. Çавăн пекех пенси стажне шутланă, Пенси фондне хывмалли укçана куçарнă.

Вăл текех садикре ĕçлемест ĕнтĕ, уголовлă ĕç материалĕсемпе паллашнă хыççăн хĕрарăм республика бюджетне кÿнĕ сиене туллин саплаштарнă.

Н.СТЕПАНОВ.

Рубрика: 
Автор: