Çĕпĕр çĕрĕн чапĕпе мухтавĕ

4 Сен, 2015

Чăваш халăхĕн республика тулашĕнчи историйĕпе культурине тĕпчесси, ман шухăшпа, пирĕн паянхи гуманитари наукин çивĕч ыйтăвĕ. Эпир 2013-2015 çулсенче Хĕвеланăç Çĕпĕрте, Украинăра, Беларуçра ирттернĕ этнокультура экспедицийĕсем пĕр ÿстермесĕрех çапла калама май параççĕ: асăннă ыйтусене пачах та тĕпчемен. Историксене, этнологсене, лингвистсене, географсене явăçтарса анлă наука экспедицийĕсем йĕркелемелле, Çĕпĕр чăвашĕсен историйĕпе культурине тĕпчемелле - аваллăхран пуçласа паянхи кунччен.

Пирĕн наука экспедицийĕсем куçкĕрет ĕнентерчĕç: Çĕпĕрти чăвашсем асатте-асаннесен йăли-йĕркине пирĕнтен, тăван тăрăхра пурăнакансенчен, тĕплĕрех, тирпейлĕрех тытса пыраççĕ. Çакă генсен шайĕнчех пулса пырать тейĕттĕм. Çĕнĕ культура анлăшĕнче çыннăн хăйĕн культурин генĕсем вăранаççĕ-тĕр. Çулсем иртнĕ май унăн хăйĕн мăн аслашшĕсен культурине пĕлес-туяс килет. Пирĕн йăхташсем халăхăмăршăн кăтартуллă пахалăхсене упраççĕ. Çав шутра - ĕçченлĕх, тÿсĕмлĕх, сăпайлăх, çĕре, çăкăра хисеплесси.

Çакăн ĕнентерÿллĕ тĕслĕхĕ - пĕтĕм Совет Союзĕ пĕлнĕ çĕрĕçченĕн Поликарп Петрович Прокопьевăн пурнăçĕ. Вăл - Çĕпĕр тата Раççей çĕрĕн чапĕ, чăваш наци мухтавĕ!

Ырă пурнăç шыраса...

Поликарп 1925 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Кивĕ Матьăк ялĕнче çуралнă. Пирĕн тăрăхра çĕр çителĕксĕррине кура хресчен пурнăçĕ çăмăл пулман, çавăнпа унăн çемйи лайăхрах пурнăç шыраса 1929 çулта Çĕпĕре куçнă. Омск облаçĕнчи Велижан районĕнчи /халĕ - Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районĕ/ Баитово хуторĕнче тĕпленнĕ.

Хресчен ывăлĕ Поликарп хресчен ĕçĕ çăмăл маррине ачаранпах пĕлнĕ. Шăпах ачаранпах йывăр ĕçе кÿлĕнни ăна кайран пысăк çитĕнÿсем тума пулăшнă. «Хресчен - эпĕ», - тенĕ вăл мăнаçлăн.

10-мĕш класс хыççăн 1943 çулта хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайнă. Хĕрлĕ Ялавлă II степень Кутузов орденĕллĕ 98-мĕш гварди сывлăш-десант Свирь дивизийĕн десант бригадинче службăра пулнă. Ятарлă операцисем пурнăçлама Прокопьев смершевеца пĕрре кăна мар тăшман тылне ăсатнă. Карелие, Хĕвеланăç Украинăна, Венгрие, Австрие, Чехословакие ирĕке кăларма хутшăннă. Парăнтарнă рейхăн тĕп хули çийĕн Хĕрлĕ Ялав вĕлкĕшме тытăнсан та уншăн вăрçă вĕçленмен-ха: вăл тата унăн юлташĕсем Прагăшăн çапăçнă. Унтан Японие хирĕç çар операцине хутшăннă. 1950 çулчченех çĕршыв чиккине сыхланă.

Ан кай, Петрович!

Десантник харсăрлăхне çирĕплетекеннисем - унăн наградисем: Хĕрлĕ Ялав, Ылтăн Çăлтăр, I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсем, «Паттăрлăхшăн» медаль. Хĕрлĕ Ялав орденĕ салтак пурнăçне те çăлса хăварнă - снаряд ванчăкĕ шăпах наградăна лекнĕ. Фронт унăн характерне туптанă, пĕрлех çынна упрама вĕрентнĕ.

1950 çулта çар контрразведчикĕ пулнăскере СССР патшалăх хăрушсăрлăхĕн органĕсенче ĕçлеме чĕннĕ. 1954 çулхи май уйăхĕнче КПСС Тюмень обкомĕн бюровĕн йышăнăвĕпе вăтăр пинлĕ йышра ăна яла ĕçлеме янă - вăл Анат Тавда районĕнчи чи япăх хуçалăхсенчен пĕрин, Дзержински ячĕллин, тилхепине тытнă. Пухура колхозниксем «асфальт çинчен килнĕ хула çыннине» председателе лартасшăн пулман. Кайран вара, сывпуллашма вăхăт çитсен, хресченсем хаяр, анчах яланах тĕрĕс «Петровича» хăйсем патĕнчен ярас темен. Ун чухне колхоз облаç сводкисенче унчченхи пек юлашки ретре мар, çÿлти йĕркесене йышăнма тытăннă-çке.

Прокопьев яла çĕклемешкĕн çар е парти опычĕ мар, аграри пĕлĕвĕ кирлине ăнланнă. Çавăнпа 35 çула кайнине пăхмасăр 1959 çулта председательтен кайнă, Тюменьти тин çеç уçăлнă ялхуçалăх институчĕн агрономи факультетне куçăн майпа вĕренме кĕнĕ.

Пире ăнчĕ: Тюменьте унпа пĕр курсра вĕреннĕ Вера Никифоровна Корякинăна шыраса тупрăмăр. Студент çулĕсене аса илсе вăл пире акă мĕн каласа пачĕ: «Эпир шкул хыççăн тÿрех вĕренме кĕнĕ, вăл вара чылай аслăрахчĕ. Студентсем пурте ăна Поликарп ятпа мар, Павел тесе чĕнетчĕç. Вăл институт пĕтерсен, ят-сум çĕнсе илсен те çаплах чĕнеттĕмĕр. Чăн та, ун чухне Павел Петрович теттĕмĕр. Тăрăшса вĕренетчĕ. Лекцисенче кăткăс ыйтусем пама юрататчĕ. Институтăн общество пурнăçĕн хастар йĕркелÿçиччĕ, анчах фронтовик пулнипе, орденсем пуррипе нихăçан та ниçта та курнăçланман. Поликарп талантлă çынччĕ. Унăн статйисем «Тюменская правда», «Тюменский комсомолец» хаçатсенче те пичетленетчĕç - вĕсене курсĕпех вулаттăмăр».

Кайри ретрен - мала!

1963 çулхи февральте пы­сăк «Большевик» колхозăн пĕрлехи пухăвĕнче Прокопьева председателе суйланă. Ун чух­не вăл ялхуçалăх институчĕн тăваттăмĕш курсĕн студенчĕ пулнă. Çавна май института экстерн майпа пĕтерме тивнĕ.

Колхозăн тĕп усадьби район центрĕнче, Анат Тавда ялĕнче, вырнаçнă. Хуçалăх йывăр лару-тăрура пулнине ун чухне кашни гектартан 6-шар центнер тĕштырă кăна туса илни те çирĕплетет. Опыт, пĕлÿ, Çĕпĕр çĕрĕн хăватне кăтартас килни хăйĕн ĕçне тунă. Юлса пыракан колхоз кĕçех пур енĕпе те тĕслĕх хуçалăх пулса тăнă. П.П.Прокопьев хĕрĕ Т.П.Липовцына каласа парать: «Манăн аттепе, «Большевикăн» производствăпа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă нумай документпа паллашма тиврĕ. Вĕсем, цифрăсем, «Большевик» аталанăвне уççăн кăтартаççĕ. Тĕлĕнсех кайрăм: 1966 çултанпа хуçалăх сĕт суса илессине - 3,8 хут, аш-какай туса илессине - 2,4 хут, çĕрулми çитĕнтерессине 4 хут ытла ÿстерме пултарнă. Питĕ пысăк цифрăсем! Çуллен ÿстерсе пынă. Хуçалăхра наука ĕçне те тытса пынă. Тăпра агрохимийĕ, тĕрлĕ агрофонра тĕштырă культурисене акмалли нормăсем енĕпе опытсем ирттернĕ. Атте специалистсене пурне те ялхуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма хистенĕ. Нумай вăхăт иртнĕ май ăнланатăп: атте малалла тинкернĕ, ялхуçалăх наукине питĕ пысăк усă кÿнĕ. Отрасльти мĕнпур çĕнĕлĕхе Анат Тавдара тĕрĕслесе пăхнă». Çавăнпа та «Большевикăн» уйрăм уйĕсенче гектартан 50-шар центнер тĕштырă пухса илни пачах та тĕлĕнтермест.

Паллă çĕр ĕçченĕ Прокопьев çинчен Совет Союзĕпех калаçма тытăннă. Унăн опычĕпе паллашма çĕнĕлĕхсемпе ĕçлекен агрономсем килсе çÿренĕ. Хăйĕн ĕçĕ çинчен вăл «Интенсивный откорм телят» /1966 ç./, «Земля. Люди. Урожай» /1974 ç./ кĕнекесенче, хаçатсемпе журналсенчи йышлă публикацире тĕплĕ каласа панă.

«Большевика» П.П.Прокопьев 17 çул ертсе пынă. Çĕршывăмăр унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. Фронтри наградăсен çумне икĕ Ленин орденĕ, Социализм Ĕçĕн Геройĕн Ылтăн Çăлтăрĕ хушăннă. Совет патшалăхĕн яла йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ арканăвне Поликарп Прокопьев йывăррăн йышăннă.

Сăпайлă Улăп

Вăл лайăх çемье пуçĕ пулнă, ачисене, мăнукĕсене юратнă. Мăшăрĕпе Клавдия Дмитриевнăпа вĕсем икĕ ача çитĕнтернĕ. Хĕрĕ Татьяна ашшĕн çулне суйласа илнĕ - агроном пулса тăнă, ывăлĕ Александр вара амăшĕн тĕслĕхĕпе врач профессине алла илнĕ.

Ун пирки питĕ сăпайлăччĕ теççĕ. Çакна эпир курнă çурт та çирĕплетет. Кунта Совет Союзĕнчи чи пуян колхозсенчен пĕрин питĕ хăватлă председателĕ хăйĕн çемйипе пурăннă. Клавдия Дмитриевна район больницин тĕп врачĕнче ĕçленĕ. Эппин, çемье укçа-тенкĕ енĕпе хĕсĕк пурăнман, апла-тăк кермен мар пулин те пысăк пÿрт çĕклеме пултарнах. Çук, сăпайлă çурт кăна. Çак çуртра паян вĕсен мăнукĕ Артем Александрович Поликарпов пурăнать. Аслашшĕ пекех - кĕлеткипе кăна мар, кăмăлĕпе те çирĕп çын. Поликарп Петрович ĕçне малалла тăсса вăл та Тюменьти ялхуçалăх институтнех пĕтернĕ. Чăн та, аслă шкул ячĕ улшăннă - патшалăх ялхуçалăх академийĕ.

Прокопьев Çĕр чăннипех чĕрĕ тесе шухăшланă: вăл сывлать, туять, пăшăрханать. Анчах вăл та çынсем пекех - чирлет, çавăнпа ăна «ăста сиплевçĕ, лайăх технолог кирлĕ, «уй-хире итлеме» пĕлмелле».

2003 çулта Тюменьте П.П.Прокопьев ячĕллĕ ыр­кă­­мăллăх фондне йĕркеленĕ. Вăл ял ветеранĕсене пулăшать, ялхуçалăх вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсене стипендисем парать. Анат Тавдара Социализм Ĕçĕн Геройне П.П.Прокопьева асăнса хоккей турнирĕсем ирттереççĕ.

...«Алеша» палăк патĕнчен урам тăсăлать. Вăрăмскер, тÿрĕскер. Унта тĕпрен илсен колхозниксем валли икшер хваттерлĕ çуртсем çĕкленĕ. П.П.Прокопьев пурăннă чухне вăл Колхоз урамĕ пулнă. Халь вара ăна Прокопьев ятне панă. Кунта пурăнакансенчен нумайăшĕ Поликарп Петровича пĕлнĕ, унпа пĕрле ĕçленĕ. Çамрăк ăрăва вара ун çинчен ашшĕ-амăшĕ каласа парать. Тюмень хулинче те пĕр урама сумлă çĕр ĕçченĕн ятне панă.

Чăн-чăн Улăп. Унăн пурнăçĕ - паянхи çамрăксемшĕн çутă тĕслĕх. Историксен П.П.Прокопьев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕпчес енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха.

В.ВАСИЛЬЕВ,

культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн археологи, этнографи тата регион историйĕн кафедрин профессорĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.