"Вĕри" юрату

4 Сен, 2015

Юрату пирки каланă чух "хĕрÿллĕ" тени тĕрĕсрех-ха ĕнтĕ, анчах ку тĕслĕхре "вĕри" сăмах вырăнлăрах. Шăпах "вĕри юратăва" пула 50 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна Шупашкар районĕн сучĕ тишкерсе приговор палăртнă ĕнтĕ.

Хĕрарăм упăшкипе хирĕçнĕ. Ÿсĕрскер арçынна капла çĕнтереймессе ăнланнă-ши - тавăрмалли урăх мел тупнă. Тискер мел. Çĕрле 15 литрлă кастрюльпе шыв вĕретнĕ. Унтан савăта çĕклесе упăшки çывăракан пÿлĕме кĕнĕ те вĕри шыва арçын çине тăкнă.

Ыйхăрискер самантрах вăранса ваннăя чупнă. Хăй тăрăх сивĕ шыв янă. Аслисем шуйханнине илтсе ывăлĕ те вăраннă - васкавлă медпулăшу чĕннĕ.

Арçын ÿчĕн 75: яхăн пиçнĕ. Çав шутра кĕлеткин 40: вăйлă суранланнă /медиксем пиçнине 3Б степеньпех хакланă/.

Суд упăшкипе çапла тискер хăтланнă хĕрарăма айăпласа 4 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă. Унăн аллисене суд залĕнчех сăнчăрланă.

К.НИКОДИМОВ.

Рубрика: